Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пурнăçа юратар

Çулран çул ялсем пушансах пыраççĕ. Шкултан вĕренсе тухнă çамрăк семхуланалла туртăнаççĕ. Вĕренÿ заведенийĕсене кайманнисен е аслăраххисен вара пĕр çул: Мускава. Унта та камăн мĕнле телей: пĕрисем укçа-тенкĕпе, теприсем сусăрланса таврăнаççĕ. Вилсе килнĕ тĕслĕхсем те пур. Çапах сивĕсенче, çумăрсенче шăнса ĕçлесе илнĕ  пурлăх ним шутра та мар-ши хăш-пĕрисемшĕн;

Çемьеллĕ арçынсем пурнăçра хăйсене урăхларах тытни сисĕнет: вĕсем мăшăрĕсене, ачисене пăхаççĕ, укçа-тенкĕпе те пĕлсе усă кураççĕ. Авланман çамрăк каччăсемпе арçынсем çинчен ырринех калаймăн. Уйăхĕ-уйăхĕпе калымсенче пулаççĕ. Ялсене таврăнсан пуçланать вара «чăн-чăн пурнăç». Ĕçлесе илнĕ укçана темиçе кун хушшинчех пирус туртса, эрех-сăра ĕçсе е çухатса пĕтереççĕ. Хăйсем тата: «Хĕрсем пирĕн çине пăхмаççĕ, юратмаççĕ», - тесе çÿреççĕ. Çакăн хыççăн мĕнле савмалла-ха вĕсене;

Эрех-сăрапа пирус сывлăха мĕн чухлĕ сиен кÿнине шутлаççĕ-ши вĕсем; Ÿсĕр пуçпа шыва кĕрсе путса вилеççĕ, руль умне ларса аварине лекеççĕ, пирус сÿнтермесĕр çывăрса кайнипе пушарсем пулаççĕ. Нумай çын шăпи çакăн йышши инкексенче татăлать.

Пурнăç çине ытла çăмăлттаййăн пăхнинче мар-ши сăлтавĕ; Пурăнма, такăр çулпа утса пыма çăмăл мар. Пуçа уснипе çут хĕвел шевлине кураймăпăр. Пур пысăк ĕç те пĕчĕккинчен пуçланать. Ăна пурнăçлама тытăнмалла кăна. Шанмалла, ĕненмелле, чи кирли вара - пурнăçа юратмалла.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;