Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ВАНДАЛСЕН СĔМСĔРЛĔХНЕ ХĂÇАНЧЧЕН ЧĂТМАЛЛА;

Вăрнар тăрăх çаврăнас пулсан пуçра ирĕксĕрех «авалхи германец йăхĕсем пĕтмен иккен» текен шухăш çуралать. Хăш-пĕр çамрăксем шăпах историе Рим империне тата Рим хулине аркатса тăкнипе, 455 çулта Рима илсе унти нумай искусство произведенийĕсене пĕтернипе кĕрсе юлнăскерсене аса илтереççĕ. Паянхи кун, пĕтĕм  тĕнче ăс-тăнпа цивилизаци, аталану никĕсĕ çинче тытăнса тăнă  вăхăтра, хамăр хушăра культурăна ăнланман, ăна хисеплеме пĕлмен çынсем пурри питĕ пăшăрхантарать.

Куратпăр ĕнтĕ,  тăван районăмăра илемлĕх, хăтлăх кĕртессипе юлашки вăхăтра капашсăр пысăк ĕçсем пурнăçларĕç. Çак ĕçе хывнă укçа-тенкĕ хисепĕ пĕчĕк  мар. Иртнĕ çул, акă, республика правительствипе Горький чукун çулĕсем хушшинче тунă килĕшĕве тĕпе хурса уçăлнă Вăрнарти чукун çул вокзалĕ чăннипех те поселокри чи  хитре вырăнсенчен пĕри пулса тăчĕ. Николай Федоров Президент ăна илемлĕхпе ырăлăх кĕтесĕпе танлаштарнăччĕ. Çĕнелнĕ чукун çул хапхи чăнах та - поселок, район пурнăçĕпе кунта пурăнакансен кăмăл-туйăмне çутатакан тĕкĕр. Таса, хăтлă çĕртен ытти хуласене ларса кайма, хăнасене кĕтсе илме, е унтан та  ытларах уçăлса çÿреме кăмăллă...

Шел, çак илеме - культура пуянлăхне - сĕмсĕррĕн пăсакансем те тупăнаççĕ. Станци пуçлăхĕ Вячеслав Яковлевич Семенов тарăн шухăшра: çынсене мĕн çитмест; Ку ĕçре чылай çул тимлекенскер, пĕчĕк пăтăрмаха та чĕре çывăхне илет вăл. Пĕр-ик эрне каялла тунă чыссăрлăха пушшех ниепле те ăнланма пултараймасть - такамăн путсĕр аллисем вазонсене (пысăк чечек чÿлмекĕсем) юриех çĕмĕрнĕ. Кама, мĕншĕн  кансĕрленĕ илемлĕх паллисем; Ку çеç те мар. Нумаях пулмасть вазонсенчен тин кăна лартнă çурăлакан чечексене те вăрласа кайнă.

Республика кунĕнче вокзал умĕнчи флагшток çинчен Раççей тата республика ялавĕсем çухалнине тата мĕнле анлантармалла-ши; «Футбол фаначĕсем-ши;» - хулпуççисене сиктерет станци пуçлăхĕ. Çĕнтерÿ кунĕнче кунтанах Раççей, иртнĕ çул вара чукун çулăн ялавĕсем «ураланнă».

- Çынсен культури хавшани, паллах, пăшăрхантарать. Сăмахран, вокзал территорийĕнчи кашни сак çумĕнчех урнăсем вырнаçтарнă. Çук вĕт - хăш-пĕрисем хĕвелçаврăнăш хуппине, ытти çÿп-çапа хăйсем утакан-ларакан вырăнах пăрахаççĕ. Кунашкал тĕслĕхсенчен куç хупмасăр иртеймĕн, паллах. Кашнинчех асăрхаттаратăп. Аслисем ачасене ырă тĕслĕх памалла пек те. Водительсен те пĕр чыслăх та çук - сигарет тĕпĕсене ăçта килнĕ унта вăркăнтараççĕ. Вокзала пĕтĕм халăх валли тунă-çке. Вăл чи хăтлă культура центрĕ. Мĕншĕн тунă илеме упрама пĕлместпĕр эпир, хĕрхенмесĕр аркататпăр-варалатпăр;! - халăхра ăнланулăх тупасса шанса калаçать Вячеслав Яковлевич.

Виçĕ çул каялла, Вăрнар Республика кунне ирттерме хатĕрленнĕ май, поселок чечек клумбисемпе пуянланчĕ, предприяти-организацисем те  хăйсен территорийĕсене чечекленекен сăн кĕртрĕç. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн (халĕ - «Интех») ĕçченĕсем кантур умне илемлĕ вазонсем вырнаçтарнăччĕ. Анчах та таврана нумайлăха илем кÿреймерĕç вĕсем. Аллисем кĕçтекен çынсем чечек чÿлмекĕсене иртнĕ çул пĕрре мар йăвантара-йăвантара ячĕç. Мĕншĕн кансĕрленĕ-ши - кăçал вара тĕппипех аркатрĕç.

Тепĕр чухне шутлатăн та тĕлĕнетĕн - «çухалнă» ăру нивушлĕ  нихăçан та тăна кĕмест; Вандал чунлăскерсем подъезд чÿречисене, алăкĕсене сĕмсĕррĕн çĕмĕреççĕ. Çурт стенисене, хÿмесене темтепĕр усал сăмахсем çырса варалани те - вандализм паллиех. «100 проценчĕпех юратнине» урăхла пĕлтерме пултарайман, юриех намăсла ÿкерчĕксем чĕркелекен, аркатакан-ватакан çамрăксемшĕн культура чăнахах та пачах ют. Путсĕрле ĕç нивушлĕ çав териех киленÿ кÿрет вĕсене; Обществăлла вырăнсене варалани нимĕнле  чыс та кÿмест-çке.

Кунашкал тĕслĕхсем, паллах, поселокра кăна мар, ялсенче те тĕл пулаççĕ. Тухса çÿренĕ май хăш-пĕр культура çурчĕсен стенисем, автобус  чарăнăвĕсем вандалсен «пултарулăхĕпе» тулнине курма пулать.  Кăмăла пуринчен те ытларах пăсаканни - çак ĕçе хĕрачасем те хутшăнни. Тепĕр тесен, паян хăшĕсем тепĕр каччăран та пуçтахрах та. Пĕр тĕслĕхрен халĕ те тĕлĕнме пăрахмастăп - шкул вĕренсе тухакансен балĕнче шукăль кĕпеллĕ хĕр хăйсем ташлакан çавраран юлташĕсем лартнă кĕленчене çÿллĕ кĕллĕллĕ пушмакĕпе аяккала тăрслаттарчĕ кăна. Шел, асăрхаттару унăн чĕрине тивмерĕ... «Нимĕнле культура та çук», - пăшăлтатрĕç юнашартарах тăракан аслăрах çулхи хĕрарăмсем те.

Çамрăксем çапла пуçтахланни, тен, вĕрентÿ учрежденийĕсенче культура воспитанийĕ парасси пĕчĕк шайра пулнипе çыхăннă;.. Ку ыйту çине шкулсен, тен, ытларах тимлĕх уйăрмалла; Ыттисем пурнăçланă ĕçе хисеплеме вĕрентсен тем пекехчĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те аякра ан тăччăр.

Вандализм - обществăна аркатакан чи хăрушă пулăм. Ăна  хирĕç кĕрешме çирĕплĕх, воспитани, ырă тĕслĕх, пĕрлехи вăй кирлĕ. Пĕтĕм халăх, пулас ăрусем валли  тунă культура пуянлăхне сĕмсĕрсене пĕтерме парас марччĕ. Вăй çитерĕпĕр-ши;..

 



"Çĕнтерÿ çуле"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;