Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял поселенийĕсен ĕçне тĕрĕсленĕ

Пĕлтĕрхи июнĕн 1-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнчи муниципаллă служба çинчен» федераллă саккун вăя кĕнĕ. Çапах районти вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем паянхи кун та хăйсен ĕç-хĕлне ку саккунпа килĕштерсе йĕркелесе çитермен.

Саккунăн 16-мĕш статйинче, акă, муниципаллă службăна ĕçе кĕнĕ чух кирлĕ документсен переченьне палăртнă. Тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, асăннă саккун вăя кĕнĕ хыççăн районти ял поселенийĕсене ĕçе вырнаçнисенчен администрацисем пур документа та тивĕçтерме ыйтман. Сăмахран,  ку граждансем муниципаллă службăна ĕçе кĕме чаракан чирсем çукки çинчен медицина пĕтĕмлетĕвĕсене, службăна кĕричченхи çул мĕнле тупăш илни çинчен, пурлăх тата пурлăхпа çыхăннă обязательствăсем çинчен документсем тăратман.

Çакнашкал тĕслĕхсем Калинино, Аçăмçырми, Упнер, Мăн Явăш ял поселенийĕсен администрацийĕсенче пулнă.

Муниципаллă служащисен отчетлă çул хыççăнхи апрелĕн 30-мĕшĕччен тупăш, пурлăх тата пурлăхпа çыхăннă обязательствăсем çинчен пĕлтерекен сведенисемпе ĕç паракана çулсеренех тивĕçтермелле. Ку тĕлĕшпе саккун ыйтнине Кĕçĕн Кипек, Ершепуç, Мăн Явăш, Аçăмçырми, Калинино тата Малти Ишек ял поселенийĕсен администрацийĕсенче пăснă. Çÿлерех  асăннă сведенисене Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх служащийĕсем валли палăртнă йĕркепе тивĕçтермелле.

Саккуна пăснă тĕслĕхсем пулнă поселенисен администрацийĕсен пуçлăхĕсене вĕсене пĕтерме хушса прокуратура представленисем çырнă, 4 муниципаллă служащи тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен ĕçсем пуçарнă. Материалсене Вăрнар районĕн миравай судйи патне пăхса тухма ярса панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
12 июля 2008
00:00
Поделиться
;