Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ техника туяннă

Çĕнĕ ресурссене перекетлекен техникăсăр ял хуçалăхĕнче паян питĕ йывăр. Çакна районти хуçалăхсенче те аван ăнланса илчĕç. Кăçал, акă, районти ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен предприятисен автопаркĕсем чылай техникăпа пуянланчĕç, çак тĕллевпе пĕтĕмĕшле 35,5 миллион тенкĕ тăкакланă, 19,371 пин тенкĕлĕх - çăмăлăх кредитпа, 7182 пин тенкĕлĕх лизинг майĕпе техника туяннă.

«Санары» агрофирмăн AGROS-350, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, «Полесье-1218» çĕнĕ комбайнĕсем пĕрремĕш хут уй-хире тухма хатĕр ĕнтĕ. Кусем - вăрнарсен автопаркĕсене килнисенчен чи хаклисем. Çавăн пекех Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх «ДОН-680М» комбайнпа тата «Мураты» ЯХПК Джон-Дир 6920 тракторпа пуянланнă.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, хушма хуçалăхĕн уй-хирĕнче, акă, «Рубин-9Ÿ600» культиватора тата «Krone» рулон преслакан техникăна аван ĕçлеттереççĕ. Кашниннех хакĕ - 1 миллион тенкĕ ытла, анчах хăватлă техника çав укçана кĕске вăхăтрах саплаштарĕ, тесе палăртаççĕ предприятире.

Кăçал çавăн пекех «Броневик», «Янгорчино», «Знамя», «Агрохмель», «Кольцовка» хуçалăхсем те хăйсен машинăпа трактор паркĕсене çĕнетнĕ, тракторсемпе культиваторсем, косилкăсем тата ыттине туяннă.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 июля 2008
00:00
Поделиться
;