Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çулла инкек-синкексĕр ирттĕр

Юлашки вăхăтра çулсем çинче автомашинăсен шучĕ хăвăрт ÿсрĕ те, инкексем те «наци катастрофи» шайне çитрĕç. Аварисенче юлашки 10 çулта вилнĕ çынсен йышĕ пĕр  вăтам область центрĕнче пурăнакансен шучĕпе танлашать. Çул çинчи инкексенче айăпланакансенчен уйрăм ушкăнĕ - ачасем. Вăтам кăтартусем тăрăх, çулсеренех çĕршывра çак сăлтавпа 1500 ача вилет, 24 пин арçын ачапа хĕрача аманса сывлăхне сиен кÿрет. Паллах, ку япăх кăтартусем вĕсем çул-йĕр правилисене тата çул çинче хăйсене тĕрĕс тытма пĕлменнипе çыхăннă.

Кашни çыннах кăткăс лару-тăрăва лекме пултарать. Апла пулсан пĕрремĕш медицина пулăшăвĕн хăнăхăвĕсене пурте  пĕлме кирлĕ. Вăхăтра кÿнĕ пулăшу вилĕмрен çăлса хăварать, малашне ăнăçлă сипленме май парать.

Кил терĕшĕнче те, урамра та çынсем суранланнă тĕслĕхсем сайра мар пулаççĕ. Вĕсене асăрхаттарма май пур-и; Паллах. Инкексенче ÿт-пĕве е сывлăха сиенлетнин тĕп сăлтавĕ - тĕрлĕ ĕç пурнăçланă чух ( производствăра-и, кил-хуçалăхра-и), кану е спорт вăййисем вăхăтĕнче хăрушсăрлăх йĕрки çинчен манни. Çакнашкал тĕслĕхсем çу кунĕсенче, ялхуçалăх ĕçĕсем пуçланнă тата шыва кĕмелли вăхăт çитнĕрен, ялан тенĕ пекех ÿсеççĕ. Ачасем хутшăннипе пулакан инкексем çуллахи каникулта нумайланаççĕ.

Çапах та суранланни ытларах чухне ĕçпе çыхăннă: йывăç ĕçлекен промышленноçра, ял хуçалăх агрегачĕсемпе техники çинче пулаççĕ. Шыва кĕрсе, велосипедпа е мотоциклпа ярăнса ÿт-пĕве сиенлетекенсем  те сахал мар.

Инкексене асăрхаттарас тесен хăрушсăрлăх йĕркине ялан асра тытăр. Велосипедпа е ытти транспорт хатĕрĕпе  çула тухрăр-тăк, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла, ачасене ятарлă велосипедпа кăна турттарса çÿремелле. Пĕлмен вырăнта шыва ан кĕрĕр, ан чăмăр - пĕве тĕпĕнче тем тĕрлĕ япала та выртма пултарать. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ сĕнÿ - пĕчĕк ачасене хăйсем тĕллĕн, пăхса-асăрхаса тăмасăр килте ан хăварăр. Улма-çырла вăхăтĕнче вĕсене йывăç çине е карта тăрăх хăпарма чарăр.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, ĕçлекен станоксемпе агрегатсем çывăхне ачасене ан ярăр, электричество приборĕсене пăхса тăмасăр ан хăварăр.

Утçи тапхăрĕнче çавасемпе ĕçленĕ чух асăрханулăх кирлĕ, утă капанĕсем çинчен вĕренсĕр е пусмасăр анма юрамасть.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 июля 2008
00:00
Поделиться
;