Çур çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ
Июлĕн 11-мĕшĕнче, эрнекун, шалти ĕçсен районти пайĕнче оперативлă канашлу иртрĕ. Çулталăк варрийĕ урлă каçнă май, ултă уйăхра пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетрĕмĕр. Канашлăва шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн тĕп кураторĕ милици майорĕ М.Р Семенов, район администрацийĕн ĕçĕсене ертсе пыракан Н.П. Петров, Вăрнар район прокурорĕ юстици советникĕ Ю.А. Вахтеркин хутшăнчĕç. Пай уйрăмĕн пуçлăхĕсем, сотрудниксем çулталăк пуçламăшĕнче лартнă тĕллевсене çак тапхăрта еплерех пурнăçа кĕртнипе - поселокри тата ялсенчи йĕркелĕхе тивĕçтерессипе, саккуна пăснă тĕслĕхсене чакарассипе, чи пĕлтерĕшли - киревсĕр ĕçсене май килнĕ таран туллин асăрхаттарассипе - мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕç.
Районта «2006 - 2008 çулсенче Вăрнар районĕнче ирттермелли комплекслă профилактика мерисем» тата преступноçпе кĕрешессине вăйлатассипе çыхăннă комплекслă программăсем ĕçлесе вăй илнĕ. Вĕсен витĕмĕпе милици сотрудникĕсемпе пĕрлех тĕрлĕ службăсем, яваплă çынсем, хăйтытăмлăх органĕсенче тимлекенсем профилактика ĕçне активлă хутшăнаççĕ. ЧР Шалти ĕçсен министерствин хушăвĕсем те, республикăра ирттерекен мероприятисем те районта çирĕп пурнăçа кĕнĕ май, криминогенлă лару-тăрăва лайăх шайрах хăварма май килнĕ. Çакă çурçулти ĕç кăтартăвĕсем тăрăх та аван курăнать. Кăçалхи 6 уйăхра, акă, поселокра тата районти ялсенче пĕлтĕрхипе танлаштарсан 143 преступлени сахалрах (пĕтĕмпе - 220) пулнă.
Мĕнпе çыхăннă-ха преступность шайĕ чакса пыни; Тĕрĕссипе каласан, пĕр-пĕр ушкăнра мар, преступленисен нумайăш тĕсĕсем сахалрах çырăнчĕç. Хăш-пĕр цифрăсене кăна илсе кăтартар: уйрăмах йывăр преступленисем - 40, йывăррисем - 54, вăтам йывăррисем - 51,9, йывăрах маррисем 29,4 процент чакнă. Ют пурлăха çаратнă тĕслĕхсем пĕлтĕрхинчен - 72, çынсене улталаса сиен кÿнисем - 13, пĕр-пĕр пĕлтерĕшлĕ должноç йышăнса хăйсене валли услам тунисем 12 преступлени сахалрах.
Районта дача çурчĕсенче тустарнă, çын кĕсйисене ухтарнă тата хурахла тапăннă тĕслĕхсем пачах пулманни те - кунсерен ирттерекен ĕçĕн паллиех. Палăртма кăмăллă: ниçта та ĕçлемен граждансем те, маларах судпа айăпланнисем те, çул çитмен ачасемпе çамрăксем, эрех-сăрапа айкашма юратакансем те саккуна сахалрах пăснă - вĕсем хутшăннипе пулнă киревсĕр ĕçсен шучĕ те самаях чакнă.
Обществăлла вырăнсенче халăх чылай пухăнать, вĕсенчен нумайăшĕ хăйсене тĕрĕс тытма пĕлеççĕ-ха, анчах хăшĕ-пĕрисемшĕн йĕркелĕх ним вырăнĕнче те мар. Çавнашкаллисене саккунсене пăхăнма вĕрентмеллине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Сăмах май, кăçал обществăлла вырăнта -12 (пĕлтĕр - 14), урамсенче 4 (иртнĕ çул - 7) преступлени тунă.
Пăшăрханмалли кăтартусем те, паллах, çук мар. Районти çулсем çинче, акă, 12 инкекре 6 çын вилнĕ. Аварисем республика пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче ытларах çырăннă. Çакă, пĕр сăмахсăрах, çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе татах та вăйлăрах тимлемеллине, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне çивĕчрех пурнăçламаллине пĕлтерет. Çынсенчен хăйсенчен те нумай килет. Кашнин хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла, çул çинче хăйсене тĕрĕс тытмалла