Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пособисем ÿснĕ

Раççей Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин даннăйĕсем социаллă пособисем ÿснине çирĕплетеççĕ.

Ача çуратнăшăн пĕр хутчен паракан пособи виçи акă 8845 тенкĕне çитнĕ, ÿсĕм, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, - 845 тенкĕ.

Çулталăк çурăччен ачапа ларакан ниçта та ĕçлемен амăшĕсем халĕ уйăхсерен пĕр ачашăн 1658 тенкĕ, иккĕмĕш е ытларах ачашăн 3317 тенкĕ илсе тăма тытăнĕç.

Ĕçлекен амăшĕсен пособи виçи пысăкрах - районта вăл 6635 тенкĕпе танлашнă. Паллă ĕнтĕ, вăл ĕç укçин 40 процентĕнчен пысăкрах пулмалла мар.

Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн çавăн пекех уйăх пуçламăшĕнчен инвалид-ачасене, 1-мĕш ушкăнри инвалидсене тата ватă çынсене пăхакансен пособине те 500-тен 1200 тенкĕне çити хăпартнă.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен федераллă çăмăллăхçăсен те - ĕçпе вăрçă ветеранĕсен, Совет Союзĕн тата Раççей Геройĕсен, Ĕç Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсен, Социализмла Ĕç Геройĕсен, Чернобыльти АЭС-ри аваринче хур тÿснисен - уйăхсерен тÿлекен тата социаллă тивĕçтерÿсен пуххин виçи  ÿснĕ. 



"Çĕнтерÿ çуле"
16 июля 2008
00:00
Поделиться
;