Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ çулсем хута каяççĕ

Никамшăн та вăрттăнлăх мар: ялта çул ыйтăвĕ ялан кăткăс пулнă. Кирлĕ çĕре машинăпа ярăнса пыма кăна мар, çуран çитме те йывăрччĕ. «Тĕттĕм ялсене», инкек тем тухсан, васкавлă пулăшу паракан службăсем те пырса кĕрейместчĕç. Çумăр çăвать-тĕк е çил-тăман çавăрттарать пулсан вара хăть ял çывăхне те ан пыр.

Юлашки вăхăтра, акă, лару-тăру улшăннине ял çыннисем пурте курса ĕненчĕç. Чăваш Республикинче çул-йĕр ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрни кĕске вăхăтрах вуншар çухрăм çĕнĕçулсем хута янинчен маларах сарнисене тирпейлĕн пăхса тăнинчен, юсав ĕçĕсене ирттернинчен - яруççăн палăрать. Республика Президенчĕн 2006 çулта йышăннă «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине вĕçлессине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» указĕн тĕллевĕсем çирĕп пурнăçланни пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх аван курăнать. Хамăр районта кăна, сăмахран, пĕлтĕр 16 объектра ĕçе тĕпĕ-йĕрĕпе вĕçленĕ, кунти ялсем хытарса тунă çулпа çыхăннă - пĕтĕмпе 22,70 çухрăм çĕнĕ çул хута янă. Чылай ял çынни çак ырлăха туйса илчĕç ĕнтĕ, халĕ кирлĕ вырăна çитме те, район центрне тухма та çăмăлрах, вăхăт та перекетленет теççĕ пĕри те тепри.

Район администрацийĕн капиталлă строительство пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи ĕç калăпăшĕ тата пысăк, мĕнпур яла тĕп автомобиль трассипе ыхăнтарассине вĕçлемелле. Паянхи куна, акă, çул-йĕр ĕçченĕсем 8 объектра 9,07 çухрăм çĕнĕ çул сарнă, 76312,0 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Вĕсем: «Калинино-Шĕнер Ишек-Аçăмçырми-Шуркасси Ишек» (0,62 км), «Малти Ишек-Малти Кăкшăм» (1,045 км), «Вăрнар-Упи-Красноармейски-Иртеменкасси» (0,292 км), «Шăхасан-Калинино-Чăрăшкас Мăрат-Етрукасси Мăрат» (2,36 км), «Волонтер-Вăрман Шăхаль-Кĕперлĕ Кÿлхĕрри» (1,14 км), «Вăрнар-Упи-Красноармейски-Пăваль (12-мĕш Пятилетка урамĕ таран, 0,58 км), «Иртеменкасси-Çĕньял Хапăс-Санарпуç» (1,19 км), «Вăрнар-Çĕнĕ Мĕлĕш-Çĕн Хирпуç» (1,84 км). Палăртса хăвармалла, районти çулсене асфальт сарма муниципаллă бюджетран та 6103,209 пин тенкĕ уйăрнă.

Çĕнĕ çул-йĕр строительствипе пĕрлех районти организацисем унччен хывнисене юсассипе хастар тимленĕ. «Вурнарыдорстрой» организаци вăйĕпе «Кÿлхĕрри-Катăш» çулăн 2,1 çухрăмĕ юсаннă, Вăрнарти ДРСУ «Калинино-Шĕнер Ишек» çулăн 1,6 çухрăмне юсаса йĕркене кĕртнĕ. Çак тĕллевпе 6733,051 пин тенкĕпе туллин усă курнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2008
00:00
Поделиться
;