Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕмĕрлĕхе юлнă сăн ÿкерчĕксем

Иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх наци музейĕнче республикăри паллă фотокорреспондентăн Семен Игнатьевăн «Мир, увиденный сердцем» фотоальбомĕн презентацийĕ иртнĕ. Çак пулăм Семен Петровичшăн çеç мар, унăн тус-юлташĕсемшĕн те, кĕнекере вырăн тупнă сăн ÿкерчĕксен хуçисемшĕн те, Чăваш еншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Кунта - ахаль çыннăн çеç  мар, пĕтĕм республикăн пурнăçĕ, кун-çулĕ.

- Фотоальбомра кун çути курнă сăн ÿкерчĕксем - Семен Игнатьев 40 çул хушшинче пурнăçланă ĕçсен пĕр пайĕ çеç. Кĕнеке ячĕ унăн авторĕн кăмăлĕпе пĕр килет: Семен Петрович чĕри хушнă пек пурăнать, ĕçлет. Çак чĕре малашне те тĕнчене туллин куртăр,- тенĕ ЧР культура министрĕн çумĕ Алексей Белов.

Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Волков академик çак кĕнекене чăваш халăхне, культурине хисеплесе лартнă палăкпа танлаштарнă. Унпа паллашнă май кĕнеке авторĕ çынна, тĕнчене мĕн тери юратнине туйса илнине палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2008
00:00
Поделиться
;