Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кукăль икерчĕпе кĕтсе илет пире анне

            «Çĕр çинчи чи юратнă та хисеплĕ, чи сăпайлă та илемлĕ, чи юратнă та пултаруллă, чи çывăх çыннăмăр эсĕ, аннеçĕм», - теççĕ çут тĕнче парнелекенсем амăшне, Нина Прокопьевна Афанасьевана, савса ачисем.

Нина Прокопьевна Афанасьева хамăр районти Сăкăт ялĕнче 1931 çулта çуралнă. Çемьери ачасенчен чи асли пулнă пирки ăна çăмăлах килмен ачалăх çулĕсенче вăрçă пынă, шкулта йĕркеллĕ вĕренме те май пулман.

1954 çулта кĕркунне Нина Прокопьевна Исаак Афанасьевич Афанасьева, Çăкаллă Явăш йĕкĕтне, качча тухать. Вĕсем иккĕшĕ те мĕн ватăлса пенсие тухичченех колхозра вăй хураççĕ: тырă выраççĕ, лашапа туртаççĕ, курăк çулаççĕ, арман авăртаççĕ - нимĕнле ĕçрен те пăрăнса тăмаççĕ...

Кăçал утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Нина Прокопьевна 77 çул тултарчĕ. Çак кун саламлампа парнесем нумай пулчĕç пулин те, юратса, ăнланса, 53 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă мăшăрĕ саламлама пултарайманни ăна, паллах, пăшăрхантарчĕ. Мăшăрĕ, Исаак Афанасьевич Афанасьев, çут тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче шăпах çур çул çитрĕ.

Тем чухлĕ вăхăт иртсен те - çуралнă кун-и, канмалли кун-и е ахаль кун - атте яланах пирĕнпе пĕрле, пирĕн чĕресенче пулĕ, унăн ырă та уçă кăмăлĕ, усăллă та ăслă канашĕсем, пархатарлă та мухтавлă ĕçĕсем ĕмĕр-ĕмĕр асра юлĕç, - юратнă ашшĕне асилсе хуйхăрса пĕлтереççĕ ачисем. Чăтма çук хуйхăна пула Нина Прокопьевнан сывлăхĕ самаях хавшарĕ. Çапах та ывăлĕпе хĕрĕсем тата сакăр мăнукĕ пурри ăна пурăнма вăй парса тăрать. Амăшĕ хăйĕн пĕрченчĕкĕсене курма яланах хавас. Вĕсене вăл кукăльпе, çĕр улми икерчипе кĕтсе илет. Витя ывăлĕ çăкăр пĕçернĕ заводра, Фая Мускав хулинче ĕçлеççĕ. Надьăпа Лида Хусан хулинчен бухгалтера вĕренсе килсе çак профессирех вăй хураçĕ. Ира Вăрнарти больницăра гинекологи уйрăмĕнче ĕçленĕ, халĕ ачапа ларать. Вĕсем май килнĕ таран тăван ашшĕ-амăшĕ килне килсе çÿремех тăрăшаççĕ. Лăпкăлăх, канлĕх, кăшт та пулин чăтăмлăх сунаççĕ, ÿстерсе çын тунăшăн тав туса ăшшăн çупăрлаççĕ.

Нина Прокопьевна Афанасьеван кĕрекийĕ юратакан, хисеплекен çывăх тăванĕсемпе, юлташĕсемпе тулли пултăр, сĕтелĕ çăкăр-тăвартан нихăçан та ан татăлтăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2008
00:00
Поделиться
;