Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕсленĕ

шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пропаганда енĕпе тимлекен инспекторĕ. 

 

Кăçалхи июлĕн 14, 15-мĕшĕсенче шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем район администрацийĕн вĕрентÿ тата строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕсен представителĕсемпе пĕрле тĕрĕслеве тухнă. Ушкăн, ачасене вĕренÿ учрежденийĕсене турттарнă чух инкексем пулассине тата вĕсем аманса-сусăрланнисене асăрхаттарас  тĕллевпе, районти шкул автобусĕсем çÿрекен маршрутсене тĕплĕн тишкернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çул-йĕр паллисем, автобуссем çаврăнмалли вырăнсем пуррине, çул пахалăхне шута илнĕ. Тĕпрен илсен, кашни маршрутрах лару-тăру япăх мар. Анчах çитменлĕхсем те пур. Сăмахран, хăш-пĕр çĕрте çул-йĕр паллисем çитмеççĕ. Мĕн сăлтавпа тетĕр; Хуравĕ вара питĕ ансат. Маршрутсене уçнă чух вĕсене тĕрĕс-тĕкелех вырнаçтарса тухнă-ха. Анчах хăш-пĕр граждансем хăйсемех вĕсене çĕмĕреççĕ, сиенлетеççĕ. Темшĕн чăрмантараççĕ ĕнтĕ çак çынсене çул-йĕр паллисем;

Çул пахалăхĕ пирки те ыйту татăлман-ха. Сăмахран, Кайри Тукай ялĕнче вăл пур енчен те тивĕçтермест.

Вĕренÿ çулĕ тĕлне, паллах, шкул автобусĕсем ачасене турттаракан çулсем çинче нимле кăлтăксем те пулмалла мар, вĕренекенсен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтермелле. Çавна май ГИБДД уйрăмĕ яваплă çынсене тĕрĕслевре палăрнă çитменлĕхсене пĕтерме хушса предписанисем çырнă, ку ĕçе пурнăçламалли вăхăта палăртнă.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2008
00:00
Поделиться
;