Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Спорт фестивальне хутшăннă

Иртнĕ кĕçнерникун, июлĕн 24-мĕшĕнче, Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче пурăнакан-сипленекенсен ушкăнĕ Йĕпреç районне тухса кайнă. Вĕсем инвалидсем хушшинче спортăн çуллахи тĕсĕсемпе ирттерекен республика фестивальне хутшăннă. Асăнса хăвармалла, кунашкал фестивале  кăçал пĕрремĕш хут йĕркелекенĕ, турнира йышăнаканĕ тата ирттерекенĕ - Йĕпреçри психикăпа неврологи интерначĕ.

Ăмăртăва хутшăнакансем çăмăл атлетика енĕпе эстафетăра, канат туртса тупăшнă, хăйсен йышĕнче шашкăлла чи ăста вылякана палăртнă. Калининăсем лайăх кăтартусемпе таврăннă: эстафетăра (5 çын 700-шер метр чупнă) - пĕрремĕш, шашкăлла выляса 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Пĕтĕмĕшле командăсен ăмăртăвĕнче те вĕсем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ, виççĕмĕшсем пулнă. Спорт фестивалĕн кубокĕ вара турнир хуçисенчех - Йĕпреçри психикăпа неврологи интернатĕнче - юлнă.

Калининăсем те хăйсен кăтартăвĕсемпе тата ÿсĕмĕсемпе хавхаланаççĕ, тепĕр çулне спорт уявĕн эстафетине йышăнса ăна хамăр патра ирттерме ĕмĕтленеççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2008
00:00
Поделиться
;