Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Усăпа каннă

Районти вĕренекенсенчен 3055-шĕ  çуллахи канăва лагерьсенче ирттернĕ: 1315-ĕн - ĕçпе кану, 715-ĕн - профильлĕ, 510-ăн шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплеткен лагерьсенче.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен Вăрнарти центр урлă çула çитмен 477 çамрăк ĕçлĕ пулнă. Вĕсем «Гвардеец» тата «Хорнзор» хуçалăхсенче, «Вурнарыхмель» организацире, Йĕпреçри вăрман хуçалăхĕнче, «Вурнарский» тепловодоканал» предприятире тăрăшнă.

Аталану вăййисем, физкультурăпа культура мероприятийĕсем, тĕрлĕ экскурсисем, творчество клубĕсем... - ачасен сывлăхне çирĕплетес тата ăс-тăнне аталантарас программа тĕрлĕ те усăллă енсене пĕрлештернĕ. Тĕпрен илсен, лагерьсенчи чи малтан тăлăх, социаллă ăнăçсăр. тупăш сахал илекен çемьесенчи, преступлени çулĕ çине тăма пултаракан ачасенек анма майсем туса панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
30 июля 2008
00:00
Поделиться
;