Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ вĕренÿ çулне çитменлĕхсĕр кĕрер

Юнкун район пуçлăхĕ çумĕнчи коллеги ларăвĕ паянхи куншăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Ун ĕçне райадминистрацин пай ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем тата ыт.те хутшăннă.

 

Вĕренÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне комиссипе йышăнассине маларахри вăхăта куçарни меллĕ. Çакă шкул ĕçченĕсене яваплă органсем палăртнă çитменлĕхсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен пĕтерме май парать. Кăçал тĕрĕслев июлĕн 28-августăн 4-мĕшĕсенче иртет.

Районти вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсене те палăртмасăр иртме çук. Вĕрентĕве аталантарассипе республикăра йышăннă программăпа килĕшÿллĕн кăçал икĕ шкула реструктуризациленĕ- ачасен шучĕ самай чакнине тата вĕсем кивĕ йывăç çуртра вырнарçнине кура Иртеменкассинчи тата Кÿлхĕрринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсене хупнă.

 Ачасене кĕтсе илме хатĕрленсе вĕренÿ учрежденийĕсенче çу тăршшĕпех юсав ĕçĕсем пычĕç. Вĕсене ирттерме район бюджечĕ 2,2 миллион тенкĕ уйăрнă. Финанс пулăшăвĕ шкул çурчĕсене çĕнетнĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн мероприятийĕсене ирттернĕ, тăрăсене тата хутса ăшăтмалли системăсене юсанă, чÿрече хашакĕсен улăштарнă, икĕ хысаклă тăрăсем тунă çĕре кайнă.

Ытти çулсенче санитарипе эпидемиологи органĕ апатлану блокĕсенче чылай çитменлĕхе тупса палăртатчĕ. Ку енĕпе халĕ лару-тăру самай лайăхланчĕ темелле. Паянхи кун тĕлне акă шкулсенчи пищеблоксем вĕри апат çитерме хатĕр. Вĕсене сивĕ тата вĕри шывпа тивĕçтернĕ, канализаци, сават-сапа çумалли ваннăсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ. Столовăй хатĕрĕсене çулсерен çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ.

Вĕренекенсене кăçал та ашшĕ-амăшĕсен шутĕнчен апат çитереççĕ. Унăн хакĕ шкул çумĕнчи участоксенче ÿстернĕ пахча-çимĕçпе усă курнăран самай йÿнелет.

Çĕршывра пулса иртнĕ инкексем хыççăн Роспотребнадзор управленийĕ, пушар хуралĕ асăрхавĕн органĕ районти вĕрентÿ учрежденйĕсенче те тĕрĕслеве вăйлатрĕç. Март уйăхĕнче тĕрĕслев акă хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртнă. Вĕсене сирме май килнĕ, санитари службисем ыйтнине пурнăçланă.

Реструктуризаци программипе 13 шкула автобуссемпе тивĕçтернĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче тата 2-3 автобус килмелле. Ачасене турттарасси йĕркелĕхре пултăр тесе иртнĕ уйăхра автоинспекци ĕçченĕсем шкул автобусĕсен маршручĕсене тĕрĕсленĕ. Вĕсем палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме тытăннă ĕнтĕ.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
02 августа 2008
00:00
Поделиться
;