Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хисепе ĕçпе çĕнсе илнĕ

Чукун çул ырлăхне кашни çын тенĕ пекех туйса илнĕ ĕнтĕ. Çĕр-шыври ял-хуласемпе кăна мар, инçети çĕр-шывсемпе ĕçлĕ çыхăну тытма та, тĕнче тăрăх çул-çÿреве тухма та çăмăл. Паян пурнăç хăвăртлăхĕ питĕ пысăк, самантлăха та чарăнса тăма  май çук та, чукун çул хăтлăхпа çÿреме, вăхăта перекетлеме май парать. Анчах çак ырлăх ахаль пумасть. Çул хăйне тирпейлĕ тытнине, лайăх пăхса-асăрхаса тăнине «юратать». Вăл тимсĕрлĕхе каçармасть, кунта пĕчĕк йăнăш та пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Поездсем аварие лекес, çакăн чухне нумай çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлас хăрушлăх тухса тăрать.

Çапла майпа пахалăха тивĕçтерессипе çыхăннă яваплăх чукун çул ĕçченĕсем çине тиенет. Вĕсем кунне-çĕрне уямасăр çул çинче: пĕр сăмахпа каласан, хăйсен тивĕçĕсене ырми-канми пурнăçлаççĕ. Вăрнарта пурăнакан Георгий Тимофеевич Петров та, акă, хăйĕн пурнăçне чукун çулпа çыхăнтарнă, унăн ĕç стажĕ пĕр чарăнмасăр Горький чукун çулĕн Сергачри дистанцийĕнче пухăннă. Йывăр пулнă пулин те, ку профессие суйласа илнишĕн пачах та кулянмасть вăл, сумлă ĕçĕпе мухтанать кăна.

Георгий Тимофеевич Йĕпреç районĕнчи Хыркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, анчах шăпа, тен ăнăçу, пÿрнипе вăл пирĕн район çынни пулса тăнă, Вăрнар тăрăхĕнче тĕпленсе пурăнма тытăннă. Тĕрĕссипе каласан, хамăр районпа ăна чукун çул çыхăнтарнă.

1962 çулта Г.Петров Совет Çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçласа тăван килне таврăннă. Çак вăхăтра унăн шăллĕ Чаркли разъездĕнче тимленĕ, пиччĕшне те чукун çул çине ĕçлеме вырнаçма сĕннĕ. Арминчен тин çеç килнĕ çамрăк туртăнса тăман, вăхăта сая ямасăрах Сергач дистанцийĕн çул-йĕр колоннинче рабочи пулса вăй хума пуçланă. Çав çулах октябрьте Георгий Тимофеевича пĕлĕвне ÿстерме Кироври техника шкулне вĕренме янă. Çулталăк ăс пухнă хыççăн пĕр вăхăт каллех рабочире тимленĕ, каярахпа ăна Пĕнер Айкăш разъездĕнче рабочисен бригадирĕ пулма шаннă. Кунта 5 çул хушши тăрăшнă.

Çăмăл мар килнĕ чукун çул çинче вăй хуракан рабочисене. Рельссемпе шпалăсене те улăштармалла, вĕсене вырнаçтарса-хытарса лартмалла, чукун çул никĕсне те тикĕслесе ĕлкĕрмелле... - ĕçĕ чăнах та чылай. Анчах никам та ĕçрен хăраса тăман, унăн пĕлтерĕшне пурте лайăх ăнланнă, пахалăха та яланах малти вырăнта пулнă. Георгий Тимофеевич рабочисен бригадине аван ертсе пынă, кашнинех хавхалантарса пырса вĕсемпе тан, тепĕр чухне ытларах та, тăрăшнă - урăхла каласан, ырă тĕслĕх кăтартнă.

Пултаруллă ĕçчене хăвăрт асăрханă, 1969 çулта Вăрнар станцийĕнче çул йĕр мастерĕнче тимлеме куçарнă. Ку ĕçре Г.Петров 30 çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă, ырă ята тивĕçнĕ.

Ĕçри хастарлăхне кура ăна  сахал мар палăртнă, чылай наградăпа чысланă. Вĕсенчен чи сумлăраххи - «Раççей Федерацийĕн чукун çулăн хисеплĕ работникĕ» ят. Ăна Георгий Тимофеевич Петров 1993 çулта тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕн ытти наградисем - «Ĕçре палăрнăшăн» медаль (1971 ç.), «Чукун çулĕ - 150 çулта» паллă (1987 ç.) тата ыттисем те - хисеп-сума ахальтен мар çĕнсе илнине кăтартаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 августа 2008
00:00
Поделиться
;