Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Олимп вăййисем умĕн

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Пекинра августăн 8-24-мĕшĕнче пулакан çуллахи 29-мĕш Олимп вăййисене Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕпе чăваш спортсменĕсем те хутшăнаççĕ: Андрей Абрамов сăнăран перессипе, Вера Андреевапа Ирина Калентьева - велоспорт-маунтинбайк, Татьяна Арясова, Светлана Захарова, Сергей Иванов, Татьяна Петрова - çăмăл атлетика енĕпе, Татьяна Сибилева - хăвăрт утассипе.

Пысăк ăмăртусемччен шутлă кунсем юлчĕç. Районти спорт тусĕсем вара ăна тахçанах кĕтме тытăннă ĕнтĕ, Олимп вăййисене халалласа тĕрлĕ турнирсем те йĕркелерĕç.

Вырăнти культура ĕçченĕсен пуçарăвĕпе акă Хурăнсур Çармăсра футбол турнирĕ иртнĕ. Юлташла тĕл пулура унăн хуçисем, Санарпуç тата Кушлавăш ял çамрăкĕсем тупăшнă. Вăйăсен кăтартăвĕсем çакнашкал: санарпуçсем кушлавăшсене 2:4, хурăнсур-çармăссене1:2 шутпа выляса янă. Тĕп вăйăра кил хуçисем маттуртарах пулнă, Кушлавăш çамрăкĕсене 4:3 шутпа парăнтарнă.

Çĕнтерÿçĕ-команда йышĕнче - Хурăнсур Çармăспа Çĕрпел ялĕсен çамрăкĕсем: Володьăпа Дима Кузьминсем, Сергей Шашков, Сергей Ильин, Николай Иванов, Сергей Александров, Александр Алексеев, Владимир Иванов, Сергей Егоров, Сергей Павлов, Игорь Шашков.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 августа 2008
00:00
Поделиться
;