Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пляж волейболĕнче

Канупа сывлăха çирĕплетессине пĕрлештерекен спортăн çак тĕсĕ районта та аталанса каяссине иртнĕ канмалли кунсенче иртнĕ ăмăрту çирĕплетсе панă. Ăна Вăрнарăн чи илемлĕ вырăнĕнче - Вурнарка шывĕ хĕрринче - йĕркеленĕ.

Пĕрремĕш турнирах пĕтĕмпе сакăр команда пуçтарнă. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Çавалкас ял посленийĕн хĕрĕсем мала тухнă, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Çĕрпел ял тата Вăрнар хула поселенийĕн командисем пайланă.

Арçынсен ушкăнĕнче хутăш мăшăр - Алексей Лавровпа Маша Мефодьева -  пуринчен хастар вылянă. Дима Трофимовпа Дима Любаев, Дима Паймулкинпа Николай Прокопьев кĕмĕл тата бронза призерсем пулса тăнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
02 августа 2008
00:00
Поделиться
;