Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тырă йышăнма хатĕр

          Чăваш Республкикинчи тата ытти регионсенчи нумай ял хуçалăх организацийĕ тыр-пула Вăрнарти тырă йышăнакан предприятине илсе килме тăрăшать. Çак предприяти шанчăклă пулни, тырă илсе килекен хуçалăхсене пур енлĕн пулăшма пултарни куç кĕрет. Предприяти аванс мелĕпе те ĕçлет, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерет, тĕрлĕ техника парса пулăшать. Ку пулăм вырма вăхăтĕнче укçа-тенкĕ енчен йывăрлăх тÿсекен хуçалăхсемшĕн меллĕ.

        Тырă йышăнма предприяти çу уйăхĕнченех хатĕрленме тытăннă: тĕрлĕ юсав ĕçĕсене ирттернĕ, территорине тасатнă, складсене дезинфекциленĕ.

           «Чăваш тырă продукчĕ» предприятинче пахалăх енĕпе ĕçлекен управленин тĕп специалисчĕ Раиса Кузьмина, тĕп инженер Мария Скворцова, патшалăх пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Михайлов предприяти тыр-пул йышăнма хатĕррине палăртнă. Вĕсем территори, складсем санитари тĕлĕшĕнчен таса пулнине, тĕрлĕ техника йĕркере пулнине çирĕплетнĕ.

Предприяти ултă гектар лаптăк çинче вырнаçнă. Техника бази пуян, пĕтĕмпе вун виçĕ пысăк склад. Ĕçлекенсем складри çăнăх-кĕрпене, тыр-пула кирлĕ температурăра тытса тăраççĕ. Пĕр сехетре вун ултă тонна тырă тирпейлеме хатĕр икĕ сушилка, кĕрпе тăвакан пысăк цех ĕçсене вăхăтра туса пыма май параççĕ.

Предприяти çăкăр-кĕрпе, кайăк-кĕшĕк валли тырă сутать. Выльăхсене самăртма пулăшас тĕллевпе апат хутăшне хатĕрлет. Ăна ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм хушма хуçалăх тытакансем те хаваспах туянаççĕ.

Чи кирли - предприятире туслă коллектив ĕçлени. Вăй хуракансем предприятие çĕклессишĕн чун-чĕререн тăрăшаççĕ, ĕçе яланах юратса вăхăтра пурнăçлаççĕ. Кашниех хăйĕн тивĕçне тĕплĕн пĕлни ĕç калăпăшне, продукци пахалăхне ÿстерме пулăшать, Чăваш енри хуçалăхсенчен кăна мар, Мордва тата Тутар Республикисенчи, Чулхула облаçĕнчи ял хуçалăх организацийĕсенчен туяннă тыр-пула технологи лабораторийĕнче тĕрĕсленĕ хыççăн тырра тасатса тирпейлеççĕ, Канаш тата Шупашкар хулисенчи элеваторсене ăсатаççĕ. Сăмах май, утă уйăхĕн çирĕм виççĕмĕшĕнче Мордва Республикинчен çĕнĕ тулă илсе килчĕç. Çак кунран йышăну тапхăрĕ пуçланчĕ.

- Коллектив ĕçчен пулни, пĕр çемьери пек пурăнни предприятие кунран-кун аталанса, çĕкленсе пыма май парать. Эпир вара предприятире тăрăшакансене сумлă ĕç укçийĕпе малашне те тивĕçтерсех тăрăпăр. Ĕçлекенсене çирĕп сывлăх сунатпăр. Сывлăх пулсан ĕç те кал-кал пырать, кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕрех пулать, продукци пахалăхĕ те çÿллĕ шайрах тытăнса тăрать, - пĕлтерчĕ Олег Петрович Петров мастер.

               Уй-хир ылтăнне Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти хамăр енри те, республика тулашĕнчи те ял хуçалăх организацийĕсенчен туянать, пурне те  хапăлласах йышăнать.

 

                 Паянхи куна Вăрнарти тырă йышăнакан предприяти пĕрчĕллĕ культурăсене пĕр тоннăшăн çак хаксемпе йышăнать:

    

                                                                   НДС-па    НДС-сăр

Апат-çимĕçлĕх 2 класслă тулă

(клейковина хисепĕ 29: тата пысăкрах)           6500      5909,09

Апат-çимĕçлĕх 3 класслă тулă (клейк. 26-28:) 6200      5636,36

Апат-çимĕçлĕх 3 класслă тулă (клейк. 23-25:) 6000      5454,55

Апат-çимĕçлĕх 4 класслă тулă (клейк. 21-22:) 5800      5272,73

Апат-çимĕçлĕх 4 класслă тулă (клейк. 18-20:) 5700      5181,82

5 класслă тулă (клейк. 15-17:)                          5350      4863,64

Класлă мар тулă (фураж)                                 5200      4727,27

Урпа                                                                 5000      4545,45

Сĕлĕ                                                                 4500      4090,91

Апат-çимĕçлĕх А ушкăнри ыраш                     5300      4818,18

Б ушкăнри ыраш                                               5000      4545,45

 

Тивĕçтерÿ хакĕсем (1 тоннăшăн, тенкĕпе):

                                                       

                                                      ял хуçалăхĕсем   ыттисем

                                                         валли                 валли

Типĕтесси                   тн:                    90                     100

тасатасси                    тн:                   30                       35

йышăнасси                  тонна               75                       90

тиесе ăсатасси            тонна               95                     110

пĕр уйăхри управ         тн.уйăх             90                     100

транспорпа тивĕçтересси км

7,5-10 тонна                      км               20                       22

10-13 тонна                       км               22                       24

Лабораторири уйрăм анализ 1анализ  300                     300

Лабораторири тулли анализ  1проба   500                     500

 

 

 

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
02 августа 2008
00:00
Поделиться
;