Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

«Условник» операци иртет

Уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен Федераллă службăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ Чăваш енри Шалти ĕçсен Министерствипе пĕрле районсенче «Условник» оперативлă профилактика мероприятине йĕркелесе ирттересси йăлана кĕчĕ.

Унăн тĕллевĕсем анлă, çавна май, ку тапхăрта чылай ĕç пурнăçланать. Чи малтанах - судпа айăпланнă çула çитмен çамрăксене пурăннă вырăнта тĕрĕслесси, вĕсем хăйсене мĕнле тытнине, суд палăртнă хушусене пурнăçланине тишкересси. Иккĕмĕшĕнчен - çамрăксем хутшăннипе пулакан  преступленисене тата вĕсем йĕркене пăсассине асăрхаттарасси, киревсĕр ĕçсем тума хĕтĕртекен сăлтавсене пĕтересси. Çавăн пекех учетра тăракансемпе уйрăммăн профилактика ĕçне ирттерессине, уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен управленипе шалти ĕçсен министерствин подразделенийĕсем пĕлтерĕшлĕ информаципе ылмашăнасси те - тĕп тĕллевсен шутне кĕреççĕ.

Кăçалхи февраль тата май уйăхĕсенче «Условник» мероприятин икĕ этапĕ иртрĕç. Çак тапхăрта уголовлă ĕçсене пурнăçланине йĕркелекен районти инспекцийĕ, шалти ĕçсен районти пайĕ тата район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасемпе тимлекен комиссийĕ пĕрле 6 рейд йĕркеленĕ, çав шутра иккĕшне - каçхи вăхăтра. Çапла майпа административлă правăна пăснипе çыхăннă 3 тĕслĕх тупса палăртнă.

Условнăй майпа айăпланнă икĕ çамрăк айăплав вăхăтĕнче пурăçламалли условисене пăснăшăн, инспекци вĕсене ирĕкрен хăтарма ыйтса, ĕçĕсене суда представленисем янă. Суд инспекци ыйтăвне тивĕçтернĕ, çул çитмен пресупниксене йĕплĕ карта леш енне ăсатнă.

Сăмах май, август уйăхĕнче «Условник» мероприятин 3-мĕш этапĕ иртет.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
02 августа 2008
00:00
Поделиться
;