Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сăмах вăйĕ

Час-часах эпир нумай кирлĕ мар сăмахсем калатпăр. Чĕлхе пирĕншĕн юлташ мар, тăшман пулса тăрать. Тепĕр чух вара сăмах хушиччен шăп пулни чылай усăллăрах.

Сăлтавпа е сăлтавсăрах çакăн евĕрлĕ сăмахсем калатпăр: «Манăн пачах та укçа çук вĕт-ха», «ывăннипе ураран ура иртмест», «пуç ыратать», «тарăхтарсах çитерчĕç туссем» тата ытти, тата ытти те. Чăнах та, укçа сахалланса пырать, лайăх кăмăл-туйăм, сывлăх, юлташсем таçта кайса çухалаççĕ.

Çак «сиенлĕ» сăмахсене каласа эпир хамăрах япăх тăватпăр. Ăс-тăн эпир мĕн каланине пĕтĕмпех итлет. Вăл пирĕншĕн хăшĕ япăх, хăшĕ лайăх пулнине пĕлмест. «Хушнă» япалана çеç пурнăçлать.

Эпир каланă сăмахсем ниçта та çухалмаççĕ. Вĕсем сывлăшрах çÿреççĕ. Тĕрлĕрен витĕм кÿме пултараççĕ çынна. «Ăшă сăмах ăшăтать, сивĕ сăмах сивĕтет», - тенĕ ваттисем. Сăмах мĕн тери хăватлă  пулнине ăнланнă пирĕн асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем.

«Сăмахсен хăвачĕ - чи пысăк пултарулăхсенчен пĕри. Сăмахсене хăвăра хирĕç калама пăрахăр», - тенĕ хăйĕн лекцийĕсенчен пĕринче Джозеф Мэрфи тухтăр.

Чăн та, сăмахсем питĕ пысăк витĕм кÿреççĕ. Ачана мĕн пĕчĕкрен: «Маттур! Сан пĕтĕмпех пулать. Малашне те çапла хастар пул», - тесе çитĕнтерсен пепке хăйĕн вăйне шанакан, йывăрлăхсенчен хăрами пулать. Яланах: «Сысна!» - тесессĕн вара этем хăй сысна пулнине ĕненме пуçлать мар-и;

Сăмахпа вырăнлă тата пĕлсе усă курмалла. Ырă, çепĕççĕн каланă сăмах чирлĕ çынна та ура çине тăратать. Тарăхса кăшкăрнă тата ылхан сăмахĕсем теприне çитеççех тесе ĕнентереççĕ ваттисем. Çавăнпа тавлашу-харкашусенчен пăрăнса утма тăрăшмалла. Кирек мĕнле ыйтăва вĕриленмесĕр татса панине нимĕн те çитмест.

Пĕрре шутламасăр каланă сăмах вара вилĕм патне те илсе çитерет. Сивĕ сăмаха çывăх çынсенчен илтни уйрăмах кÿрентерет. Чĕрене манăçми кĕрсе ларать.

Килти, ĕçри лару-тăрăва лайăхлатас тесе эрне хушши хăв мĕнле калаçнине сăна. Лайăххи çинчен çеç пупле. Никама та ан критикле. Тата чи пĕлтерĕшли - хăвăн çинчен япăх ан калаç. «Ой, мĕнле ухмах-çке эпĕ, тăм пуç», «лайăхрах тăвасшăнччĕ, яланхи пек пулса тухрĕ» евĕрлĕ сăмах çаврăнăшĕсене манса кай. «Яланах эпĕ кая юлса килетĕп» тесе калас вырăнне «каçарăр, хăвăртрах çитеймерĕм» тейĕр. Вăхăт çитмест, ĕçĕ темĕн чухлĕ пулсан ан тарăхăр, ан туллашăр. «Часах лăпланăп та пĕтĕмпех тăвăп», - тесе калăр хăвăра. Тепĕр эрнерен улшăнусене хăвăрах туйса илетĕр. Кăмăл-туйăм лайăхланать, пур ĕçе те тума ĕлкĕретĕр, çынсем те сирĕн паталла туртăнма пуçлĕç. Эсир хĕвел пек çиçетĕр. Хĕвеле вара пурте юратаççĕ. Çапла  мар-и;

Сăмах мĕн тери хăватлă пулнине ваттисем ĕлĕкех чухланă. Кăна чÿксемпе вĕрÿ-суру сăмахлăхĕнче курма пултаратпăр эпир. Авалхи çынсем çутçанталăк инкекĕсене, хăратса тăракан синкерле сăмахпа сирсе яма пулать тенĕ. Тĕрĕссипе, вăл вăхăтри этем урăх ниме те, никама та шанма пултарайман. Асар-писер çанталăк пуçлансан, ал-урана ыраттарсан, килте, ял-йышра инкек-синкек сиксе тухсан* тыр-пул, пахча-çимĕç ÿстернĕ чух тата ытти сăлтавпа ăрăмланă вĕсем.

XXI ĕмĕрте - техника аталанăвĕн вăхăтĕнче - телевизорпа, радиопа час-часах тĕнчере пулса иртекен хăрушă хыпарсене илтетпĕр. Унта вăрçă пуçланнă, кунта самолет персе аннă, тепĕр çĕртре çĕршывĕпе шыранă вăрă-хураха тытнă, тăваттăмĕшĕнче - терракт... Çак информацие хăйне май йышăнать пирĕн организм. Чуна çÿçентерекен, çÿç-пуçа вирелле тăратакан хыпарсем савăнăç туйăмĕсене пусараççĕ. Апла пулсассăн, сăлтав тупса кунашкал пулăмсене сÿтсе явассинчен пăрăнма  тăрăш. Ăс-тăн палăртать: «Аха! Чипер каччă - 5 балл. Çул çинчи авари - 10 балл». Иккĕленÿ çук, тепрехинче вăл каллех иккĕмĕш вариант евĕрлине суйласа илĕ. Ку ăна ытларах пăлхантарать-çке.

Паллах, ниçта та тараймастăн чăн пурнăçран. Хăвăнтан пушшех те. Анчах сăмахсен сиенлĕ витĕмĕнчен хÿтĕленме май пур. Çакă пирĕн пурнăçа, сывлăха тăсать.

Сăмах хăватлă. Туйса çеç илмелле çакна пирĕн.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 августа 2008
00:00
Поделиться
;