Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăвалла пулсан та малаллах...

Предприяти-организацин аталану çулĕпе пырасси ертÿçĕ-пуçлăх тăрăшулăхĕнчен, ăсталăхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен нумай килет. Ял хуçалăх предприятийĕсен тилхепине тытса пыракансене вара вăй-хăват икĕ-виç хут ытларах кирлĕ пулĕ. Вĕсен йăх-несĕлĕмĕрсен чи юратнă та пархатарлă ĕçне - тыр-пул акса çитĕнтерессине - пурнăçламалла-çке. Чи кирлĕ пахалăхсем - çĕр-аннемĕре хисеплени, унăн пуянлăхне упрассишĕн пĕтĕм вăйран тăрăшни - ертÿçĕшĕн тĕп вырăнта пулмасан вăл хуçалăха малалла туртма мехел çитереймĕ.

Вунă çул каялла «Звезда» колхоз арканни ял çыннисене халĕ те хытах пăшăрхантарать. Ара хуçалăх районта яланах малтисен йышĕнче пулнă-çке. Выльăх-чĕрлĕхпе ÿсен-тăран отраслĕсенче тупăшлă ĕçленĕ. Колхоз панкрута тухнă хыççăн хăш-пĕр «ăслă» çынсем хуралтăсене унтан-кунтан пăскаласа кил-тĕрĕшре мунча-вите те çĕкленĕ иккен. Паллах, вĕсем - хура тар тăкса курман, янттине хапсăнакан çынсем. «Звезда» колхоз арканнă хыççăн ытти хуçалăхсем йĕркеленме пăхнă. Анчах паянхи кун «Луч» кооператив кăна тухăçлă ĕçлет. Унăн тилхепине Вячеслав Николаевич Ижелеев çирĕп тытса пырать. Çĕр çинче тăрăшаканăн ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Йывăрлăхĕ темĕн чухлех.

- Малтанласа ертÿçĕ ĕçне пăрахасси пирки те шухăшланăччĕ. Анчах та мăн асаттесем умĕнче хам тивĕçе туятăп. Хевте пĕтмен-ха. Апла малалла талпăнмаллах, - терĕ Вячеслав Николаевич.

Ял хуçалăхĕ - район экономикин тĕп никĕсĕ. В.Ижелеев малтан 800 пуç ĕне выльăх тытнă витене çĕнетсе улăштарса унта сыснасем  ĕрчетме тĕллев лартнă. Ĕçĕ курăмлă. 1500 пуç сысна вырнаçмалли фермăн тăррине йăлтах çĕнĕрен витнĕ, кантăксене лартнă, выльăхсем валли ятарлă вырăнсем туса хатĕрленĕ, навус кăларма транспортер вырнаçтарнă тата ыттисем те. Кунта ĕçлекенсенчен ытларахăшĕ - çамрăксем. Вĕсем - Çĕн Сăрьел, Кĕмĕл Ямаш тăрăхĕсенчен. Кооперативра шалу тивĕçлĕ тÿленĕрен яш-кĕрĕм аякра пилĕк авиччен тăван енче вăй хума кăмăллать. Каччăсем хальхи вăхăтра фермăра хĕрсех канализаци тăваççĕ. Пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ тата пысăк. Вячеслав Николаевич каланă тăрăх, выльăхсене апат парассине, шăварассине механизацилемелле. Сыснасем валли комбикорм хатĕрлеме цех уçмалла, фермăпа юнашарах ангар çĕклемелле... Ертÿçĕ сысна ĕрчетессипе тимлени хуçалăх енчĕкне хулăмлатмалли тĕп çăл куçсенчен пĕри тет. Анчах та хăш-пĕрисем В.Ижелеева çак ĕçе пуçăннăшăн пачах та ырламан. Вĕсен шухăшĕпе мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх усрани тупăш ытларах кÿрет имĕш. Вячеслав Николаевичăн сĕнÿ-канаш паракансене хирĕçлеме тивнĕ, мĕншĕн тесен ĕне выльăх ĕрчетес пулсан техникăна сахалтан та тепĕр 10 миллионлăх туянмалла. Акă выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайн кăна 3,5 миллиона яхăн тăрать. Хальлĕхе ăна туянма кооператив вăй çитерейместь-ха. Юлашки икĕ çулта машинăпа трактор паркне 3,2 миллион тенкĕлĕх пуянлатнă. Лизинг мелĕпе, кредитпа илнĕ техникăшăн та татăлмалла. В.Ижелеев кооперативра ăнăçлă аталантармалли çул-йĕр тĕллевлĕн шырать, пурнăç таппипе тан пырать. Акă «АПК  аталанăвĕ» наци проектне хутшăнса сысна ĕрчетес енĕпе бизнес-план хатĕрленĕшĕн «Луч» кооператива  «Россельхозбанкăн» районти уйрăмĕ, 5 миллион тенкĕлĕх çăмăлăхлă кредит уйăрса панă.

Паянхи кун тĕлне кооперативра 200 пуç сысна. Фермăна кăçалах хута ярсан выльăхсене унта куçарĕç.

Фермăра кăна мар, хуçалăхăн уй-хирĕнче те хĕрÿ ĕç пырать. Владимир Даниловпа Геннадий Сергеев комбайнерсем хăйсен пулăшаканĕсемпе пĕрле тыр-пула çухатусăр тата кĕске вăхăтра пуçтарса кĕртме мĕн пур вăйран тăрăшаççĕ. Вĕсен пĕрчĕллĕ культурăсене 250 гектар çинчен çапса тĕшĕлемелле. Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне ĕç кăтартăвĕ - 85 гектар. Урпан тухăçĕ савăнтарать. Кашни гектар пуçне вăтамран 35 центнер тухать, уйрăм лаптăксенче 40 центнера çитет. «Иртнĕ çул тырă тухăçĕ 15 центнер кăна пулнă. Çĕр пулăхне ÿстерессипе тĕллевлĕ ĕçлени паха «çимĕç» парать, - кăмăллăн пĕлтерчĕ В.Ижелеев.

Çĕр - хаклă пурлăх. Кооператив пушă выртакан çĕрсене çаврăнăша кĕртсе пырать. Кăçал çĕртме сухи пĕлтĕрхинчен 40 гектар ытларах тунă. Хуçалăхра пулас тыр-пул никĕсне хывса хăварма хатĕр. Агротехникăна пăхăнса кĕрхи  культурăсене чи лайăх вăхăтра акĕç.

«Лучри» ĕç коллективĕ 15 çынран тăрать. Сезон вăхăтĕнче кооперативра тăрăшакансен шучĕ икĕ хут ÿсет. Йыш пысăках мар пулсан та пурте пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕ пулни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Ял çыннисем хуçалăх çĕклеме вăй çитернине курса ĕç енне ытларах туртăнаççĕ, пуласлăх çутă пуласса шанаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 августа 2008
00:00
Поделиться
;