Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван çĕр-аннемĕр туртăмĕ

Пĕвĕпе çуллĕ çынах мар пулин те сарлака хулпуçиллĕ, тĕреклĕ патвар вăл, каснă-лартнă авалхи чăваш юманĕ. Çил-тăвăл ухăрса тухать-и, шартлама хĕл сивви шатăртаттарать-и е çуллахи шăрăх çунтарать-и - нимле йывăрлăха та парăнмасть çав кĕреш юман. Мĕншĕн тесен тăван çĕр-аннемĕр хăрса ларса пăлтăр-палтăр тÿнсе кайма памасть ăна, чăтăмлăх, вăй-хăват, сĕткен парнелет.

Василий Николаевич Яковлевăн та инкек çине синкек тупăнсах пычĕ. Малтан амăшĕ - Ульяна Яковлевна - ăнсăртран пÿкле вилĕмпе çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ, унтан пиччĕшĕ - Александр Николаевич - пенсие тухнă-тухман вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, юлашкинчен, авă, авланма та ĕлкĕреймен ывăлĕн, Яшăн, кун-çулĕ сарăмсăр татăлчĕ. Çапах та Василий Николаевича йывăр хуйхă-суйхă парăнтараймарĕ. Тĕллĕн-тĕллĕн кăвак çÿç пĕрчисем курăнкалама пуçларĕç пулсан та пуçа усмарĕ вăл, яланах халăхпа, ял-йышпа пĕрле пулни çунакан чун-чĕрине лăплантарма пулăшрĕ. Тăван килте стенасем те хута кĕреççĕ, тесе ахальтен каламан пулĕ çав.

Чĕрĕк ĕмĕр ытла Казахстанри Караганда облаçĕнчи «Долинская» шахтăра çĕр кăмрăк кăларнă В.Яковлев. Çĕрпелти вăтам шкулта сакăр çул пĕтернĕ хыççăнах вăл юлташĕсемпе кунта тухса килнĕ. Тепĕр çулталăкран, профтехучилище пĕтернĕскер, шахтер ĕçне кÿлĕннĕ.

- 365 метр тарăнăшĕнче вăй хураттăмăр, - аса илет вăл. - Кокс текен чи паха çĕр кăмрăк сийĕ 65-70 сантиметр хулăнăш кăначчĕ. Хăш-пĕр вырăнсенче çеç вăл унран та ытларахчĕ. Шăпах çав кокса ката-ката пырать те ĕнтĕ комбайн. Çÿле «на гора» кăларнă хыççăн çĕр кăмрăкне горнообогатильнăй фабрикăна ăсатаççĕ, унта кирлĕ калибровкăна лартаççĕ.

Каланине илтнипех манăн - ĕмĕрне те шахтăна анса курман çыннăн - çан-çурăм çÿçенет, чун сÿлет. Ара, куçпа курсах чипер тăнпа-пуçпа харпăр хăй ирĕкĕпе çĕр тĕпне чăмасси, сехечĕ-сехечĕпе унта ĕçлесси калама кăна ансат çав. Çитменнине, пĕр эрне те мар, уйăхĕ-уйăхĕпе, çултан-çул...

Хурăнсур Çармăс каччи Василий Яковлев йывăрлăхсенчен хăраса тăман, ытти шахтерсене яланах ырă тĕслĕх кăтартнă. Пĕр хутчен кăна мар хаклă парнесемпе палăртнă унăн ĕçне-хĕлне, мораль тĕлĕшĕнчен хавхалантарнă. «Шахтерская слава» медальсен 3 степенĕпе те наградăланă ăна, «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ шахтерĕ» хисеплĕ ята панă. Ку чыса тивĕçни пирĕн ялтан тепĕр шахтĕр кăна: Петр Владимирович Афанасьев - маларах асăннă хисеп паллисен тулли кавалерĕ.

- Шăпах Сталин вăхăтĕнче «Карлаг» пулнă вырăнтаччĕ пирĕн шахта, - калаçăва малалла тăсать Василий Николаевич, - Тĕпрен илсен унта интеллигентсене пуç янă. Пĕрле ĕçленĕ ватă шахтерсем каланă тăрăх, хайхи «Валенки» юрра шăрантаракан пĕтĕм халăх юратнă Лидия Русланова артистка çав лагерьте пулнă.

Çирĕм пилĕк çул шахтăра ĕçленĕ хыççăн В.Яковлев пенсие тухать. Хăй çуралса ÿснĕ чăваш ялне - Хурăнсур Çармăса туртать ăна канăçсăр чун-чĕри. «Суверенитетсен парадне» пула казахсем ютран килнисем çине сивĕ куçпа чалăшшăн пăхни яла таврăнас шухăша пушшех çирĕплетет. Лаштра йăмрасем айне пытаннă урамсем, магазина хирĕç вырнаçнă тăван кил-çурчĕ, пĕрле выляса ÿснĕ тус-тантăшĕ - пурте аса килеççĕ ĕнер çеç пенсие тухнă шахтера. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те вĕсем пĕр ялтан. Çавăнпа каллĕ-маллĕ шутласа пуçа ватмасăрах Яковлевсем тăван яла таврăнаççĕ.

Амăшĕпе пиччĕшĕ колхозра ятлă-сумлă ĕçчен çынсем пулнине лайăх пĕлнĕрен Василий Николаевича та «Хорнзор» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Федор Григорьевич Кузьмин хаваспах кĕтсе илет, ăна яваплă ĕçсем шанса парать. Ĕнерхи шахтер пĕрлешÿллĕ хуçалăхра та хастарлăх кăтартать. Вунтăваттăмĕш çул çанă тавăрсах вăй хурать вăл кунта. Колхоз выльăх-чĕрлĕхĕ валли çеç мар, халăх валли те арманта  çăнăх авăртать. Çĕрулми кăларнă вăхăтра çÿлленех грузчикра тимлет. Ана çинчен пуçтарса илнĕ паха çимĕçе вакунсем çине тиесе хăвăртрах клиентсем патне çитерессишĕн ырми-канми тăрăшать. Ĕçре пуринпе те вашават вăл, пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Тăрăшулăхĕпе сăпайлăхне кура ăна пĕтĕм ял-йыш хисеплет.

Килĕнче те Василий Николаевич ахаль лармасть. Юр кайнă-кайманах пахчине çÿп-çапран тасатаь, вăхăтра çĕрне сухаласа тĕрлĕрен культурăсем акса-лартса хăварать. Çÿлленех тухăçлă пахча-çимĕç çитĕнтерет. Кил-çуртне юсаса тирпей-илем кĕртессишĕн те сахал мар вăй хурать. Кăçал та кухньăна кĕртнĕ газ кăмакипе пăрăхĕсене улăштарчĕ, пÿрт никĕсне кирпĕчпе купаларĕ, хапхипе карти-хурине çĕнетрĕ. Пурнăçĕ ăнса пынă май хавхалансах ĕçлет.

Мăшăрĕ те Галина Андреевна хăй пекех çивĕч. Кăçал аллă пилĕк  çул тултарчĕ, пенсие тухрĕ. Ку таранчченех сĕт-çу ферминче дояркăра вăй хучĕ. Яковлевсен Татьяна ятлă хĕрĕ Мускаври пĕр фирмăра ĕçлет. Улттăмĕш класра вĕренекен Виталийпе виççĕмĕш класри Вячеслав каникул вăхăтĕнче кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнчех çу каçаççĕ. Кил хуçипе мăшăрĕ юратнă мăнукĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ.

Василий Николаевич тепĕр çултан утмăл тултарать. Ленинла Комсомол кунĕнче - октябрĕн 29-мĕшĕнче çуралнă вăл. Çакăншăн чăннипех савăнать. Ара, комсомол воспитанникĕ пулнă вĕт, шахтăра та комсомолецсемпе çамрăксен бригадине ертсе пынă.

«Çамрăксен таçта та çул яр уçă, ваттисен таçта та чыс-хисеп», - тесе мăнаçлăн çĕкленÿллĕн юрлатчĕ пирĕн ăру хамăр çамрăк чухне. Халĕ ку юрра илтес тесен те илтме çук. Самана тепĕр майлă çаврăнса ÿкрĕ те укçа-тенкĕсĕр халĕ ялтан та тухаймастăн. Ваттисене хисеплени те курăнсах каймасть. Ют çĕрти пурнăç аякран пăхма çăтмахри пек ырă пулсан та вăл тăван килтине, атте-анне килĕнчине ĕмĕрне те çитес çук. Курманнин курас килнĕ, курнин - тарас килнĕ, теççĕ. Демократсем  тем тĕрлĕ каçса кайсах мухтанă Анăçран та, авă, каялла хамăр пата тарса килекенсем йышланса пыраççĕ. Мĕн пĕчĕкрен хамăра пăхса ÿстернĕ çĕртен-шывран хаклине тĕнчере те урăх шыраса тупаймăн. Ĕмĕрне те асран тухми ачалăхри чи çутă, телейлĕ самантсем шăпах тăван ялпа çыхăннă. Çавăнпа тăван çĕр-аннемĕр туртăмĕ ман шутпа, чи хăватлă, сăваплă туртăм. Хăш кăкран-йăхран ху тухнине манса кайма памасть вăл, сана çапкаланчăк тĕнче йыттине кăлармасть.

Леонид Михайлович Федоров та шахтăра ĕçлесе пенсие тухнă хыççăн тăван ялнех таврăнчĕ. Казахстанра хăйхи Караганда облаçĕнче ют халăх хушшинче пурăнасси ăна та килĕшсех кайман курăнать. Казахсем çинчен вăл ырăпа асăнмасть. Чăваш ен, ашшĕ-амăшĕн кил-çурчĕ уншăн темрен те пахарах. Таврăннăранпа чылай çул иртнĕ пулин те пĕрле ĕçленĕ шахтерсене ниепле манса каймасть. Хăрушлăх техники çине кирлĕ пек пăхманнине пула юлашки çулсенче пĕр шахтăра та тепринче хăрушă катастрофăсенче çынсен пурнăçĕ татăлать. Çакă Леонид Михайлович чĕрине те ыраттарать. Донбасри Засядько ячĕпе хисепленекен шахтăра çине-çинех çавнашкал инкексем  пулнишĕн вăл мĕнле пăшăрханнине эпĕ хам куçпа курнă.

Пенсие тухнă хыççăн яла таврăннă шахтерсен йышĕнче Юрий Иванович Плеханова та курма пулать. Обществăлла ĕçсене акивлă хутшăнать вăл, колхозри ветерансен советне ертсе пырать. Ватăсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатассишĕн, вĕсен тивĕçлĕ канăвне уявсенче кирлĕ пек йĕркелессишĕн чунне парать.

Тепĕр чухне пурнăçра ху пачах кĕтмен-туман çĕртен тем тĕрлĕ тĕлĕнтермĕш те сиксе тухать. Пĕр урамрах ÿссе çитĕнтĕмĕр пулин те Иван Захарович Захарова хам куçпа курманни çур ĕмĕр ытла. Çитмĕл урлă каçнă ĕнтĕ вăл, Донбасри пĕр шахтăра сăрт-ту инженерĕнче ĕçлесе пенсие тухнă. Аппăшĕ Ольга Захаровна хăйĕн çемйипе ялтах пурăнать. Нумай пулмасть йыснăшĕпе Аркадий Арсентьевич Михайловпа курса калаçма тÿр килчĕ.

- Пирĕн Ванька пурăнма Вăрнара килет, унта хваттер туяннă, - терĕ вăл мана пултăрĕ пирки.

Тĕлĕнсех кайрăм, ĕмĕр тăршшипех таçта аякра пурăннă çынна та ватлăхра тăван çĕр-аннемĕр хăй патне туртать иккен. Мĕнле асамлă  çутă туртăм!

Пĕччен пурăнакан карчăк-кĕрчĕке тепĕр чухне аякра ырлăх тупнă ывăлĕ-хĕрĕ хăй патне илсе кайса усрасшăн. Унашкал киле-çурта пăрахса ялтан тухса каякансем хушшинче пархатар куракансем çукпа пĕрех. Анчах та тăван ялтан тухса кайма чарса тăракан тĕп сăлтав вăл харпăр хăй тарĕпе тунă киле-çурта пурнăçа пăрахса хăварма йывăрри. Тăван ялта чи вăйсăр хавшак ватă мучи-кинемей те  этем шутĕнче. Кам та пулин сан хута  кĕретех, йывăр самантра пулăшу аллине тăсатех. Таçта аякра хулара курман-илтмен çĕрте, никама палламан халăх хушшинче ял çынни хăйăр пĕрчи пек çухалса каять. Укçа-тенкĕшĕн антăхса этем нĕрне çухатнă çынсем йышланса кайни те чăннипех шухăшлаттарать, ача хыççăн ялтан тухса каясран чарса тăрать.



"Çĕнтерÿ çуле"
16 августа 2008
00:00
Поделиться
;