Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çур çулхи кăтартусем япăх мар

Депутатсен районти Пухăвĕн иртнĕ эрнекунхи ларăвне пĕтĕмпе вунă ыйту кĕртнĕ. Вĕсемпе район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе заместителĕсем, ытти организацисен ертÿçисем паллаштарнă.

Чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри - районăн çур çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетни. Ÿсĕмсем пур. ПромышленноÇ продукцийĕ туса кăларассин тата тивĕçтерÿ ĕçĕсем пурнăçлассин калăпăшĕ акă 3178 миллион тенкĕпе танлашнă е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 31,8 процент пысăкрах. Шел, икĕ промышленноç комплексĕн - Вăрнарти йывăç комбиначĕн тата хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн - производство кăтартăвĕсем чакнă, ÿсĕм 52,6  тата 75,6 процент кăна. Хими промышленноçĕн продукцийĕ яланхиллех чи пысăкки - 90 процент ытла.

Ял хуÇалăх таварĕсен производстви 103,2 процента çитнĕ (289,3 миллион тенкĕ). Сĕт туса илесси (111,7:) тата суса илесси (108:) ÿснĕ пулсан аш-какай хатĕрлесси чакнă - 94,3 процент. Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ пĕтĕмĕшле чакман. Уйрăмшар тĕспе илсен сыснасен йышĕ пĕчĕкленнĕ (12637:11167), пăрусемпе çурасене пĕлтĕрхи чухлĕ илеймен.

Аш-какай тата сĕт туса илессипе 12 предприятире уйрăмах ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Ултă уйăхра 35,5 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. Ĕç çыннисен вăтам шалăвĕ 4766 тенке çитнĕ. Уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарма çăмăллăхлă 253 кредит (39 миллион тенкĕлĕх) уйăрнă.

Потребительсен рынокĔ ваккăн суту-илÿ тăвассин тата обществăлла аталану çаврăнăшĕн ÿсĕмне сыхласа хăварма пултарнă. Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 366,8 миллион тенкĕпе танлашнă, вăл шутран 95,2 миллон тени - Вăрнар тата Калинино райповĕсен ĕçĕ-хĕлĕ.

Паянхи куна суту-илÿ точкисем районта 232, обществăлла аталану точкисем 40. Ку сферăсенче пĕтĕмпе 525 çын ĕçлет. Продукци туса кăларассине тата тивĕçтерÿ ĕçĕсене пахалăхлă пурнăçланипе, ассортимента ÿстерсе пынипе пĕрлех тĕрлĕ шайри бюджетсене укçа-тенкĕ хывасси те лайăхланнă.

Уйрăм предпринимательсем (2055 çын) акă район бюджетне 9,4 миллион текнĕ хывнă, ку вăл пĕтĕмĕшле килекен налуксен 20 проценчĕ.

Капиталлă строительствăра уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ. Кăçалхи çур çулта мĕн пур шайри укçа-тенкĕпе усă курса 6622 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр çĕкленĕ.

«Пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çамрăк çемьесен, çамрăк специалистсен, ялта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли программăсемпе килĕшÿллĕн федераллă бюджнтра 3100 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 7688 пин тенкĕ, район бюджетĕнчен 3158,4 пин тенкĕ уйăрнă.

Президент программине пурнăçласа ултă уйăхра 9,07 километр çул хывнă, 3,7 километр юсанă. Планпа кăçал 16 çĕнĕ çул - пĕтĕмпе 29,17 километр - хута ямалла.

Пĕрремĕш çур çулта вырăнти бюджета харпăр хăй тупăшне 49456,2 пин тенкĕ хывнă, ку - çулталăкри планăн 48,3 проценчĕ. Пĕтĕмĕшле республика бюджетĕнчен килнĕ тавăрса памалла мар укçа-тенкĕне шута илсе муниципаллă бюджетăн тупăш пайне 167365,6 пин тенкĕлĕх тултарнă.

Ял поселенийĕсен бюджечĕсем налукран тата налукран мар илнĕ тупăшĕ 10258,6 пин тенкĕпе танлашнă.

Çур çулта мĕн пур шайри бюджетсене налуксемпе тÿлевсем 163759 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Муниципаллă бюджетăн расхут пайĕнчен 150325,9 пин тенкипе усă курнă. Социаллă-культура мероприятийĕсене ирттерме 10172,2 пин тенкĕ уйăрнă.

Асăннă тапхăрта районта 182 ача çуралнă. Пурнăçран 374-ăн уйрăлнă. 89 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 50 çемье арканнă.

Районĕпе илсен вăтам ĕç укçи 8279,7 тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм строительство, хими,  электроэнерги, газ тата шыв производствисен сферинче ĕçлекенсен пулнă.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Чăваш ен нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама федераци бюджетĕнчен пĕчĕк мар укçа уйăрса илме пултарчĕ. Программăна пурнăçа кĕртсе районти çурт-йĕр фондĕнче те юсав ĕçĕсем анлă пыраççĕ, яваплă организацисем çурт тăррисене юсассипе, ăшă тата каналзаци системисене çĕнетессипе тăрăшаççĕ. Чылай çуртра ку ĕçсене вĕçленнĕ те ĕнтĕ. Планпа пăхнă 18 çуртран 11-шĕнче çурт тăррисене юсанă, тĕтĕм çулĕсене тата вентиляци каналĕсене 62-рен 50-шне йĕркене кĕртнĕ. Лару-тăрупа райадминистрацин капиталлă строительство пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ильин паллаштарнă.

Депутатсем ларура çавăн пекех резерв фончĕн укçи-тенкипе епле усă курнине те пăхса тухнă, районăн «208-2011 çулсенчи тапхăрта ар çыхăнăвĕсем урлă куçакан чирсене асăрхаттарассипе çыхăннă мерăсем», «2008-2011 çулсенчи тапхăрта Вăрнар районĕнче пĕчĕк предпринимательствăна аталантарассине хавхалантарасси» тĕллевлĕ программăсене, муниципаллă унитарлă предприятисен тата учрежденисен куçакан пурлăхсене сутмалли йĕркен Положенине тата поселенисем хушшинче тĕп библиотекăн хушма тивĕçтерÿ ĕçĕсен хакĕсене çирĕплетнĕ, ытти ыйтусене пăхса тухнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 августа 2008
00:00
Поделиться
;