Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç шавĕ татăлмасть

Районĕпе илсен тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 7610 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ. Ку вăл планпа палăртнин 54,3 проценчĕ.

Вырма ĕçĕсем аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Агрохмель», «Санары», «Родник» агрофирмăсенче, «Победа», «Янгорчино», «Хорнзор», Карл Маркс ячĕллĕ, «Луч», «Броневик» кооперативсенче те кал-кал пырать.

Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче вăй хуракансен кăçал 4401 гектар çинчен пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Хальхи вăхăтра вĕсене пÿлмесене васкавлăн хывассипе уй-хир карапĕсем çиччĕн тăрăшаççĕ. Хăватлă «Полесье» комбайнăн штурвалне Николай Тихонов çирĕп тытса пырать.

Хуçалăхра çĕр пулăхне лайăхлатассипе тĕллевлĕ тимленĕрен вырса илнĕ лаптăксенче тулăпа урпа та 32-шер центнер  тухаççĕ. Водительсем çапса тĕшĕленĕ пĕрчĕллĕ культурăсене тырă типĕтмелли комплекса вăхăтра турттарса тăраççĕ. Чи хастар, сатур ĕçлекенсенчен пĕри - Николай Егоров. Вăл хурçă утпа çÿреме 17 çултах пуçăннă. Руль умĕнче - 40 çул. Аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕн заместителĕ Н.Аливанов пĕлтернĕ тăрăх, куллен 500 тонна тырра пÿлмесене хываççĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсем кĕр аки ирттерме 5400 гектар çĕр хатĕрленĕ. Юлнă - 669 гектар. Кĕр тыррисене ыттисенчен ытларах акма палăртнă предприятисем аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ (ĕç кăтартăвĕ - 2000 гектар) «Родникпа» «Агрохмель» (400 гектар), «Санары» (369), «Знамя» (350), «Кольцовка» (300), «Янгорчино» (280 гектар).

Кĕрхи çĕртме - пулас тухăç никĕсĕ. Тыр-пул вырса илнĕ хыççăн хуçалăхсем пурĕ 560 гектар çĕр сухаланă.

Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 21000 тонна (124,7 процент) сенаж, 5000 тонна  (65 процент) утă, 6180 тонна (39,5 процент) силос хывнă.

 

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
20 августа 2008
00:00
Поделиться
;