Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кама чуна уçса парас.

Тунсăх... Сансăр питĕ кичем, савнă тусăм... Санăн савăнăçлă сăнару манăн тунсăхлă куçăм умне час-часах тухса тăрать. Канăçа çухатрăм эпĕ эсĕ мăшăрлансассăн. Çук, ку кĕвĕçÿ мар. Сансăр питĕ тунсăх, çавă çеç... Сана юратнине, анчах эсĕ манпа юнашар пулманнине кама каласа чуна уçас; Кама шанса парас чунри туйăмсене.

Тен, кайăксене шанмалла; Çунатлă тусăмсем манăн тунсăха пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарĕç те инçете çитсе сапалĕç ăна. Тен, хура вăрмана ман шанмалла; Вăл манăн хуйхă çинчен шăппăн итлĕ, сутăнчăк пулмĕ, анчах... нимĕнпе те пулăшма пултараймĕ. Чунри хуйхă, тен, хăех иртсе кайĕ.

Чуна уçса аттепеле калаçас - пĕтĕм вăрттăнлăха уçса пама юрать ăна. Ман чунри ыратăвăмшăн, ман йăнăшсемшĕн вăл турра кĕл тăвĕ. Анчах аттеçĕм ыйăхне çухатĕ, çĕрлесерен çывăрма пăрахĕ.

Чунри пăлханăва сана, савнă тусăм, шанса парас пулĕ. Анчах та эс сасартăк тусран тăшман пулса тăрсан, сарăлĕ сăмах ман туйăмсем çинчен сан юлташсемпе тантăшсенчен ытти çынсем патне.

Çук, хам чуна никама та уçса памастăп. Шăла çыртса йĕрес килсен те çынсене хаваслă йăл-кулă парнелетĕп, савăнăçлă куçпа пăхатăп. Темĕнле йывăр пулсан та, чунри тунсăхпа ыратăва эпĕ хамах, хамах çĕнтерме пултаратăп! Анчах та сана, юратнă çыннăма, каялла тавăраймăп...



"Çĕнтерÿ çуле"
20 августа 2008
00:00
Поделиться
;