Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Курск çапăçăвĕн паттăрĕсем

Августăн 23-мĕшĕ çĕршыв историне ĕмĕр манми датăпа кĕрсе юлнă. Çак кун, 1943 çулта, совет çарĕсем Курск  пĕккинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнă.

Хаяр çапăçусем вĕçленнĕренпе 65 çул çитрĕ пулин те, ун ахрăмĕ хăй çинчен аса илтерме пăрахмасть-ха. Вăл савăнăç куççулĕ витĕр çĕр-çĕр совет салтакĕн вилĕмне, вĕсем тăлăх арăмĕсемпе ывăл-хĕрĕсен хÿхлевне куç умне кăларать. Вĕсем манăçмаççĕ, çĕнтерÿпе таврăннисем вара яланах чыс-хисепре.

Историн хăрушă тапхăрне тÿссе ирттернисем - Курск çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннисем паян районта вунулттăн тăрса юлнă. Сакăр теçеткерен иртнĕскерсен, чылăйăшĕн сывлăхĕ хавшак. Çавна пулах ĕнтĕ акă вĕсем иртнĕ эрнекун районти историпе краеведени музейĕ йĕркеленĕ тĕл пулăва та пурте çитеймерĕç. Кивьял Нурăсри Василий Григорьевич Сорокинпа Мăньял Хапăсри  Алексей Максимович Максимовăн вара  аса илмелли, калаçмалли чылай пулчĕ.

Ветерансем музейра пыракан «Çĕнтерÿçĕ салтак» куравпа, унта  вырăн тупнă документаллă экспонатсемпе, сăн ÿкерчĕксемпе паллашрĕç. Музей директорĕ Елена Шарипова хăнасене Курск пĕккинчи çапăçусене çутатакан историлле фильмпа паллашма сĕнчĕ. Çавра сĕтел хушшинчи калаçура ветерансем вăрçă хирне каялла  «таврăнчĕç».

Кивьял Нурăсри Василий Григорьевич Сорокин Курск пĕккинчи çĕнтерÿ мĕнле хакпа туптаннине аван пĕлет. Шăписем синкерлĕ вĕçленмен пулсан, вăл тăнă мотоциклистсен батальонĕнчи сакăрçĕре яхăн салтакран нумайăшĕ çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ пулĕччĕç. Анчах Купянск хули çывăхĕнчи  çар операцийĕнче вăрçă  вучĕ вĕсен татнă. Сывă юлнисене - сакăр салтака - 259-мĕш стрелковăй дивизин 949-мĕш полкне куçарнă. Вăрçă тапăнса киличчен колхозра трактористра тимленĕрен Василий Григорьевича тÿрех механик-водителе вĕренме янă. Шанса панă Т-34 танкпа чылай çапăçăва кĕнĕ. Шел, черетлĕ çапăçу каллех çухатупа вĕçленнĕ. Экипажри пилĕк çынран иккĕн кăна тăрса юлнă. Василий Григорьевича ку хутĕнче те вилĕм тĕкĕнеймен.

Вăрçăн чи тискер енĕсене, чи хăрушă тапхăрĕсене тÿсме тивнĕ чăваш каччине. Анчах Тăван çĕршыв умĕнхи тивĕç, тылри çывăх çынсен хăрушсăрлăхĕ ăна йывăрлăхсене  шăл çыртса чăтма хистенĕ.

-  Çав калпаксене хывмасăр тăхăнса çÿренĕ, - стеллажсем çинчи çар тум хатĕрĕсем çине тĕллесе кăтартать Василий Григорьевич. - Пуç кашлакан, чарăнми кĕрлевре хăлха илтми пулатчĕ...

Курск пĕккинчи çапăçусенче пирĕн çарсем нимĕçсен чи вăйлă 30 дивизине тĕп тунă, вăл шутран 7-шĕ - танк дивизийĕсем.

Кунти вилĕмле çапăçусем хыççăн вăрçă çулĕ Василий Григорьевича Берлина çитиех илсе çитернĕ. Çĕнтерÿ кунне унта кĕтсе илнĕ. Чылай пысăк хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.

Вăрçă тискерлĕхĕ нихăçан та асран тухмасть. Пĕр полкри юлташĕсен çамрăкла вилĕмĕ, ишĕлчĕк хуласемпе кĕлленнĕ ялсем акă ветеран кун-çулĕнче ĕмĕрлĕх йĕр хăварнă.

Тăван тăрăха 1947 çулта кăна таврăннă. Малтанах Калининăри  МТС-ра механикра, кайран мĕн тивĕçлĕ канăва тухса вунă çул иртичченех тăван «Броневик» колхозра вăй хунă. Мăшăрĕпе тăватă ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Шел, пĕр ывăлĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Виçĕ çул каялла юратнă арăмĕ çĕре кĕнĕ. Паян ветерана Вăрнарта, Чулхулара, Сочире, Сĕнтĕрвăрри тата Пăрачкав районĕсенче тĕпленнĕ ачисем вăй-хăват парса пыраççĕ.

Мăньял Хапăсри Алексей Максимович та çар тумне тăхăничченех колхозра тĕрлĕ ĕçсене пурнăçланă. Вăрçă çулĕ унăн 1943 çулта Курск пĕккинче пуçланнă. Унччен вĕсен çарĕ запасра тăнă.

Пирĕн çарсем Гитлерăн Курск, Орел, центрти тата ытти хуласене йышăнса Мускава хĕвелтухăç енчен çавăрса илес тĕллеве пурнăçлама паман. Йывăр çухатусем тÿснĕ пулин те, тăшмана çапса аркатма пултарнах.

Курск хулине нимĕçсен аллинчен хăтарнă хыççăн А.Максимов виççĕмĕш Белоруси фронтне лекнĕ. Разведчик пулнăран вилĕмпе пĕрре мар куçа-куçăн тăнă.

Алексей Максимовичăн Василий Григорьевичăнни пекех кăкăр тулли орден-медаль. Вĕсем ватă çыннăн вăрçăри хастарлăхне çирĕплетекен паллăсем.

Максимовсем икĕ ывăл çуратса аслă çул çине кăларнă. Алексей Максимович кĕçĕннин çемйипе пĕр килте килĕштерсе пурăнать.

Уравăшри Николай Михайлович Запасовăн шăпи те  хăйĕн тантăшĕсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Паянхи ăрушăн вара вăл - патриотизм  тĕслĕхĕ.

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн колхоз ĕçĕсене пурнăçланă. 1937 çулта ят тухсан çар ретне тăнă. Анчах та çамрăк тăван килне тăхăр çултан тин çаврăнса çитессе шутлама та пултарайман. 1939 - 1940 çулсенче Польша тата Фин кампанийĕсене хутшăннă. Аманса госпитальсенче сипленнĕ хыççăн район çар комиссариатĕнче çулталăка яхăн всеобучра ĕçленĕ. 1942-мĕшĕнче рапорт çырса фронта тухса кайнă. И.С.Конев генерал ертсе пыракан Калинино фрончĕн 126-мĕш автотранспорт ротине лекнĕ. 364-мĕш стрелковăй полк йышĕпе взвод командирĕн пулăшуçи Николай Запасов аслă сержант çапăçусене август уйăхĕнчен кĕнĕ.

Мускав çывăхĕнчи çапăçусене, Калинин, Ржев, Орел хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Аманнă.

1943 çулта Н.Ф.Ватунин генерал пуç пулнă Воронеж фронт йышĕпе Курск пĕккинчи юнлă çапăçусене кĕнĕ. Декабрьте пĕрремĕш Украина фрончĕн йышĕнче Корсунь - Шевченко операцие пурнăçлама тытăннă, Румыни чиккине тухнă.

1945 çулхи январьте Н.Запасов тăнă гвардин 14-мĕш механизациленĕ бригадине пĕрремĕш Белорусси фрончĕпе пĕрлештернĕ, К.К.Рокоссовский командованийĕпе Берлина штурмланă.

Николай Михайловичăн кăкăрне паян «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕ, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăланăшăн» медальсем, II степень Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ тата ытти наградăсем илемлетеççĕ. Наградăсем пуххинче çавăн пекех Çар Канашĕн Берлин хулине штурмланă çĕре хутшăннăшăн панă. Хисеп грамоти, Лодзь, Гнезино, Влацлавск тата Берлин хулисене илнĕшĕн тивĕçнĕ Тав хучĕсем те пур.

Вăрçăран таврăнсан Николай Михайлович Утар хĕрĕпе, Ефросинья Михайловнапа, пĕрлешнĕ. «Мир» хуçалăхра ĕçлеме тытăннă. Мăшăрĕ 18 çул пахча-çимĕç бригадин бригадирĕнче тимленĕ. Çемье пуçĕ - шоферта.

1966 çулта ял хуçалăх аталанăвĕн планне тултарнăшăн Николай Запасова Чăваш АССР Верховнăй Канаш Призидиумĕн Хисеп грамотине панă. Хастар ĕçшĕн çавăн пекех вăл ытти чылай наградăна та тивĕçнĕ.

Ефросинья Михайловнапа Николай Михайлович тăватă ывăлпа икĕ хĕр ура çине тăратнă, вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленсе ĕçлеççĕ.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
20 августа 2008
00:00
Поделиться
;