Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тырă вырса пĕтернĕ, кĕр акине тухнă

Вырма - çĕр ĕçченĕшĕн чи яваплă тапхăрсенчен пĕри. Уй-хир ылтăнне пĕр тăкаксăр, пысăк пахалăхпа пуçтарса кĕртсен кĕрхи пÿлмесем тулли пулĕç.

Хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыракансене пысăк чыс та хисеп. Кăçал та «Мураты» кооператив пысăк хастарлăх кăтартать. Районти, республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенчен чи малтан пĕрчĕллĕ культурăсене вырса пĕтернĕ. Водительсем йĕтем хуçалăхне пĕлтĕрхинчен ытларах тырă илсе килнĕ. Тухăç - 31 центнер .

Агротехникăна пăхăнса кооперативра кĕр акине тухнă ĕнтĕ. Тырă кăçал ытларах акма палăртнă.



"Çĕнтерÿ çуле"
20 августа 2008
00:00
Поделиться
;