Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хамăр пурăнакан вырăна юратар

Тирпейлĕх ыйтăвне тăтăш çĕклетпĕр пулин те,  чылайăшĕн ăс-тăнне вăл ниепле те пырса тивмест курăнать. Утма çулсенче, ун хĕррисенче, çурт çывăхĕсенче кĕленчесемпе канфет хучĕсем, чипсы-мăйăр пакечĕсем, ытти ăпăр-тапăр çав-çавах йăванать-ха, унта та кунта санкцилемен çÿп-çап куписем йĕркеленеççĕ, асфальтлă çул айăккисем хыт-хурапа хупланаççĕ...

Кĕçнерникун район администрацийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле ял поселенийĕсем тăрăх ирттернĕ «çул çÿрев» те хăш-пĕр çитменлĕхсене тупса палăртма май пачĕ. Пăртас ялĕнчи çуртсем умĕнчи çум-курăк поселени администрацийĕн территорийĕнче ларакан çÿп-çап миххисенчен,  кăвайт юлашкийĕнчен самаях «çемçерех» курăнать. Автобус чарăнăвĕнче сăра кĕленчисем йăванаççĕ. Çынсем те «хуçа курса çитереймест» тесе çапла нĕрсĕрле хăтланаççĕ-ши; Паллах, çирĕп алă та кирлĕ.

Çав вăхăтрах шкул территорийĕнче ачасем хĕрсех ĕçлеççĕ, çÿп-çап тултарнă ланкашкаллă çула хăйăрпа хуплаççĕ.

Вăрманкасра, уйрăмах Калинино ял поселенийĕнче тирпей-илем кĕртессипе çине тăрса ĕçлени тÿрех сисĕнет. Хăмăш ялĕнче хыт-хура пачах курăнмасть, культура çурчĕ, шкул чечексем ăшне путнă.

Мăн Явăш ял поселенийĕнче кĕçех Çăкаллă Явăшран Чулкаçа каякан çĕнĕ çул уçăлĕ. Ун айăккипе ÿсекен вĕлтрен-хупаха ун тĕлне тĕппипех пĕтерсен аванччĕ...

Район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Александр Ильин çитменлĕхсене пĕтерме ял поселенийĕн пуçлăхĕсемпе яваплă çыннисене çирĕп асăрхаттарчĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2008
00:00
Поделиться
;