Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хуçа хăй çаратма хушать

Ял тăрăх тытăмĕсен кĕреки ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме юрăхсар çĕрсем, çырма çатрасем общество, халăх тупри пулмалла. Унашкал çĕрсем, çырма çатрасем пирĕн Ершепуç ял тăрăх  территорийĕнче те пайтах темелле. Вĕсемпе ялсенче пурăнакансем выльăх-чĕрлĕхе çитерсе, кĕтÿ çÿретсе усă курать. Анчах пирĕн Хура-Çырма ялĕнче пурăнакан Руссков Алексей текенскер, ялти чи харсăр, никама та маххă паман, никама та итлемен, никама та пăхăнман, совеçе пĕлмен çын, çав çырмасемпе юнашарах ял хуçалх культурисем ÿстернине пула унта кĕтÿне уй уçăлмасăр май çуккине пула, усă курса çак çырмасенче гектарĕ-гектарĕне çулса утă туса, хăйĕн килĕнче выльăх-чĕрлĕхсем валли турттарать. Çапла вăл общество, халăхăн пурлăхне тытса илсе обществăна сăтăр-хур кÿрет, тĕрĕссипе каласан куçкĕрет çаратать. Пирĕн Ершепуç тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.И.Музяков Руссков Алексея питĕ хисеплет, вăл кирек мĕн тусан та ăна хÿтĕлет. Çакнашкал хăтланма чарас вырăнне, ăна хăй хушать тата ăна çеç мар, Музяковран мĕншĕн общество пурлăхне çаратма чармастăн тесен, мана та эс те хатĕрле, çулса турттар тесе милици сотрудникĕпе пĕрлех, чарас мар, мана та хăйсемех саратма куçкĕрет хушаççĕ. Тĕлĕнсе каймалла, пыр та калаç вĕсемпе.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2008
00:00
Поделиться
;