Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мал опыта пайлакан семинар

Виçĕмкун районти миллионер-шкулсенче «Шкулсен вĕрентĕвĕ модернизацилес условисенчи çĕнĕлле ĕçĕ-хĕлĕ» ятпа семинарсем иртрĕç. Вĕсене Канаш, Йĕпреç, Тăвай районĕсенчи вĕрентÿ ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Калининăри  вăтам шкулта Тăвай тăрăхĕнчи вĕрентекенсемпе йĕркеленĕ тĕл пулу экскурсирен пуçланчĕ. Презентацинче хăнасем шкулăн кулленхи пурнăçĕпе, вĕрентĕве кĕртнĕ тата кĕртме палăртнă çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Асăннă шкулăн, инноваци çулĕ çине чи малтан тăнăскерĕн, пайламалли паха опыт сахал мар - пĕлÿпе воспитани парас ĕçре те, пурлăх базине пĕлсе усă курнипе те, творчество потенциалне аталантарассипе те...

- Эпир ачана, ăна пур енлĕн аталантарассине малти вырăна лартатпăр, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Татьяна Ефимова директор.

Шкулта проект ĕçĕ-хĕлĕ вăйлă аталаннă. Ачасен вăйĕпе географи пĕлтерĕшлĕ журнал кăларнине пĕлтернĕччĕ. Семинарта вара вырăс чĕлхипе литература тата кĕçĕн классен учительницисем А.А.Максимовапа Р.И.Константинова уроксенче проектпа модуль технологийĕсемпе епле усă курнине кăтартса пачĕç.

Кĕçнерникун районти шкул директорĕсемпе вĕрентекенсем те хирĕçле тĕл пулусене тухса кайрĕç, çÿлерех асăннă районсенчи шкулсемпе ача сачĕсенче пулчĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2008
00:00
Поделиться
;