Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Министр вăрнарсен ĕçĕпе кăмăллă

Социаллă сферăпа производствăн мĕнпур отраслĕнче те ырă улшăнусем пур. Промышленноçри ÿсĕм пĕлтĕрхи ку вăхăтчен 41 процент пысăкрах, ял хуçалăхĕнче - 3,2. Çурт-йĕр ытларах çĕкленĕ. Чылай хуçалăхра аш-какай тата сĕт туса илесси ÿснĕ...

- Вăрнар районĕн экономикăпа социаллă аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсем аван, - палăртрĕ Чăваш Республикин промышленноçпа энергетика министрĕ Юрий Волошин, пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕрне хускатнă май.

Ытти ыйтусем те пĕлтерĕшлĕ: çур çулта республика бюджетне епле пурнăçлани, вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленни, обществăлла инфраструктура объекчĕсен кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрĕ умĕнхи ĕçĕ-хĕлĕ, Чăваш енре пурăнакансен вăйĕпе Кăнтăр Осетири хирĕçтăрусенче инкек тÿснисене пулăшасси.

Ю.Волошин министр ертсе пыракан ушкăн (ун йышĕнче - суд приставĕсен федераллă службин Чăваш енри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ - Чăваш Республикин тĕп суд приставĕ Наталья Шальнова, ЧР промышленноçпа энергетика министерствин консультанчĕ Елена Иванова, район пуçлăхĕ Анатолий Кузьмин) малтанах поселокри «Александр» тулли мар яваплă обществăн çĕвĕ фабрикинче пулчĕ.

Асăннă предприяти хăйĕн пилĕк çулхи пурнăçĕнче аталану çулĕ çине çирĕппĕн тăчĕ. Паян кунта 250 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Производствăна çĕнĕлĕхсем кĕртессипе пĕрле коллективăн ĕç условийĕсене лайăхлатасси те пĕрремĕш планра. Андрей Пушнов директор палăртнă тăрăх, çывăх вăхăтра кунта тимлекенсене предприятирех вĕри апат çитерессине йĕркелемелле, душевоя ĕçлеттерсе ямалла.

Министр «Александр» обществăра чăн-чăн хуçа алли тултанах аван курăннине палăртрĕ. Чăн та, кунти пек тĕпрен тирпейлĕ территори поселокра сахалтарах, газонсене тип-тикĕс каснă, вĕсене ятарлă механизмпа шăварса тăраççĕ.

Информаци кунĕн темисем тавра ăнлантаруллă калаçу пулчĕ. Республикăн тĕп промышленникĕ республикăн çур çулхи аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ, ырă самантсене цифрăсемпе çирĕплетрĕ.

Шкулсемпе ача сачĕсем кăçал çĕнĕ вĕренÿ çулне тĕплĕн хатĕрленнĕ. Комисси кăçал нихăш вĕрентÿ учрежденине те «пăрахăçламан», санитарипе пушар хуралĕн службисем пысăк çитменлĕхсене тупса палăртман. Вăрнарти 1-мĕш, Калининăри, Аçăмçырминчи, Туçи Çармăсри шкулсем, поселокри «Рябинка», Çĕрпелти «Рябинушка», Ершепуçĕнчи «Ивушка», Санарпуçĕнчи «Ивушка» ача сачĕсем - уйрăмах лайăх хатĕрленнисем.

Кăнтăр Осетири хирĕçтăру пирки уйрăмах калаçу пăлхануллă иртрĕ. Информаци ушкăнĕ пухăннисене чĕрисене уçма - инкек тÿснисене май пур таран пулăшма ыйтрĕ. Тунтикун Мăн Явăшра ку тĕллевпе акă донор кунне йĕркеленĕ, унта 52 çын хăйсен юнне панă. Чылай предприяти-организацисенче тимлекенсем хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине куçарма пулнă. «Александр» тулли мар яваплă общество директорĕ те ятарлă счет çине укçа хывассине пĕлтерчĕ.

Хыççăн информаци ушкăнĕ «Чăваштоппромăн» Вăрнарти филиалĕнче, шыв хранилищин строительство объектĕнче пулчĕç.

Ĕçлĕ тĕл пулу «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче» вĕçленчĕ. Владимир Свешников генеральнăй директор цехсемпе, склад çурчĕсемпе паллаштарнă май, оборудование çулсеренех çĕнетсе пынине палăртрĕ. Унсăрăн май  та çук. Предприяти гербицидсемпе пестицидсем, ытти хими препарачĕсем туса кăларассипе - лидерсенчен пĕри. Паян вăл хăйĕн продукцийĕпе Раççейĕн 76 регионĕнчи, Беларусри, Украинăри тата ытти çĕршывсенчи ял хуçалăх ĕçĕпе ĕçлекенсене тивĕçтерет. Сакăр çул каялла вырнаçтарнă гербицид производствин автоматики кивелнĕ те иккен, ăна хăватлăраххи улăштарĕ.

Завод ертÿçисем хăйсен ĕçченĕсен ăс-хакăлпа чун-чĕре пуянлăхне ÿстерессине те манмаççĕ. Çывăх вăхăтра кунта уçăлакан медиацентр ку енĕпе мĕнпур «пушă вырăна» тултарма май парĕ.

ЧР промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.Волошин предприяти пĕтĕм тĕнчери ИСО 9001:2000 стандартăн пахалăх требованийĕсемпе килĕшсе ĕçлени уйрăмах çитĕнÿсем тума пулăшнине палăртрĕ.

Информаци ушкăнĕ çак кун çавăн пекех заводăн кун-çулĕпе ĕç çыннисен пурнăçне çутатакан Ĕç Мухтавĕн музейĕнче те пулчĕ.

Юнкун районта виçĕ информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ. Вĕсем Вăрнарти электричество сечĕсенче, районти тĕп больницăра, шыв хранилищин объектĕнче, Вăрнарти çул-йĕрпе строительство участокĕнче ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерчĕç.

 

 



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2008
00:00
Поделиться
;