Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван яла юратсан

Кĕркунне енне сулăннă май кун кĕскелчĕ, çĕр вăрăмланчĕ. Паçăрах ыйхă вĕçсе кайнă. Тул тин çутăлать. Мал енчи кантăкра кăвак çутă палăрать. Картишĕнче Хураçка вĕрсе ячĕ. «Кам ирех килет-ши ман пата; - тесе чÿречерен кармашса пăхатăп. Кÿршĕ хĕрарăмĕсем - Нина Степановна Петровăпа Людмила Витальевна Егорова урамра пÿрт çумĕпе иртсе пыраççĕ иккен. Сĕт-çу фермине ĕне сума васкаççĕ.

Ман куç умĕнче ÿссе çитсе çын пулчĕç вĕсем. Иккĕшне те эпĕ Çĕрпелти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Вĕсен кун-çулĕ куç умне ал тупанĕ çинчи пек яр уççăн тухса тăрать. Çавăнпа Нина Степановна çинчен тĕплĕнрех каласа парас  шухăш çуралчĕ ман пуçра.

Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси - ачаран. Нина та мĕн пĕчĕкрен килти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк пăхма юрататчĕ. Ашшĕпе амăшĕ - Степан Митрофановичпа Анастасия Феофановна Волковсем колхозра кунне-çĕрне пĕлмесĕр вăй хунă: пĕри - скотникра, тепри - уй-хир бригадинче. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ вĕсем, пепкисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă.

- Аттепе анне ĕçреччĕ, - аса илет халĕ Нина Степановна çав çулсене. - Вĕсем таврăниччен эпĕ, вуниккĕри хĕрача, лаçра апат-çимĕç хатĕрлессишĕн хыпăнаттăм. Сасартăк таçтан-муртан аслатиллĕ çумăр капланса килчĕ. Хам çумрах тенĕ пек шăрт та шарт! аçа çапать. Хăма хушăкĕсенчен ÿкекен çиçĕм çути куçа шартарсах ярать. Хăраса ÿкнĕскер ĕсĕклесе макăратăп. Çапах хуран айĕнчи вучаха кăвайтне пыра-пыра хуратăп...

Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх кĕшĕлтететчĕ Волковсен килĕнче: ĕнепе пăрушĕ, сыснасем, сурăхсем, хурсем, чăхсем. Нина шкултан таврăнсан апат çинĕ- çимен вĕсем патне чупса тухатчĕ. Нăрăхлатса-муклатса, какаласа-какăлтатса кĕтсе илетчĕç ăна килти чĕрчунсем. Ашшĕ-амăшĕ хушасса кĕтмесĕрех Нина вĕсене  апат паратчĕ, витрери тислĕкне тасататчĕ, ай сарăмне улăштаратчĕ. Ĕнине суса сĕтне-çуне тирпейлеме те пĕчĕклех хăнăхрĕ вăл. Ăшă сĕт тумламĕсем витре тĕпĕнче чăрлатса ташлани уншăн чаплă музыка пекех туйăнатчĕ. Тен, шăпах çавăн чухне унăн пуçĕнче çитĕнсен колхоз ферминче ĕçлес шухăш çуралнă та пулĕ.

Ман предметпа кăна мар, ыттисемпе те Нина Волкова лайăх ĕлкĕрсе пыратчĕ. Унăн дневникĕнче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăначчĕ. Ун чухне хальхи пек вĕреннĕшĕн укçа-тенкĕ тÿлеттермен. Ман шутпа, вăл вунă çул пĕтернĕ хыççăн çăмăллăнах пĕр-пĕр аслă шкула кĕме пултарнă. Анчах та ăна колхоз ферминче ĕçлесси ытларах илĕртнĕ. Çĕрпелти вăтам шкултан вĕренсе тухнăскер сыснасем пăхма пуçланă.

Выльăх-чĕрлĕх выçă пурăнаймасть, пăхмасан вăл выльăх та пулаймасть. Тулта кутсăр-пуçсăр çил-тăман çавăрттарать-и, юхтарса шалкăм çумăр чашлаттарать-и е Африкăри пек шăрăх çунтарать-и - ху çине шанса свинарка ĕçне кÿлĕнетĕп пулсан сыснасене вăхăтра тăрантармалла, шăвармалла, кирлĕ пек условисем туса памалла. Унсăр тупăш илессе кĕтмелли те çук. Çакна çамрăк хĕр лайăх ăнланнă. Яваплăха туйса çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ вăл.

- Çирĕм çул сысна пăхрăм, çурăм çинче тар типсе курмарĕ, - тет Нина Степановна.

«Хорнзор» ял хуçалăх кооперативне йĕркеленĕ хыççăн вăл сĕт-çу ферминче дояркăра ĕçлеме тытăнать. Вунçиччĕмĕш çул вăй хурать кунта. Машинăпа сăвакансен районти тата республикăри конкурсĕсенче яланах призлă вырăнсене йышăнать. 2003 çулта ăна «Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята параççĕ. Хисеп грамотисен вара шучĕ те çук. Хăйĕн ĕçне ертÿçĕсем кирлĕ пек хаклама пĕлни ăна тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

Пĕрле ĕмĕре ирттермелли пурнăç юлташне вăйăра мар, ĕçре тупма хушнă авалхи çынсем. Нина та хăйĕн пулас мăшăрĕпе фермăра ĕçленĕ чухне паллашать. Çĕрпел каччи Александр Павлович Петров килĕштерсе пăрахать ăна. Скотникра вăй хуракан çивĕч, ĕçчен каччă хĕр-упраç чĕрине те тыткăнланă курăнать. Кĕçех вĕсем туй кĕрлеттереççĕ. Çамрăк мăшăр тăванĕсем пулăшнипе Хурăнсур Çармăсра кил-çурт çавăрать. Виçĕ хĕр пăхса ÿстереççĕ вĕсем. Вăталăххи Алена ашшĕ-амăшĕн çулĕпех каять. Вăрнарти совхоз-техникумра зоотехник специальноçне алла илсен те тăван колхозрах выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлеме тытăнĕ. Кĕçĕнни Людмила, пĕрлешÿллĕ хуçалăхри кадрсен пайĕнче тимлет. Аслă  хĕрĕ, Татьяна, кăна хулара пурăнать. Çĕнĕ Шупашкар каччипе мăшăрланнă вăл, стройкăра ĕçлет. Шел, хĕрĕсем пурнăç çулĕ çине тăнине Александр Павлович кураймарĕ, çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Упăшки çĕре кĕчĕ пулин те Нина Степановна кил-çуртне япăхтарса ямасть. Çав вăхăтрах фермăра та хастарлăх кăтартать.

Çирĕм ĕне сăвать Н.Петрова. Кашни ĕнерен талăкра 13 - 14 килограмм таран паха продукци илет. Тăрăшуллă, ĕçчен дояркăна коллективра пурте хисеплеççĕ.

Ял ватăлса пыни, çамрăксем çĕр ĕçĕнчен писни Нина Степановнăна та самаях шухăшлаттарать. Тепĕр икĕ çултан пенсие тухма хатĕрленет вăл. Унпа пĕрле сĕт-çу ферминче вăй хуракан Людмила Витальевна Егорова та çитес çулах пенсионерсен шутне кĕрет. Ытти дояркăсем те çамрăках мар. Кам ĕçлет-ши фермăра вĕсем тивĕçлĕ канăва тухсан;

Кадрсен ыйтăвĕ малашне тата ытларах çивĕчленесси куç умĕнчех. Ял хуçалăхне лачакаран туртса кăларас вырăнне паянхи «пурнăç хуçисем» ăна тата шаларах тĕртсе яраççĕ. Тем тесен те ĕмĕрне ялта халăхпа пĕрле хура тăкса курман çынсем пулĕ вĕсем! Ара ху кăвак çутлах тăрса ĕне сăватăн, утă çулатăн, ăна кăçалхи пек йĕпе çанталăкра типĕтсе сайхах çине хăпартассишĕн хыпса çунатăп пулсан мĕнле хакламăн-ха хресчен ĕçне-хĕлне; Спекулянтсем е урăхла каласан посредниксем халăхран килограмне 5 тенкĕ шучĕпе сĕт пуçтараççĕ. Тепĕр чухне укçине те вăхăтра тÿлемеççĕ. Çав вăхăтрах сĕт хакĕ çу каçа та Шупашкарти пасарта 20 тенкĕрен чакмарĕ. Чĕр мăшкăл мар-и çакă;

Рынок пĕтĕмпех хăй картне лартать тесе хаксене ирĕке яни чи малтан яла юхăнтарчĕ. Мĕншĕн тесен кунта хулари пек офис уçса компьютер умĕнче аппаланса ларнипех хырăм тăранмасть. Ху тар тăкмасан урлă  выртан тăрăх та çаврăнса выртмасть. Унашкал пурнăçа çамрăксем килĕштерсех кайманни каламасăрах паллă. Çитменнине, телевизорĕ кунĕн-çĕрĕн хулари романтикăлла чаплă пурнăçпа, тем тĕрлĕ майпа та укçа-тенкĕ тупассипе астарать. Çакăн хыççăн хĕрсем шкул пĕтернĕ-пĕтермен хулана тапса сикнинчен пачах тĕлĕнмелли çук.

Хальлĕхе Нина Степановна Петрова пек ĕçченсем çинче ял тытăнкаласа тăрать-ха. Анчах та паянхи йывăр лару-тăрăва тĕпрен улăштармасан ял малашлăхĕ тĕтреллĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
23 августа 2008
00:00
Поделиться
;