Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăс-тăн хăвачĕ - малашлăх никĕсĕ

Вĕрентекенсен августри канашлăвĕ вĕрентĕве 2040 çулчченхи тапхăрта аталантарма йышăннă программăна пурнăçлассипе тунă пуçламăш утăмсенчен пĕри пулчĕ. Лартнă тĕллевсем яланхиллех уçăмлă та пĕлтерĕшлĕ: вĕрентĕве тĕнче стандарчĕ таран çĕклесси, ĕç рынокĕ валли шкултанах тивĕçлĕ специалистсем хатĕрлесси, вĕрентÿпе воспитани процесне çĕнĕлĕхсем кĕртесси, мĕнпур ĕçе информаци технологийĕсемпе усă курса йĕркелесси т. ыт. те. Районти культура çуртне пухăннă педагогсемпе шкул канашĕсен ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем умне кăларнă цифрăсемпе фактсем вара чылай вĕрентÿ учрежденийĕн ăнăçу формули чи малтанах çĕннине шыв пек сăхнинче пулнине палăртрĕç.

- Вĕрентÿ - питĕ «чĕрĕ» сфера, унта тăтăшах улшăнусем пулса иртеççĕ. Паянхи канашлу пире вĕсене вăхăтра, пĕлсе алла илме тĕрĕс çул кăтартĕ, - терĕ районта вĕрентĕве модернизацилес комплекслă проекта пурнăçа кĕртессипе епле ĕçленипе паллаштарнă май вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Николай Иванов.

Тĕп докладчик ку проект «Çĕнĕ шкул» программăпа 1997 çултах старт илнĕ отрасльти çĕн йĕркелÿсен тăсăмĕ пулнине палăртрĕ. Халăхăн мĕнпур сийне пахалăхлă пĕлÿпе тивĕçтерессине тата ку сферăна укçа-тенкĕ ытларах хывассине пĕрлештерекенскер, районти вĕрентÿ учрежденийĕсене аталану çулĕпе чылай малалла «тĕкме» пултарчĕ. Проекта ăнăçлă пурнăçлама уйăрнă укçа-тенке пула вĕрентекенсен квалификацие ÿстерме, шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен çĕнетме, пурлăхпа техника базине май пур таран пуянлатма май килнĕ.

Пурнăçланă ĕçсем малашнехи ÿсĕмĕн никĕсĕ пулнипе палăртса Николай Никитич тытăмри çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăммăн илсен вĕсем шкул çулĕчченхи вĕрентĕве аталантарассипе, укçа-тенкĕпе усă курассин çĕнĕ механизмне ĕçе кĕртессипе, вĕрентÿ учрежденийĕсен сетьне пысăклатассипе, вĕрентекенсен ĕç опытне ÿстерессипе т. ыт. те çыхăнчĕç.

Паянхи пурнăç вĕрентекенрен çĕннине пĕлме ăнтăлакан, нумай пĕлекен, хăй тĕллĕнлĕхе хăнăхнă çын ÿстерме хистет. Шăпах вăл обществăпа экономика аталанăвĕн никĕсĕн никĕсĕ пулса тăрать-çке. Çакна шута илсех ĕнтĕ районта профильлĕ вĕрентĕве анлă çул панă. Профессипе паллашнă, психологипе педагогика диагностики витĕр тухнă, анкетăри ыйтусене хуравланă хыççăн кашни ача хăйĕн пурнăç тĕллевне шкултах палăртма пултарать. 9- тата 11-мĕш классенче пĕлтĕртенпе физикăпа математика, социаллă гуманитари, информаципе технологи, химипе биологи, социаллă экономика профилĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çакă шкултан тухакансен Чăваш енри кăна мар, Мускаври, Санкт-Петербургри, Хусанти, Чулхулари аслă вĕрентÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕреслĕхĕ ÿснинчен те аван курăнать.

Вĕрентÿ информаципе коммуникаци технологийĕсемпе те тачă «çыхăнчĕ». Пĕр ÿстермесĕр - ытти сферăсенчен чи малтан. Мĕнпур шкул анлă интернетпа усă курать, кашнин хăйĕн сайчĕ пур. Юлашки вăхăтра вĕсене интерактивлă тата мультимедийлă оборудованипе пуянлатасси самай ÿсрĕ. Вĕрентĕве модернизацилессин комплекслă проекчĕпе шкулсене тивĕçтернĕ лицензиллĕ программăсем те - пахалăхлă пĕлĕвĕн никĕсĕ. Вĕренекене те, вĕрентекене те компьютер çĕнĕ шая илсе тухрĕ, информаци тĕнчипе çывăхлатрĕ. Вăрнарти 2-мĕш, Санарпуçĕнчи, Хапăсри, Мăн Явăшри, Кульцаври вăтам шкулсем харпăр хăй сайтне çĕнетессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Шел, Вăрман Кипекри, Кĕçĕн Кипекри тата Кăмашри шкулсенче хастарлăх пĕчĕкрех. Докладчик кашни учителĕн, класăн сайчĕсене уçасси çывăх çулсенчи планри тĕп критери пулнине палăртрĕ. Çакă пĕрлехи информаци базине туса хума май парĕ.

Ĕç тÿлевĕн çĕнĕ йĕркине пурнăçа кĕртни директорсемпе вĕрентекенсене аттестацилессинче те çĕнĕлĕхсемпе палăрчĕ.

Категорие ÿстерес кăмăллă вĕрентекенсем кăçал вĕренекенсен «шăпине» хăйсем çинче тÿсрĕç. Экзаменсен кăтартăвĕсем математиксен, историксен, вырăс чĕлхи, биологи учителĕсен пысăк. Рейтингра чи кайра - ют чĕлхеçĕсем.

Район вĕрентÿ тытăмĕн лидер-новаторĕсемпе те мухтанма тивĕç. Кăçал акă конкурса пĕтĕмпе 48 педагог хутшăннă. Чи маттуррисене тепĕр хут ятран асăнсан та ним те мар: Вера Павловна Иванова (Санарпуç), Маргарита Викторовна Буславская (1-мĕш шкул), Ираида Александровна Тимофеева (Ярмушка), Роза Ильинична Константинова (Шĕнер Ишек) - 100-шер пин тенкĕ, Аçăмçырминчипе Вăрнарти 1-мĕш шкулсем пĕрер миллион  тенкĕ илме пултарчĕç. Чăваш ен Президенчĕн гранчĕсене поселокри «Рябинка» ача сачĕ (200 пин тенкĕ) тата «Солнышко» ача садĕнчи аслă воспитателĕ Ирина Эрнотовна Львова (10 пин тенкĕ) тивĕçрĕç.

Хушма вĕрентÿ ыйтăвĕ те çивĕч тăчĕ. Ачасен 80 проценчĕ кăмăлне кура вăл е ку кружок-секцине çÿрет. Ача-пăча пултарулăх çурчĕ вĕсене ытларах явăçтарассипе тĕрлĕ çул-йĕр шырать, вĕрентÿ учрежденийĕсемпе тачăрах çыхăнас проекта аталантарать. «Анчах ку çителĕксĕр. Тивĕçтерÿсен спектрне анлăлатмалла, пурлăхпа техника базине çĕнетмелле. Шел, ку енĕпе юлашки çулсенче «чĕрĕлĕх» çук, - палăртрĕ вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ. - Ача, тен, вĕренÿре пĕрремĕш пыраймасть, анчах та ăна хушма пĕлÿре малта пыма шанăç памалла». Николай Никитич ачасен воспитани шайĕн мониторингне япăхрах ирттернине, хăш-пĕр класс ертÿçисем воспитани ĕçне нимĕнле çĕнĕлĕх те кĕртменнине асăрхаттарчĕ.

Хушма пĕлÿ çула çитменнисене преступлени çулĕнчен çăлакан тĕп çул-йĕр пулни те ун сăмахĕнче уççăн курăнчĕ. Çакна тишкерÿ те çирĕплетет - ачасем хутшăннипе правăна хирĕçле тунă ĕçсен шучĕ чакнă. Анчах çакă лăпланмаллине пĕлтермест, профилактика ĕçĕсен витĕмне чакармалла мар-ха.

Вĕрентÿ тытăмĕн çĕнĕлĕхĕсен шутне ертсе пыракан канашсен ĕç-хĕлне те кĕртмелле. Паян вĕсем шкул аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ, пĕр вăхăтрах тишкерÿçĕсем, тĕрĕслевçĕсем, пулăшуçăсем пулса тăраççĕ. Шел, ку канашсен чылай шкулта хастарлăхĕ пĕчĕкрех. Çавăнпах ĕнтĕ ун членĕсене ятарласа вĕрентессине çывăхри плана кĕртнĕ.

- Татса памалли ыйтусем пур-ха. Вĕсем тĕлĕшпе калаçăва педагогсен канашĕсенче те тăсăпăр, - çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çитсе пынипе саламланă май пĕтĕмлетрĕ хăй сăмахне Николай Никитич.

Учитель мăнаçлăхĕпе Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Павлова, Вăрнарти 1-мĕш шкул директорĕн çумĕ Людмила Николаева, Аçăмçырминчи кĕçĕн классен учителĕ Светлана Афанасьева, поселокри «Солнышко» ача сачĕн воспитателĕ Ирина Львова харпăр хăй вĕрентÿ учрежденийĕн çĕнĕлле ĕç-хĕлĕпе, республика тата федераци шайĕнчи эксперименталлă площадкăсене хутшăннин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Информаци технологийĕсене е сывă пурнăç йĕркине аталантарассипе çыхăннă-и, гражданла обществăра харпăр хăй  вырăнне тупма вĕрентес ĕçе е воспитани процесĕнчи çĕнĕлĕхсене мала кăларнă-и - тухса калакансен проекчĕсенче интеллектуаллă ĕç-хĕлпе квалификаци ÿсĕмĕн палли пысăк пулни палăрчĕ.

Хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Захаров уйрăмах çивĕч ыйту хускатрĕ. Ку вăл - хамăр тăрăхрах физкультура кадрĕсене ÿстересси. Паян акă вĕсем «Химик» спорт клубĕнче çителĕксĕртерех. «Август» фирма спорта аталантарма пысăк укçа-тенкĕ уйăрать. Эппин, районта спортăн ытти тĕсĕсене те туллин аталантарма май пур.

Евгений Анатольевичăн поселокри 2-мĕш вăтам шкулăн тĕп проблемипе çыхăннă ыйтăвĕ вĕрентÿ пайĕн тата хула поселенийĕпе, район пуçлăхĕсене «тилмĕрни» вырăннех пулчĕ. Сакăрçĕр ытла вĕренекенлĕ шкулта спорт площадки çук. Спортзал вара пуриншĕн те хĕсĕкрех. Вĕрентÿ учрежденийĕ çывăхĕнчи çĕрĕшнĕ çуртсем вырăнĕнче сывă пурнăç йĕркин вырăнне  туса хурсан аванччĕ - Е.Захаровăн сăмахĕсенче вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсен, коллективăн чылай çулхи хуйхи те пытанчĕ.

Официаллă пай чыславпа ылмашăнчĕ. Вĕрентĕве аталантарассине сумлă тÿпе хывакансем çĕнĕ вĕренÿ çулне пысăк хавхаланупа кĕчĕç. Район пуçлăхĕ интеллектуаллă капиталсăр малашлăх çуккипе палăртса виçĕм çул шкулсем валли 10 пин тенкĕлĕх, учительсем валли 5 пин тенкĕлĕх грантсем çирĕплетнĕччĕ. Кăçал укçа-тенкĕ пулăшăвне Мăн Явăшри вăтам шкул, Аçăмçырминчи тата Мăн Явăшри шкул вĕрентекенĕсем Владимир Петров тата Альбина Фомина тивĕçрĕç.

Чăваш Республикин вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисене Эльвира Христофорована (2-мĕш шкул), Альбина Фоминана (Мăн Явăш), Лидия Федорована (Çĕрпелти «Рябинка» ача сачĕ), Ольга Верендеевана (Аçăмçырми) пачĕç.

Вĕрентÿ ĕçченĕсен республикăри профсоюз пĕрлешĕвĕн Хисеп грамотисем Калининăри шкул-интернатăн, Çĕрпелти «Рябинка» ача сачĕн пуçламăш организацийĕсен председателĕсене Людмила Федоровапа Эльвира Якимована, пĕрлешсе ĕçленĕшĕн Вăрман Кипекри вăтам шкул директорне Татьяна Петрована, Санарпуçĕнчи «Ивушка» ача сачĕн заведующине Эльвира Сергеевана тивĕçрĕç.

Калининăри вăтам шкулти социаллă педагог Алена Константинова тата Вăрман Кипек  шкулĕнчи физкультура учителĕ Валерий Федоров - район администрацийĕн, Кульцав шкулĕнчи  Владимир Максимов тата районти диагностикăпа консультаци центрĕн психологĕ Алина Волкова вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене илчĕç.

Канашлура çавăн пекех тĕрлĕ енпе ирттернĕ смотр-конкурссене те пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерÿçĕсене парнесемпе чысларĕç.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 августа 2008
00:00
Поделиться
;