Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Театр маншăн пурнăç

Трактор тăвакансен культура керменĕнче хамăр ентешĕмĕре, Вăрманкасра çуралса ÿснĕ Галина Скворцовăна кашни кун тенĕ пекех курма пулать. Кунта ун патне яланах çынсем йышлăн килеççĕ. Вĕсене вăл пултарулăха аталантарма, пурнăçа юратма, театра савма вĕрентет. Манăн та унпа тĕл пулса калаçма ырă самант тупăнчĕ.

- Хисеплĕ Галина Моисеевна, эсир - артист та, юрăç та. Çынсене те таланчĕсене ÿстерме пулăшатăр. Артист пулас ĕмĕт мĕнле çуралнă-ха сирĕн;

- Мĕн пĕчĕкренех ман сцена çине тухас туртăм пулнă. Эпĕ юрлама, ташлама, сăвăсем калама юрататтăмччĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне районти, республикăри тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Çавăнтан пуçланнă та ман искусствăри ĕç. Шкул хыççăн Шупашкарти музыка училищин театр уйрăмĕнче ăс пухрăм. Унтан вĕренсе тухсассăн Вăрнарта халăх театрĕпе ĕçлерĕм. Каярах Шупашкарта трактор тăвакансен завочĕн 7-мĕш общежитийĕнче воспитатель пултăм. Çавăн чухне çамрăксемпе калаçаттăм, драма кружокне йĕркелесе ярас тĕллевпе пурăнаттăм. Эпĕ «Çăлкуç» халăх театрне уçрăм, ăна 26 çул ертсе пыратăп. Ман шутпа, çыннăн ÿркенмелле мар, ĕçлемелле те ĕçлемелле.

- Эсир йĕркелесе янă театра, фольклор ушкăнне камсем ытларах çÿреççĕ;

- Малтанхи вăхăтра трактор тăвакансен общежитийĕнче пурăнакан çамрăксем çÿретчĕç. Вăтăра яхăн хĕрпе каччă хăйсемех декорацисем хатĕрлетчĕç, çĕрĕ-çĕрĕпе костюмсем ăсталаса лараттăмăр. Фольклор театр çумĕнче шутланать. Хăш чухне спектакльсенче массăллă картинăсем пулаççĕ: улах, туй тата ытти те - вĕсене хутшăнать те фольклор. Унсăр пуçне хăй тĕллĕн те сцена çине тухать. Театр çумĕнче «Парне» фольклор ушкăнĕ ĕçленĕшĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Халĕ театра та, фольклора та çамрăккисенчен пуçласа ваттисем  таранах çÿреççĕ.

- Галина Моисеевна, эсир спектакльсенче те час-часах вылятăр...

- Хам хатĕрленĕ спектакльсенче вылянисем пулнă. Пĕри чирлесе ÿкнĕ, е тепри урăх сăлтавпа пыраймасть - вара вĕсене хам хăвăрттăн улăштарнă. Пĕррехинче арçын сăнарне выляма тÿр килнĕччĕ. Мана саспа паллайман. Эпир, хĕрарăмсем, кĕпе аркине майласа ларатпăр-çке, çавăнтан мана уйăрса илнĕ те. «Ай-яй, ку арçын мар, хĕрарăм вылять-çке», - тенĕ.

- Театрпа, фольклорпа ытти регионсене тухса çÿретĕр-и;

- Малтанхи вăхăтра эпир таçта та тухса çÿреттĕмĕр. Чăннипех те театра юратакан çынсем тăрăшса ĕçлетчĕç. Ĕлĕк пире ансатрахчĕ - профсоюз пулăшса пыратчĕ. Пушкăрт, Тутар Республикисене, Самарăна тăтăшах тата ытти çĕре те çитеттĕмĕр. Канма пире путевкăсем те паратчĕç. Паллах, ĕçлес туйăм вăйлăрах пулнă.

- Пурнăç çулĕ çинче тĕрлĕ çынпа курса калаçма тÿр килет. Мĕнле çынсене кăмăллатăр эсир;

- Эпĕ суякан çынсене чăтма пултараймастăп. Çын куçран тĕрĕссине калатăр. Хам эпĕ çынна нихăçан та суймастăп. Мана суйма вĕрентмен. Тĕрĕслĕхшĕн çунакан çынсене, ĕçчен çынсене юрататăп. Ĕçекен çынсене килĕштерместĕп. Искусствăна парăннă, çĕннине шыракан çынсене саватăп.

- Кашни çын ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Вĕсем сирĕн пурнăçланса пыраççĕ-и;

- Сывлăх пур чухне тĕллевсене пурнăçлама пулать. Халь сывлăх енчен аптрамастпăр-ха. Ман питĕ юрă кĕнеки кăларас килет, пĕрре тухнă пулин те. Анчах укçа-тенкĕ çитменни пĕтерет. Спонсорсем яланах тупăнса каймаççĕ. Çапах та малаллах тăрăшатпăр-ха.

- Сирĕн шутпа, мĕн вăл телей; Хăвăра эсир телейлĕ тесе шутлатăр-и;

- Эпĕ çав тери телейлĕ. Пурнăçа çĕнĕрен пуçлас пулсан, çавăн пекех пуçлăттăм, тен, урăхларах вĕçлĕттĕм. Çавă çеç.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 августа 2008
00:00
Поделиться
;