Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уя тухсан мĕн сас лайăх? Трактор-комбайн сасси лайăх.

Пирĕн сĕтел çинчен çăкăр-тăвар ан татăлтăр тесе уй-хирте вăй хуракансем уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Каçалăксем питĕ хăвăрт катăлса пыраççĕ. Вырма ĕçĕсене пурнăçлассипе Вăрнар районĕ республикăра малтисен йышĕнче пырать - ял хуçалăх предприятийĕсем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен 81,5 процентне çапса тĕшĕленĕ. Тунтикун Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев ĕçлĕ çул çÿревпе Вăрнар тăрăхĕнче пулчĕç, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, «Санары» агрофирмăра вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕç.

Чи малтанах республика президенчĕ, ял хуçалăх министрĕ аш-какай комбиначĕн Кăмаш ялĕ çывăхĕнчи уй-хирне çитсе курчĕç. Урпа пуссинче комбайнсем ĕçленине асăрхасанах: «Мĕн ачаранпах уй-хир карапĕн хăватлăн янăракан сассине илтме кăмăллатăп. Тыр-пул вырнине курсан яланах пысăк шанчăк çуралать: апла çăкăр çулталăкĕпех çителĕклĕ пулĕ, - терĕ Николай Федоров.

Аш-какай комбиначĕн кăçал пÿлмесене пĕлтĕрхинчен ытларах тырă хывмалла. Тĕллев пурнăçланмаллах. Акă Сĕнтĕрвăрри тата Çĕмĕрле районĕсенче пĕтĕмпе те тыр-пул лаптăкĕ 5172 тата 4429 гектар анчах йышăннă пулсан аш-какай комбиначĕн хăйĕн кăна - 4617 гектар. Çитĕнÿ çăл куçĕ - усă курмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тĕллевлĕн ĕçлени. Планпа палăртнă тăрăх, аш-какай комбинатĕнче тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ тата пысăкланмалла - 6 пин гектара çитмелле. Кăçал предприятире тырă ăнса çитĕннĕ. Гектарти вăтам тухăç - 30 центнер, пĕлтĕрхи кăтăрту - 20 центнер.

Президент вырма вăхăтĕнче уй-хирте ирĕн-каçăн хура тар тăкакан ĕç укçи мĕн чухлĕ ĕçлесе илме пултарнипе кăсăкланса Николай Тихонов комбайнерпа калаçрĕ. Шалу пĕчĕк  мар - 100 пин тенкĕ. Кунсăр пуçне 1200 - 1700 тонна тырă çапса тĕшĕлесен тата 50 пин тенкĕ хушса тÿлеççĕ иккен.

- Хамăн ĕçтешсем пекех уй-хир ылтăнне васкавлăн пуçтарса кĕртме тăрăшăп, - пĕлтерчĕ хастар комбайнер. 150 пин тенкĕ ĕçлесе илме май пурри виç ачаллă ашшĕне хытах савăнтарать: ара çемье бюджетне самаях пуянлатма пулать-çке! Ĕçлекенсен хастарлăхне ÿстерме лайăх условисем туса панăшăн республика  пуçлăхĕ аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорне Юрий Попова ырларĕ.

- Пĕтĕмпех ертÿçĕрен килет. Вăл кадрсен ыйтăвне татса парассипе тăрăшуллăн тимлесен, хура тар тăкаканăн ĕçне хаклама пĕлсен предприяти-организацире лару-тăру çивĕчленсе каймĕ, - терĕ Николай Федоров.

Аталану çулĕпе утас тесен çĕнĕ техникăна ĕçе кĕртсе пымалла. Николай Тихонова шанса панă комбайн - «Полесье» - энергипе ресурс перекетлекенни. Президент хăватлă уй-хир карапĕн штурвалĕ умне ларса пăхмасăр чăтаймарĕ. Машинăпа трактор паркне çĕнетни - ÿсĕм тумалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. «Республикипе илсен кивĕ комбайнсем тата 350 - 400 (пĕтĕмĕшле хисепрен 50 процент). Вĕсене çĕннипе улăштармаллах. Ку енĕпе Вăрнар районĕнчи хуçалăхсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ», - çирĕплетрĕ ял хуçалăх министрĕ.

«Санары» агрофирмăн уй-хирне çитсен те Николай Федоровăн кăмăлĕ çĕкленчĕ. Аслă çулăн пĕр енĕнче уй-хир карапĕсем тыр-пул лаптăкне пĕчĕклетме каçалăк хыççăн каçалăк каçаççĕ, тепринче - «Crimme» комбайн çĕр улми кăларать. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ пысăк: тыррăн - 40 центнер,  «иккĕмĕш çăкăрăн» - 300 центнер. Ĕç кăтартăвĕсене Роберт Петров ертÿçĕ сăмахпа каласа кăна мар, ял хуçалăх  культурисен куравĕпе паллаштарса çирĕплетрĕ. «Казанская - 560», «Московская - 39», «Эстер» тулă, «Эльф» урпа, «Ресурс», «Жуковский ранний», «Удача» çĕр улми тухăçлă çитĕнни куç умĕнчех. «Тулă пуссинче утмăл турат чечекĕсем мĕншĕн курăнмаççĕ;» - шахвăртса ыйтрĕ журналистсенчен пĕри. «Эпир чечексем мар, çĕршыв валли тыр-пул акса çитĕнтеретпĕр», - пулчĕ хурав. Роберт Петров ертÿçĕре 5 çул тимлет, агрофирмăна сулмаклă утăмсемпе аталантарма пĕтĕм вăйран тăрăшать. Уй-хир ылтăнне 2007 çулхинчен 22 процент ытларах акнă. Хуçалăх тыррăн 80 процентне апат-çимĕç валли, 20 процентне вăрлăхлăх çитĕнтерчĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне те çултан çул ÿстереççĕ: 40 процентне вăрлăхлăх лартаççĕ. Парлак çĕрсене çаврăнăша кĕртес ĕçе хастар пурнăçласа пынăшăн Роберт Петров та Юрий Попов пекех президентран ырă сăмах илтрĕ. 2009 çулта республикăра пушă выртакан çĕрсем пулмалла мар.

Патшалăх çынсем ялта ĕçлесе пурăнччăр, малашлăха пысăк шанăçпа пăхчăр тесе хытă тăрăшать. Федераци тата республика бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ чылай уйăрнипе ялсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннишĕн савăннине Н.Федоров пытармарĕ. Пур çĕре те кăвак çулăм çитнĕ. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекăсем уçăлнă... Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче асфальтлă çулсем сарассипе пикенсех тимлеççĕ. Халăха таса, пахалăхлă шывпа тивĕçтересси те тĕп вырăнта. Ырă улшăнусем пулса иртни яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа та тăван енче, ял хуçалăхĕнче ĕçлеме хавхалантармалла паллах. «Аçу-аннÿн ани-çаранне нихăçан та ан ман», - теççĕ ваттисем. Ăса вĕрентсе каланине ăша хывсан çĕр-аннемĕртен те пархатар курăпăр. Лайăх тĕслĕх кăтартаканнисем - аш-какай комбиначĕпе «Санары» агрофирма.



"Çĕнтерÿ çуле"
27 августа 2008
00:00
Поделиться
;