Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕлĕхсене алла илетпĕр

Педколлективăн мĕнпур ĕçĕ училищĕн аталану программи урлă пурнăçланса пырать. Ăна  республикăри ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерсе, çĕршыври вĕрентÿ тытăмĕнчи приоритетлă çул-йĕрпе, вĕрентÿ çинчен калакан саккунсемпе тата республикăра 2010 çулчченхи тапхăрччен йышăннă вĕрентĕвĕн аталану программипе килĕшÿллĕн йышăннă.

Мĕн пачĕ-ха пире çакă; Чи малатанх вĕренекенсен професси ориентацине тĕпчерĕмĕр, училище бази çинче вĕрентÿ тивĕçтерĕвĕсен маркетинг службине туса хутăмăр. Хуçалăхсемпе килĕшсе ĕçлени ачасен шутне 2005 çулхипе танлаштарсан 2,7 хут ÿстерме май пачĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕтĕмпе 23 килĕшĕве алă пуснă, çулсерен 9- тата 11-мĕш классем валли уçă алăксен кунĕсем иртеççĕ. Професси ориентацийĕн уйăхлăхĕнче преподавательсем, мастерсем, администраци членĕсем шкулсенче презентацисем йĕркелеççĕ, ку енĕпе  хамăрăн интернет-сайт та пур.

Вĕрентÿ пахалăхне пĕтĕм тĕнчери стандарта çитерессипе чылай тимлетпĕр. Ку енĕпе педагогсем çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ: проект вĕрентĕвĕн меслечĕпе виççĕн ĕçлеççĕ, модуль вĕрентĕвĕн шотланди технологине те виççĕн алла илеççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ шайри вĕрентĕве, информаципе коммуникаци технологийĕсене аталантарассине «симĕс çутă» панă.

Училище никĕсĕ çинче йĕркеленĕ «Пучах» ресурс центрĕ ытти вĕрентÿ учрежденийĕсемпе килĕштерсе ĕçлет. Кунта аслăрах ăрури çынсем те тĕрлĕ специальноçсене алла илме пултараççĕ: «Водитель», «ЭВМ операторĕ», «Тракторист».

Педагогсем çĕнĕлĕхсене шыв пек  сăхаççĕ: тăтăшах психологипе педагогика семинарĕсем ирттереççĕ. Мастерсем професси ăсталăхне «Доскино» тулли мар яваплă обществăра тата «Горьковский» акционерсен уçă обществинче чи çĕнĕ оборудованипе ĕçлесе ÿстереççĕ.

Наука тата практика ĕçне вăйлатас тĕллевпе, килĕшÿ тăрăх Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕпе, Мускаври  технологипе управлени патшалăх институчĕпе пĕрлешсе ĕçлетпĕр. «Элис» фирма урлă «Статистика», «Налук тата налук хурасси», «Бухучет», «Право» предмечĕсене тарăнрах вĕренетпĕр.

Вĕрентĕвĕн мĕнпур процесне уççăнлăх никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Хамăр ĕç пирки  халăх умĕнче творчество отчечĕсем тăватпăр, информаци  бюллетенĕсем кăларатпăр. Районти тата республикăри  массăллă информаци хатĕрĕсенче пичетленнисĕр  пуçне хамăр патра та «Пучах» хаçат кăларма тытăнтăмăр.

Училищĕн аталану программине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе чылай презентаци йĕркеленĕ. Физвоспитани преподавателĕ В.В.Егоров акă хул-çурăма  тĕрĕс йĕркелемелли автор программине хатĕрленĕ, унпа вăл республикăри  наукăпа практика конференцийĕнче те палăрма пултарчĕ. Вырăс чĕлхипе литература преподавателĕ Э.П.Селенина акă Вырăс чĕлхин çулталăкĕнче Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕнче сертификат илме тивĕçрĕ.

Тĕрлĕ проектсене, экспериментсене, республика, федераци шайĕнчи конкурссене хутшăнни - эффективлă ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕ. «Çĕнĕлле ĕçлекен çулталăкри чи лайăх шкул» республикăри конкурсра училище кăçал акă виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Информатика преподавателĕ С.В.Ведин педагогсемпе вĕренекенсен компьютер ăсталăхĕн фестивалĕнче «Информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курнă чи лайăх урок», «Чи лайăх вĕрентÿ учрежденийĕн сайчĕ - 2008» конкурсĕнче, программировани енĕпе дистанцилле иккĕмĕш олимпиадăра палăрчĕ. Вырăс чĕлхипе литературăна вĕрентекен Э.П.Селенина хăйĕн предмечĕпе чи лайăх методика хатĕрленĕвĕсен республикăри  конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Училищĕрен вĕренсе тухнă, халĕ Чăваш ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ илекен Ольга Молокова «ЮНЕСКО çинчен эпĕ мĕн пĕлетĕп;» Пĕтĕм Раççейри уçă конкурсра вĕрентÿ наука тата культура ыйтăвĕсемпе Хисеплĕ диплома çĕнсе илчĕ тата ыт. те.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 октября 2008
00:00
Поделиться
;