Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тавах, тăван училище!

Пирĕн йăхра сад ĕрчетесси тивĕç вырăнĕнчех темелле. Унта çав тери тутлă сортсем çитĕннĕ пулин те манăн йăхташăмăрсен ку енĕпе ятарлă професси пулман. Çавăнпа та эпĕ чăн-чăн пахча ăстаçи пулма ĕмĕт тытрăм - 23 çулта Вăрнарти профтехучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Кунта вĕреннĕ çулсем маншăн пурнăç урокĕсем вырăнĕнчех пулчĕç.

И.А.Андреева, Е.С.Ермакова, З.И.Осипова преподавательсем пулăшнипе çĕр ĕç наукине алла илтĕм. А.А.Селенина, Н.Н.Гусевана вара пурнăç пурăнма вĕрентнĕшĕн чĕререн тав тăватăп.

Училищĕне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн тÿрех Элĕк районĕнчи «Дружба» колхозра хам профессипех ĕç вырăнĕ тупăнчĕ, сад тата  пахча-çимĕç бригадин бригадирĕнче тимлеме тытăнтăм. Çулталăкранах кунта 33 гектар çинче сад чĕртрĕмĕр, улмуççисем, хăмла çырли, çĕр çырли, пахча-çимĕç çитĕнтерме пуçларăмăр. Хамăр алăпа  тунă виçĕ пĕве тавралла илем кÿрекен ÿсен-тăрансем лартса ĕрчетрĕмĕр.

Çакăнта ĕçленĕ 40 çулта сад çулсерен те çулсерен хамăр тăрăхра сахал тĕл пулакан йывăç-тĕмсемпе пуянланса пычĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вăл чăннипех те дендропарк пулса тăчĕ, халĕ унта сакăрвунна яхăн тĕслĕ илемлĕ йывăç-тĕм çитĕнет: Маньчжури мăйăрĕ, Конский каштан, Шурă акаци, Шар евĕрлĕ хăва,      

çĕмĕрт, Гиналла вĕрене, Кордавина палан, Скумпиа, Форзиция тата ытти те.

Элĕк салинчи тата çывăхри ялсенчи çамрăксем час-часах хурăн ращинче, палан аллейинче, хырлăхра канаççĕ. Халăхра çак вырăна «Лукишов сачĕ» ят панă. Çакă мана уйрăмах савăнтарать. Каласа пани кăна çителĕксĕр, канмалли кунсенче кунта килсе курăр, илеме хăвăр туйса илĕр.

Дендропарк уйрăмах халĕ, октябрьте, тĕлĕнмелле хитре. Ÿсентăрансем хăйсен тĕсĕсемпе ăмăртаççĕ тейĕн: хĕрлĕ, сарă, хăмăр, кăвак тата ытти тĕссем илĕртеççĕ. Чăнахах илемлĕ.

Тăван училищĕпе эпĕ халĕ те çыхăну тытатăп. Вăл мана ÿсентăрансене юратма, илемлĕхе туйма вĕрентрĕ. Кунта мичуринецсем ĕçлени мана çав тери савăнтарать. Станислав Иванович Михайлов акă кашни ачана теплица ĕçне хăнăхтарать, йывăç-тĕмсене касма, сыпма вĕрентет. Çак операцисене ятарлă хатĕрленÿсĕр, пĕлÿсĕр ирттерме çук. Станислав Ивановичпа эпир тăтăшах тĕл пулатпăр, сад ĕçĕн çĕнĕлĕхĕсене сÿтсе яватпăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр.

Çутçанталăкăн çамрăк тусĕсене манăн çакна аса илтерес килет: тепĕр чухне тус-юлташсем те сутма пултараççĕ, ÿсен-тăрансем вара нихăçан та, енчен те эсир вĕсене юратса, тимлĕхпе пăхатăр пулсан.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 октября 2008
00:00
Поделиться
;