Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ватăсемшĕн ăш сăмах ан хĕрхенĕр

«Ватă çын  - тăватă çын» теççĕ. Анчах çак сăмах, шел пулин те, яланах чăнлăхпа тÿр килмест. Çулсем иртсе пынă май  вăй та чаксах пырать. Темиçе çул каялла йывăрăшне пачах туйман, ватăлсан сĕтеле те вырăнтан куçарса лартаймастăн. Алла туя тытса виç ураллă пулса тăнăскерсене ĕçре пулăшни, кăмăл-туйăм енчен хавхалантарни кирлĕ. Этем ĕмĕрĕ кĕске, çамрăклăх ĕмĕр мар. Çакна пирĕн пурин те асра тытмалла.

Ватă çын яланах хисепре. Çавна шута илсе халăхăн социаллă  ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр çумĕнче пĕччен пурăнакан ватăсене килте пулăшу паракан уйрăм пур. Пирĕн районта вĕсем 624-ăн. 180 ватăна социаллă ĕçченсем пăхса- асăрхаса тăраççĕ. Мĕнле пурăнаççĕ-ха ачисен пулăшăвне курман ватăсем; Хăйсене паракан çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ-и-ха вĕсене;

Чи малтанах эпир сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсемпе тата ытти организацисемпе тачă  çыхăнса ĕçлетпĕр. Пĕччен пурăнакан, ĕçлеме пултарайман ватăсене тупса палăртатпăр, шута илетпĕр, пулăшма ятарлă социаллă ĕçченсем çирĕплететпĕр.

Акă, Аçăмçырминчи Галина Геннадьевна Андреева,  Малтикас Ялтăрари Нина Никитична Никитина, Упнерти Лина Александровна Никандрова, Мăньял Хапăсри Елена Тарасовна Петрова, Елизавета Ивановна Иванова, Ярмушкари Татьяна Егоровна Отрыванова, Пуканкассинчи Анна Макаровна Макарова, Мăн Эльменти Зинаида Петровна Ефремова, Ольга Зиновьевна Зиновьева, Услапа Нурăсри Ольга Ефремовна Ефремова, Лукерия Григорьевна Григорьева тата ыттисем те пĕччен пурăнакан ватăсене пăхса-асăрхаса тăнăшăн, пĕр чĕлхе тупса вĕсене пурнăçра пысăк пулăшу панăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Çакна калас килет, çулсем иртнĕ май вăй-хал чакса пырать, ют çын пулăшăвĕсĕр пурăнма йывăрланса çитет. Чир-чĕр те нумайланать. Хăш-пĕр  чухне калаçса ларса чуна йăпатма  кÿршĕсем патне каçса килме те çăмăлах мар. Ачисен, çывăх çынсен те ытларах чухне карчăк-старик валли  вăхăт уйăрма май килмест. Мĕн калăн - ĕçсем.

Этем пурнăçĕ... Çуралатпăр, ÿсетпĕр. Вăхăт вĕçĕмех малалла шăвать. Пурте çав çулсене çитетпĕр. Эппин, ватăсене пулăшмаллине яланах асра тытасчĕ. Чуна уçса калаçни те вĕсемшĕн сиплĕ эмел пекех, чунра шанчăк, ĕмĕт çуратать.

Районта халĕ ватăсен çурчĕ Çавалкасра  кăна ĕçлет. Паянхи кун унта 24 ватă пурăнать. Кашнин хăйĕн шăпи, пĕрисем хăйсене пăхакан çуккипе кунта килнĕ, иккĕмĕшĕсен сăлтавĕ - ачи-пăчи вуçех çукки тата ытти те. Чи асли 93 çулта, чи кĕçĕнни 64-ра. Пÿлĕмсенче таса та çутă, типтерлĕ.

Хисеплĕ ватăсем! Пĕтĕм тĕнчери  Ватă çынсен кунĕ ячĕпе кукаçисемпе кукамайсене, асаттесемпе асаннесене, мучисемпе кинемейсене, пĕтĕм ватăна ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп. Темле йывăр пулсан та эсир шанчăка, ĕненĕве ан çухатăр. Çÿл тÿпери хĕвел пурин çине те пĕрешкелех пăхать. Сывлăхăр юман пек çирĕп, кун-çулăр Атăл юханшывĕ пек вăрăм пултăр.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
01 октября 2008
00:00
Поделиться
;