Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

ЯЛ ХУÇАЛĂХНЕ - ТИВĔÇЛĔ КАДРСЕМ

Раççей экономики паян кадрсен ыйтăвне çивĕч тÿсни сисĕнет. Пĕр вăхăт рабочи профессийĕсен престижĕ чакни ял хуçалăхне те ура хучĕ, паян ку сфера квалификациллĕ ĕçченсем çителĕксĕррипе самаях уксаклать. Çавăнпа та халĕ пуçламăш тата вăтам професси вĕрентÿ учрежденийĕсен ролĕ ÿснине хăюллăн çирĕплетме пулать, вĕсем иккĕмĕш хут «çуралчĕç» тесен те йăнăш мар. Вăрнарти 29-мĕш училище акă шăпах ял хуçалăхне кирлĕ специалистсене хатĕрлет. Вăл чăннипех те мал опыт вĕрентĕвĕн центрĕ пулса тăчĕ. Коллективăн çĕнĕ условийĕсенчи ĕçĕ-хĕлĕ пирки паян училище директорĕпе Николай Васильевич ВАСИЛЬЕВПА калаçатпăр.

- Николай Васильевич, кăçалхи вĕренÿ çулне эсир юбилейлă датăпа кĕтĕр: училищĕне йĕркеленĕренпе 75 çул çитрĕ, хăвăр вара коллектива ертсе пыни вунă çула сулăнчĕ. Пĕтĕмлетмелли пурах ĕнтĕ;

Вăрнар училищине 75 çул каялла шăпах ял хуçалăх кадрĕсем - ÿсен-тăран ăстисем, кĕçĕн звено руководителĕсем,  фермерсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем  - çителĕксĕр пулнипе йĕркеленĕ. Пĕрремĕш занятисем октябрĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ. «Районти колхоз шкулĕнчен» тытăнса паянхи тапхăрччен кунтан 1400-е яхăн çамрăк  вĕренсе тухнă.

Эпĕ училищĕре ĕçлеме тытăннă çулсем шăпах вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе улăштарас тапхăрпа пĕр килчĕç. Çĕршывра, республикăра пуç илнĕ проектсем професси вĕрентĕвне те çĕнĕлĕхсем кĕртме хистерĕç. Пултаруллă, пуçаруллă коллектив умне те çивĕч задачăсем тухса тăчĕç. Пурнăç ыйтнине кура профессисене çĕнетессипе çине тăрса ĕçлеме тытăнтăмăр, ĕç рынокĕ ыйтманнине кура хăшĕсене вĕренÿ программинчен кăлартăмăр.

Паян акă промышленноçра тимлекенсен ĕç укçийĕ ял хуçалăхĕнче тăрăшакансенчен самай пысăкрах. Çавăнпах пулĕ нумайăшне çĕр ĕçĕ илĕртмест. Çак çитменлĕхе пĕтерес  шутпа эпир программăна паянхи пурнăçа кирлĕ специальноçсене кĕртрĕмĕр.

Чи малтанах техобслуживани  мастерĕсене хатĕрлеме пуçларăмăр. Ку енĕпе вĕренекенсем харăсах виçĕ професси алла илеççĕ: тракторист, водитель тата слесарь. Ачасем туртăнчĕç.

Хыççăнах механик профессине çул патăмăр. Мĕнпур вĕрентÿ учрежденийĕ хатĕрлеме тытăннăран бухгалтер специальноçне анлăлатрăмăр. Халĕ хĕрачасем пĕр харăсах виçĕ професси алла илеççĕ: пахча-çимĕç ăсти, бухгалтер, учетчик.

- Ĕç рынокĕн тишкерĕвĕпе ытти специальноçсене хатĕрлес ĕмĕтсем çук-и;

- Ĕмĕтсем, паллах, пысăк та çунатлă. Майсем пур чухне çĕнĕлĕхсене мĕншĕн çул парас мар; Çывăх вăхăтрах акă пирĕн училищĕрен строительсем вĕрентсе тухрĕç. Ĕç рынокĕнче паян каменщиксемпе электросварщиксем çителĕксĕр. Хальхи вăхăтра вĕсене хатĕрлеме база тăвассипе тимлетпĕр. Программăсем хатĕр ĕнтĕ, мастерсем пур. Май уйăхĕччен икĕ лаборатори хута каймалла.

- Темиçе çул каялла сирĕн училище вĕрентĕве модернизацилес конкурса хутшăнса Пĕтĕм тĕнчери реконструкципе аталану банкĕн пулăшăвне çĕнсе илнĕччĕ...

- Конкурссем, чи малтанах, вĕрентÿ учрежденийĕсен тупăшаслăхне ÿстереççĕ, тăрăшарах ĕçлеме хистеççĕ. Вĕсене эпир 2000 çултан хутшăнма тытăнтăмăр, хамăр никĕс çинче ресурс центрне йĕркелессипе нумай тăрăшрăмăр. Мĕн тетĕр - çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултартăмăрах. Пирĕн патра Австралирен Пĕтĕм Тĕнчери реконструкципе аталану банкĕн представителĕсем пулчĕç, реструктуризаци  ыйтăвĕпе пĕтĕм тĕнчери канашлу ирттерчĕç. Çак проекта хутшăнни училищĕн пурлăхпа техника базине самай çирĕплетме май пачĕ. Вĕрентÿпе производство бази çĕнĕ йышши технологисемпе, тĕрлĕ агрегатсемпе, офис оборудованийĕпе, мини-типографипе пуянланчĕ. Мультимедийлă аппаратурăсем классенче хăйсен вырăнне йышăнчĕç. Çакă вĕренÿ ĕçне те çăмăллатрĕ. Вĕренекенсем те, педколлектив та халĕ компьютерсемпе анлă усă курать. Паллах, эпир çак пулăшупа кăна лăпланса лармастпăр - кабинетсене паянхи куна тивĕçтерекен оборудованипе çĕнетсех пыма тăрăшатпăр.

- Эсир çирĕп алăллă хуçа пулни училищĕне кĕрсенех аван курăнать. Юлашки çулсенче пурнăçланă юсав ĕçĕсем те ал тупанĕ çинчи пек.

- Ĕçлеме килнĕ çула халĕ те ниепле те манаймастăп. Вĕренÿ корпусĕ тăхăр  çĕртен шыв юхтаратчĕ, преподавательсем кабинетсенчи «çумăртан» тазсемпе хÿтĕленетчĕç. Общежити тăрри вуникĕ, столовăй сакăр çĕртен шăпăртататчĕ. Чи малтанах тăрăсене çĕнетессипе тимлеме тиврĕ. Хыççăнах ăшă, канализаци системисене йĕркене кĕртрĕмĕр, кайран отделка ĕçĕсене тытăнтăмăр. Общежитинче калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă. Душевоя евростандарт шайне çитернĕ. Кунта тата вĕренÿ корпусĕнче те чÿречесене пĕтĕмпех çĕнетнĕ.

- Реструктуризаци ăнлав профессиллĕ вĕрентÿ тытăмне те çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ. Сахал комплектлă пулнăран Пăрачкаври професси училищине сирĕн филиал туса хучĕç. Чăрмавсем тухса тăмаççĕ-и;

- Филиал меслечĕпе виçĕ çул ĕçлетпĕр ĕнтĕ. Пăрачкав пирĕнтен аяккарах, анчах та унти училище хуçасăр тесе калас килмест манăн. Паянхи куна кунта  виççĕмĕш курсра икĕ ушкăн вĕренет, пĕлтĕр набор пулман. Пĕтĕм ĕçсене унчченхи  директор йĕркелесе пырать. Вĕрентÿ процесне аван пĕлет. Хам та унта час-часах пулатăп. Вăрнарта вĕсемпе вĕренÿ курсĕсем  ирттересси те йăлана кĕнĕ.

Кунсăр пуçне Чăваш ен Вĕрентÿ министерствин йышăнăвĕпе хупнă хыççăн Калининăри 24-мĕш училищĕри 1-2-мĕш курссене те эпир хамăр пата  йышăнтăмăр. Пирĕн маларах поварсем  хатĕрлес опыт пулман. Пĕлтĕр столовăйĕнчи склад çуртĕнче евроюсав туса сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне куçнă ушкăн валли вĕренÿ вырăнĕ хатĕрлеме  май пулчĕ.

Сăмах май каласан, ачасене вĕренме, канма условисем туса парассипе чылай тимлетпĕр. Ытти çĕрте вĕри апат пĕрре çитернипех çырлахаççĕ пулсан, пирĕн вĕренекенсем кунне виçĕ хутчен тÿлевсĕр апатланаççĕ. Кунсăр пуçне общежитинче вĕсене ятарласа плита та лартса панă.

- Паян эсир ачасен професси ăсталăхне ÿстерессипе чылай хуçалăхпа тачă çыхăнса ĕçлетĕр. Кунашкал тĕслĕхпе пур вĕренÿ заведенийĕ те мухтанма пултараймасть.

 - Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, паян нумайăшĕ çĕр ĕçченĕн профессине хака хумасть. Ашшĕ-амăшĕ те ачисене аслă шкулсене ярасшăн. Нумай чухне - ывăл-хĕрĕн кăмăл-туйăмне шута хумасăр. Çав вăхăтрах хуçалăхсем рабочи профессийĕ çитменнипе хăшкăлаççĕ.

Эпир чи малтанах ачасенчен пурнăç çыннисем тума тăрăшатпăр. Ку вăл дипломран, училище е институт пĕтернинчен мар, пурнăçра хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнинчен килет.

Пирĕн тĕп тĕллев вăл, паллах, - ял хуçалăхне тивĕçлĕ кадрсем хатĕрлесси. Çавăнпах ĕнтĕ производство практики çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Пирĕн вĕренекенсем çулсеренех районти хуçалăхсенче пулаççĕ, çĕнĕ, ресурссене перекетлекен агрегатсемпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. Кунсăр пуçне чылай çул ĕнтĕ Чулхула облаçĕнчи  «Горьковский» агрокомбинат пирĕн вĕренекенсене хапăлласа йышăнать. Кунта  иртекен практика - вĕсен малашлăхне палăртакан çул. Пахча-çимĕç ăстисем  чи çĕнĕ Итали тата Голланди технологийĕпе ĕçлеме хăнăхаççĕ. Пирĕн патран тухсан вĕсем пысăк  комбинатсене çăмăллăнах ĕçе вырнаçма  пултараççĕ. Пĕрлешсе ĕçлени икĕ еншĕн те çав тери усăллă.

- Професси вĕрентĕвне реформăлас проектра уйрăмах пултаруллă ачасене хавхалантарасси, педагогсен ăсталăхне ÿстересси тĕп вырăнта тăрать. Ку енĕпе сирĕн паха опыт пурах ĕнтĕ;

- Паллах. Пултаруллисене хавхалантарни ыттисене те малалла туртăнма хистет. Ачасен ăс-хакăлпа вăй-хăватне çур çул кăтартăвĕсемпе хаклатпăр. «4» тата «5» паллăпа вĕренекенсен стипендине акă 50: таран хăпартса паратпăр, «5»-пе кăна вĕренекенсене - 100: таран. «Иккĕпе» вĕренекене вара стипендинчен пачах хăтараççĕ, анчах та çак укçана вăл уйăхранах «тавăрма» пултарать, паллах,  паллăна тÿрлетнĕ хыççăн.

Алена Лапина кăçал акă Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиатки пулса тăчĕ.

Педколлектива илес пулсан, йыша пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ преподавательсем чăмăртаннă. Нумайăшĕ Раççей шайĕнчи наградăсене тивĕçнĕ. Аслисемпе çамрăксем пĕрлешсе ĕçлесси йăлана кĕнĕ.

Эпĕ паян юратнă коллектива, ветерансене, вĕренекенсене тăван училищăн 75 çулхи юбилейĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп. Вĕренÿ - яланах тĕплĕ тумалли ĕç. Эппин, сирĕн чунăрсенче вĕренес тата вĕрентес туртăм нихăçан та ан чактăр. Яланах телейлĕ, çирĕп сывлăхлă пулăр. Уяв ячĕпе!



"Çĕнтерÿ çуле"
01 октября 2008
00:00
Поделиться
;