Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Январьти хăярсем июльти розăсенчес те илĕртÿллĕрех

Нумай чухне эпир тĕлĕнмелле ăста, пултаруллă çынсем хамăрпа юнашар пурăннине чухламастпăр та. Вĕсем пулас ăрусемшĕн тĕслĕх вырăнне пулса кăсăклă ĕçпе вичкĕн ăс темĕнле йывăрлăха та çĕнме май пуррине çирĕплетеççĕ. Çакнашкал çынсенчен пĕри вăл - Зоя Ильинична Кузнецова, Вăрнарти 29-мĕш училищĕн производство вĕрентĕвĕн мастерĕ.

Зоя Ильинична училищĕне ăнсăртран килсе лекмен. Хăй вăхăтĕнче кунта вăл пахча-çимĕç ăсти профессине алла илнĕ. Çак туртăм вара унăн чунĕнче пĕчĕкренех тĕвĕленнĕ. Кĕçĕн çулсенчех вăл çыннăн çĕршĕн яваплă пулмаллине пĕлсе çитĕннĕ. Ку енĕпе тĕрĕс ăс параканĕ - унăн тетĕшĕ, Михаил Иудич Михеев. Вăл Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари шкулта биологие вĕрентнĕ, шкулăн хушма хуçалăхĕнче чавнă икĕ хысаклă парник-теплица йĕркеленĕ. Пĕчĕк кăмакапа хутса ăшăтакан «пахчара» йывăç стеллажсем тата пĕр вĕлле вырнаçтарнă. Вĕренекенсем учительпе пĕрле унта çулталăк тăршшĕпех хăяр, симĕс сухан, редис, укроп, калла чечексем çитĕнтернĕ. Чăннипех кăсăклă: урамра шартлама сивĕ, кантăк «ăшĕнче» вара пахча-çимĕç ешерет. Зоя Ильиничнан пушă вăхăчĕ кунтах иртнĕ темелле. Михаил Иудич панă уроксем унăн асĕнче ĕмĕрлĕх юлнă. Вăл вĕрентнипе тăван килĕ умĕнче лартнă пан улми сачĕ акă халĕ те пуян çимĕçпе савăнтарать.

- Михаил Иудич мана тăван çĕре, мĕнпур чĕрĕ япалана юратма, ÿсен-тăран чĕлхине вĕрентрĕ, - аса илет пултаруллă преподаватель.

Ыттисем пек професси суйласа халтан кайман вăл - 8-мĕш класс пĕтерсенех Вăрнара килнĕ, училищĕне вĕренме кĕнĕ. Шăпа Зоя Ильиничнана тата тепĕр ырă та ăста çынпа тĕл пултарнă. Зоя Ивановна Осипова уншăн идеал пулса тăнă. Класс руководителĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ушкăнри  30 хĕрпе каччăна пĕр туслă çемьене чăмăртама пултарнă.

Вĕренÿ вăхăчĕ Зоя Ильиничнан асĕнче ырă йĕр хăварни куçкĕретех. Уроксенчен те ытларах производство практики çинчен вăл хăпартлансах каласа пачĕ. «Батыревский» пахча-çимĕç питомникĕнче илнĕ опыт паян кун та пысăк пулăшу парать ăна. Уйрăмах ăна çимĕç йывăççине папкапа сыпни асра юлнă. Питомникăн тĕп агрономĕ Ф.А.Шамбазов çак процесса хирурги операцийĕпе танлаштарнă. Çавăнпа та вĕренекенсем ку ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланă. Кунсерен 700-шер вăрман улмуççине сыпма тивнĕ. Пĕр йывăç çинчех тĕрлĕ сорт çитĕнтерме май килни вĕренекенсене уйрăмах кăсăклантарнă. Кунашкал тĕлĕнтермĕш Зоя Ильиничнан пахчинче те çитĕнет: пĕр тураттинчен - «антоновка», тепринчен - «Мускав грушовки», виççĕмĕшĕнчен «ылтăн китайка» пан улмисем усăнаççĕ.

- Зоя Ивановна маншăн класс ертÿçипе вĕрентекен кăна мар, вăл - чăн-чăн çын. Хăйĕн ĕçĕпе, хăйĕн пĕтĕм пурнăçĕпе вăл малалла талпăнакан чуншăн нимĕнле йывăрлăх та çуккине кăтартса пачĕ. Педагог пулнă май, эпĕ ăна час-часах аса илетĕп, унăн меслечĕсемпе хам ĕçре усă куратăп, - тет Зоя Ильинична.

Училище хыççăн шăпа Зоя Ильиничнăна Мускав облаçĕнчен «Заокский» совхоза илсе çитернĕ. Çулла уçă çĕрте тимленĕ, хĕлле Одинцово районĕнчи «Матвеевский» теплица комбинатне куçнă. Кунти ĕç уйрăмах тыткăнланă. Чÿрече умĕнче тем хулăнăш юр, пÿлĕме чĕрĕ чечексем илемлетеççĕ,  симĕс çимĕçсем куçа илĕртеççĕ. «Январьти хăярсем июльти роза клумбисенчен те пахарах», - хăй ĕçне чĕререн юратни педагогăн кашни сăмахĕнче аван палăрать.

1976 çулта çăмăллăнах Чăваш ял хуçалăх институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Виçĕ çултан Вăрнара таврăнать, тăван училищĕре комсомол организацийĕн секретарĕнче тимлеме тытăнать, тата тепĕр виçĕ çултан - производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче.

Çакăнтан пуçланать те унăн творчествăлла çул-йĕрĕ - ачасене воспитани парасси, вĕсене тăван çĕре, ÿсен-тăрансене юратма вĕрентесси.

Мĕнле пулмалла-ха пахча-çимĕç ăстин; Тимлĕ. Ĕçчен. Чăтăмлă. Пултаруллă. Чи кирли - çĕрпе чакаланма ÿркенменни - акă мĕнлерех педагогăн тĕллевĕ. Хăйĕн вăтăра яхăн ĕç çулĕнче чĕри витĕр миçе ăру кăларман-ши; «Çимĕçĕ» пуян - пиллĕкçĕре яхăн ача. Урокĕсем - чăн-чăн пултаруллăх «лаççи». Зоя Ильинична вĕсенче йĕркелÿçĕпе вĕрентекен çеç мар, çĕр ĕçченĕ вырăнĕнче те. Класс тулашĕнчи мероприятисем тата мĕнлерех кăсăклă иртеççĕ. Вĕсем пурте - профессие юратма вĕрентекеннисем.

Нумай енлĕ ĕçĕнчен ытла Зоя Ильиничнан чĕри ырăлăхпа çав тери пуян. Хăйĕн вĕрентекенĕсемшĕн вăл - педагог та, тухтăр та, анне те.

Чи кирли - ачасене хисеплеме пĕлни. Уйрăмах шăпа кÿрентернĕ е ашшĕ-амăш хÿтти çук ачасене пулăшу кирлĕ. Хам ĕçре çакна тĕп тĕллевсен йышне лартатăп, - тет Зоя Ильинична. Çакăн валли вара вăл вăйне те, пĕлĕвне те, вăхăтне те шеллемест.

Ахальтен мар ĕнтĕ ăста педагога ял хуçалăх кадрĕсем хатĕрлес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани панăшăн темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе чысланă: Раççей Федерацийĕн тата Чăваш ен Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин - виçшер, районтан тата училищĕрен панисем чылай.

Тăван училищĕре çеç мар, ăста педагога поселокра та аван пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Çамрăк ĕçтешĕсем унран тĕслĕх илеççĕ, ун пек пулма тăрăшаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 октября 2008
00:00
Поделиться
;