Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Юрать-ха, вĕренÿ кăна...

Вăрнарти почтамта, акă, укçа леçес тĕллевпе инкассаторсен бригади килсе çитет. Вĕсем çирĕп йĕркене пăхăнса ятарлă автомобильтен тухаççĕ. Анчах... инкассаторсене кунта преступниксем кĕтсе тăнă иккен, вĕсенчен пĕри автоматран  пеме тытăнать. Икĕ инкассатор çавăнтах вилĕ ÿкеççĕ, тепри йывăр аманать. Преступниксем вара çакна кăна кĕтнĕ -  укçа сумкине ярса илсе почтамт çывăхĕнчи тăкăрлăкалла чупаççĕ, кунта хăйсене кĕтсе тăракан машинăпа тарса çухалаççĕ.

Пĕр тăхтаса тăмасăр, аманнă инкассатор пĕлтернĕ уйрăм паллăсем тăрăх шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕн сотрудникĕсем шырав ĕçĕсене пуçлаççĕ: Вăрнартан тухакан кашни çула тĕрĕслеççĕ, ГИБДД ĕçченĕсене преступниксен машинин паллисене пĕлтереççĕ тата ытти те. Çапла майпа, инкассаторсене тапăннисене çул-йĕр инспекторĕсем Калинино сали çывăхĕнче тытса чарма пултарнă.

Çав кунах шалти ĕçсен пайне казначейство уйрăмĕнче сирпĕтмелли хатĕр евĕр япала выртни çинчен хыпар пĕлтернĕ. Милици ĕçченĕсем васкавлăн çирĕп мерăсем йышăннă: çуртран çынсене кăларнă, территорие хупăрласа тимлĕхе илнĕ, преступление тума пултарнă çынна паллăсем тăрăх палăртнă. Çĕмĕрлерен килсе çитнĕ взрывотехник сирпĕтмелли хатĕре сиенлетнĕ. Киревсĕр ĕç тума пултарнă çын та инçех тарса ÿкеймен - ăна йĕрке хуралçисем çийĕнчех ярса илнĕ.

Вулакансене лăплантарма васкатпăр: сентябрĕн 25-мĕшĕнче Вăрнарти почтамтра тата  казначейство уйрăмĕнче пулса иртнĕ ку преступленисем  чăннипе пулман. Кунта террорла актсене хирĕç кĕрешессипе çыхăннă профилактика тĕллевлĕ мероприятисене, ку учрежденисемпе шалти ĕçсен районти пайĕн ятарлă вĕренĕвне ирттернĕ. Тĕрĕссипе каласан, çакнашкал террорла актсене асăрхаттарассипе çыхăннă пĕрлехи вĕренÿ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ятарлă службăсен киревсĕр ĕçсене асăрхаттарма е хăрушă лару-тăрура кирлĕ мерăсем йышăнма яланах хатĕр пулмалла.

Акă, шалти ĕçсен Вăрнар районĕнчи пайĕнче те почтамтра тата казначейство уйрăмĕнче ирттернĕ вĕренĕве тишкернĕ, çитменлĕхсене сÿтсе явнă, ÿсĕмсене палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен, пай пуçлăхĕсен тата сотрудниксен ĕçне лайăх хак панă.



"Çĕнтерÿ çуле"
01 октября 2008
00:00
Поделиться
;