Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнĕ саккун ачасене сиенлĕ информацирен хăтарма пулăшĕ-и;

Паян çын хăйне кирлĕ хăть хăш информацие çăмăллăнах тупма пултарать. Хаçат-журнал урлă-и, кĕнеке страницисенче-и, вулама ÿркенекенни компьютер урлă-и - ку пĕлтерĕшлĕ мар. Анчах аслисемпе танах пичет изданийĕсем, аудио- тата видеопродукци çак информаципе ачасене те ирĕклĕнех тивĕçтерме хатĕр. Вĕсенчен кашниех хăйĕншĕн усăллине, кирлине суйлама пĕлмест - хитрипе, тĕрлĕ тĕслĕ картинкăпа, рекламăпа илĕртĕнет. Никамшăн та вăрттăнлăх мар: ют çĕршывсенче ÿкернĕ фильмсенчи хĕç-пăшалпа çапăçакан геройсем ачасемпе çамрăксен кумирĕсем пулса тăчĕç, арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем çинчен çыракан тĕрлĕ тĕслĕ хаçат-журналсем (киосксенче чи курăнакан вырăна вырнаçтарнăскерсем) кăсăклăх çуратаççĕ, алкогольпе сигаретсен ирĕклĕ реклами юраман çимĕçе тутанса пăхма хистет.

Çакна ăнланса, курса тăрса республикăра ачасене пысăк сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси çинчен пĕрре мар сăмах пуçарнă, 2005 çулта ятарлă саккун та хатĕрлесе çитернĕ. Анчах миçе çын, çавăн чухлĕ шухăш... Пĕрисем икĕ алăпах сасăласа саккуна йышăнма хавас, теприсем (хăйсен бизнес интересĕсене мала хурса) ăна хирĕç. Паллах, нормативсенче çитменлĕхсем те пулнă: сăмахран, информацие мĕнле паллăсемпе сиенли е ачасемшĕн юрăхли çине уйăрасси уçăмлă мар (пĕр шутласан, пĕчĕккисем валли çырнă «Муха-Цокотуха» юмахри «ырă» вăрăмтуна та эрешмене пуртăпа касса вĕлерме вĕрентет-çке). Çапла саккун сÿтсе явас шайра кăна  юлнă. Анчах вăхăт иртнĕçемĕн  лару-тăру хăйне хăй лайăх енне улшăнман. Чăнах та, ачасене вĕсен ÿт-пÿ, ăс-тăн, психика тата кăмăл-сипет аталанăвне япăх витĕм кÿрекен, сывă ăру çитĕнтерме курăмлă чăрмавсем тăвакан пичет, видео-аудио тата ытти продукцирен хÿтĕлеме чи çÿллĕ шайра нормативлă актсем йышăнмалли алă тупанĕ çинчи пекех курăнса тăнă. Халĕ ку саккун проекчĕ республикăра хатĕр ĕнтĕ, вăл йышăну тапхăрĕнче шутланать.

Саккуна пĕтĕмĕшле тăватă статья кĕртнĕ. Кĕскен пăхса тухас-тăк, пĕрремĕшĕнче саккунри тĕп ăнлавсене кăтартнă. Иккĕмĕшĕнче 16 çула çитмен ачасемшĕн сиенлĕ информациллĕ продукцие вĕрентÿ, ача-пăча, медицина, спорт тата культура, тĕн организацийĕсен пÿлĕмĕсенче, çурчĕсем çинче, вĕсен чиккисенчен 500 метр çывăхрах, обществăлла транспортра, обществăлла тата массăллă мероприятисем ирттернĕ вăхăтра, сарма юраманнине палăртнă. Кунашкал продукцие вырăнти самоуправлени органĕ çирĕплетнĕ ятарлă пÿлĕмре е çуртра кăна халăха тивĕçтерме ирĕк  пур.

Виççĕмĕш статьяра çырнă тăрăх, ачасене сиен кÿме пултаракан продукцие уйăрма эксперт комиссийĕ йĕркелемелле. Саккун ыйтнине пурнăçлас теменнисен, паллах, явап тытма тивет (4-мĕш статья).

Çапах та саккунра ĕçлесе çитермелли, хăш-пĕр уçăмлă мар вырăнсем пур-ха - çакна пурте пĕр саслăн пĕлтереççĕ. Шăпах та çÿлерех асăннă саккун проектне сÿтсе явма тата тĕрлĕ сĕнÿсене итлеме республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, ачасемпе çамрăксен библиотекисен представителĕсем, издательство тата кĕнекесемпе хаçат-журналсене халăха салатас тытăмра тимлекенсем ытларикун «çавра сĕтел» тавра пухăнчĕç. Тĕрĕссипе каласан, саккун вĕсен ĕçне тÿрремĕнех витĕм кÿрет.

Информаци тĕлĕшпе ачасен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă саккуна пурнăçа кĕртессине ЧР культура, национальсен ĕçĕсен, информаци политикипе архив ĕçĕсен министерстви уйрăм тимлĕхе илнĕ май, «çавра сĕтел» ĕçне Р.Лизакова министр йĕркелесе пычĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ В.Мидуков пĕрремĕш тухса калаçрĕ, чаракан, явап тыттаракан нормативсене йышăннипе пĕрлех вĕрентÿллĕ, воспитани паракан мерăсен пĕлтерĕшне шута илмеллине те палăртрĕ.

Чăваш енри прокуратура сотрудникĕсем ирттерекен тĕрĕслевсем сывлăха, ăс-тăна, сиен кÿрекен информаципе тивĕçтерме пултаракан продукци ачасемшĕн хулара та, районсенче те  пурпĕрех ирĕклĕ пулнине кăтартса панă. Хăш-пĕр библиотекăсенче кĕнекесен ассортименчĕ нормативлă актсенче ыйтнине пăхăнмасть, ачасемпе çамрăксене хаçат-журналсенче телефон çине куçармалли эротикăллă сăнÿкерчĕксемпе вăйăсем сĕнеççĕ, юнлă çапăçусене сăнлакан кĕнекесем те лавккасенче тем чухлех...- тупса палăртнă çитменлĕхсен списокне татах тăсма  пулать. Сиенлĕ информаци витĕмĕ вара çамрăксем хушшинче наркомансем, эрех-сăрапа туслашакансем, преступниксем ÿссе пынинче аван палăрнине çирĕплетрĕ ЧР çула çитменнисемпе çамрăксен ĕçĕсемпе тимлекен прокурорĕ Н.Степанова. Унăн сăмахĕсемпе килĕшмесĕр йывăр - прокурора тимлĕ итленĕ май, ашшĕ-амăшĕсене те ывăлăр е хĕрĕр валли туянас умĕн хаçат-журналпа е кĕнекепе тĕплĕн, умринчен пуçласа хыçалти страницăчченех, паллашма сĕнес шухăш çуралчĕ.

Кĕнеке лавккисем пирки уйрăм калаçу пырать. Вĕсем чылай çул пĕр вырăнтах ĕçлеççĕ, тем тĕрлĕ кĕнеке сĕнеççĕ туянакансене. Анчах саккун ачасемшĕн кирлĕ мар информацие ача-пăча, вĕренÿ, медицина, спорт, культура, тĕн организацийĕсенчен 500 метртан аяккарах кăна сарма ирĕк парать. Мĕн тумалла - лавккана тепĕр вырăна куçармалла-и, анчах ыйтăва татса памаллах. Кайран йывăрлăхсем ан тухччăр тесен, саккун проектне тĕрĕс шая çитерме Чăваш библиотека коллекторĕн ертÿçисен те хутшăнмаллине, лару-тăрăва уçăмлатмалли сĕнÿсем памаллине палăртрĕ Р.Лизакова министр.

Чăнах та, «çавра сĕтел» ку саккун проектне сÿтсе явас ĕçĕн пуçламăшĕ пулчĕ. Ăна йышăнса саккунлă вăя кĕриччен тĕрлĕ енсене итлесе пĕтĕмлетÿсем тумалла. Темле пулсан та, çакнашкал нормативлă актсен кирлĕлĕхĕ уççăн курăнать. Çапах та саккун вăл - саккунах, анчах, ан манăр, ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕ, аслисем - тĕслĕх. Вĕсене мĕнпур информацирен вĕрентÿллине, усă параканнине суйлама хăнăхтарăр, ачасен интересĕсемпе кăсăкланăр, ыррипе усаллине уйăрма вĕрентĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;