Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç кăтартăвĕсем лайăх

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 13724 гектар çинчен пĕтĕмпех çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç - 26 центнер. Уйрăм хуçалăхсенче кăтарту тата  пысăкрах.

Çĕр улми пуссинче те ĕç вĕçленсе пырать. «Хорнзор», «Янгорчино» кооперативсенче, «Агрохмель» тулли мар яваплă обществăра «иккĕмĕш çăкăра» юлашки гектарсем çинчен кăлараççĕ.

Пулас тухăç никĕсне кăçал районта 4859 гектар хывса хăварнă, çĕр 5090 гектар сухаланă.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;