Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ачасене пехилленĕ пурнăç

Мăн Явăшри чи хисеплĕ, чи сумлă ветерансенчен пĕри - Ева  Васильевна Языкова. Çак кунсенче вăл 80 çула кайрĕ. Тараватлă та сăпайлăскер, çур пурнăçне ачасене тарăн пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, çирĕп сывлăхлă çитĕнтерес, тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе пехилленĕ. Педагогикăри ÿсĕмсемшĕн ăна нумай  награда парса чыс тунă.

 

Вăрăм пурнăçра тем те куратăн, теме те хăнăхатăн. Ева Васильевна, çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен маларах çуралнăскер, тăван халăхшăн çăмăл килмен тапхăра лайăх астăвать. Вăрçă çулĕсенче ялти мĕнпур йывăр ĕç ватти-вĕтти çине тиеннине ăçтан манĕ-ха вăл; Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăл килмен.

Юбилей умĕнхи тĕл пулура асаилÿ çăмхи мĕн чухлĕ сÿтĕлмерĕ пулĕ; Ялти тертлĕ пурнăç Евăн пултарулăх çăлкуçне хуплама паман. Вăл, учительница пулас ĕмĕтпе çунатланса ÿснĕскер, Калининăри педагогика училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ те, Мăн Явăшри 7 çул вĕренмелли шкулта кĕçĕн классенчи ачасене пĕлÿ пама тытăннă.

- Пирвайхи уроксене епле ирттернине аса илетĕп те, йĕрес килет. Ачасем сывлăх енчен хавшакчĕ, çи-пуçĕсем япăхчĕ, çырма тетрачĕ те, вулама кĕнеки те çитместчĕ. Хĕллехи уйăхсенче шкула хутса ăшăтма вутти те тивĕçместчĕ. Пурнăçĕ ун чухне йывăр килнĕ пулин те, ачасен вĕренес шухăш-ĕмĕчĕ пысăкчĕ. Хамăр та пулас ăрăва хăвăртрах ура çине тăратас, ăна çирĕп пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă, çĕршыва юрăхлă çынсем тăвас тесе чуна парса ĕçлеттĕмĕр. Эпир вĕрентсе кăларнă ачасем халĕ ăçта, кам пулса ĕçлемеççĕ пулĕ!

Раççейĕпех саланса тымарланнă Мăн Явăшăн ывăл-хĕрĕсем. Вĕсем хушшинче наука çулĕ çине тăнисем, сăнавпа тĕпчев институчĕсен лабораторийĕсенче, ординатурăсемпе аспирантурăсенче диссертацисем хÿтĕлесе ăслăлăх çулĕпе утакансем те пур.

Учителĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ йăлтах хăй вĕрентекен ачасен ăс-тăнĕнче палăрать. Пĕрремĕш класа килнĕ ачана вулама-çырма, шутлама вĕрентесси, тĕрĕсрех каласан, ăна пĕлÿ çулĕ çине тăратасси йăлтах кĕçĕн классенчи педагогсенчен килет. Вĕсем калăплаççĕ пулас ăрун никĕсне. Ева Васильевна 41 çул хушшинче çак ĕçе мĕн чухлĕ вăй хуман-ши;

- Вăл ирттернĕ уроксенче темĕнле асамлăх вăйĕ пур пек туйăнатчĕ. Кашниех - чăн-чăн уявччĕ, ачасене шухăшлаттармалли шыравччĕ, тĕрлĕ пулăмсем тăрăх ирттермелли сăнавччĕ. Вĕсем нихçан та пĕр евĕрлĕ, кичем иртместчĕç, - çапла хак парать пĕрле ĕçлесе ватлăхри канăва тухнă Людмила Павловна Белова педагог.

Е.Языкова педагог-ветеранăн чунĕ халĕ пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнă, хăй вĕрентсе кăларнă çынсен чĕрисенче, пĕлĕвĕ - вĕсен çирĕп ăс-тăнĕсенче. Çавăнпа-и, тен, Ева Васильевна патне тав çырăвĕсем нумай  килеççĕ. «Эсир ирттернĕ асран кайми уроксем пирĕншĕн пурнăç урокĕсем евĕрех пулнă. Сирĕн ăшă куллу, çепĕç кăмăлу, илемлĕ чуну, иксĕлми ăс-тăну пире çирĕп пĕлÿ илме вăй-хал, çÿлелле улăхма çунат парса тăратчĕç. Çавăншăн тайма пуç Сире, хаклă вĕрентекенĕмĕр», - çырать акă унăн вĕренекенĕ, Чăваш патшалăх университетĕнчи истори наукисен докторĕ Леонид Александрович Таймасов профессор.

Ева Васильевнăн мăшăрĕ, Петр Степанович Языков, арăмĕ пекех ĕçчен, сăпайлă, ăслă, çынсемпе вашават. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ кăçал 83 çул тултарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн, юхăннă колхоза ура çине тăратнă çĕрте пĕтĕм вăй-халне парса ĕçленĕшĕн ăна 3 орден тата 8 медальпе наградăланă, «Чăваш Республикин  ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Çакнашкал чыса Явăш тăрăхĕнче никамах та тивĕçмен.

Ялти чи хисеплĕ те чи сумлă мăшăр 6 ача пăхса çитĕнтернĕ, кашнине пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çынсене ырă тăвас, йывăрлăхра алă парас, вăй хурса пурнăçа малалла ярас тĕллев-ĕмĕтлĕ ачисем. Вĕсем пĕри тепринчен илемлĕрех, маттуртарах. Ултă ача - ултă тĕрлĕ ĕçре. Людмила амăшĕ пекех учитель профессине суйласа илнĕ, Çĕнĕ Шупашкарти пĕр шкулта директор пулса ĕçлет. Ăна ачасене вĕрентес, тивĕçлĕ воспитани парас çĕрте пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята панă. Наташа хĕрĕ Çĕнĕ Шупашкарта библиотека заведующийĕнче тимлет. Галина, ялти шкулта вĕреннĕ чухнех техникăна кăмăлланăскер, инженер профессине алла илсе Шупашкарти Чапаев ячĕллĕ заводри цеха ертсе пырать. Ирина хĕрĕн сукмакĕ тата кăсăклăрах, паллă юрист пулса çĕршывăн тĕп хулинче - Мускавра - ĕçлет. Лена ют çĕрте телей шыраса çÿремерĕ, тантăшĕсем ÿкĕтлесен те шавлă хулара пурăнма килĕшмерĕ. Ашшĕ пекех ял хуçалăхне кăмăлларĕ. Хăй çуралнă вырăнти çăкăр-тăварпа, унти сывлăшпа, тăван ялăн ăшшине лайăх  туйса ÿснĕскер, уй-хирте çанă тавăрса ĕçлессине чи пысăк тивĕçсенчен пĕри тесе шутларĕ. Станислав ывăлĕ Украинăри Краснопартизанск хулинче инженер-электрик пулса ĕçлет.

Йăх тымарланса, туратланса çирĕпленнишĕн, ачисем çемье чысне ырă енĕпе тĕрĕс тытса пынишĕн ашшĕпе амăшĕ питĕ савăнаççĕ. Мăнукĕсем кăна вуннăн. Вĕсен телейĕшĕн, сывлăхĕшĕн, ăнăçăвĕшĕн, ĕмĕт-тĕллевĕсем пурнăçланассишĕн тăрăшаççĕ Языковсем. Çакăн пек хисеплĕ çемьесем Явăш тăрăхĕнче татах та йышланччĕр, вĕсен ырă чунĕсем малашне те ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх пулччĕр, маяк пек çутатса тăччăр.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;