Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Йывăрлăхсене çĕнсе

Хапăс тата Мăньял Хапăс хушшипе иртекен асфальт сарнă паянхи çул Вăрнарпа Шупашкара çыхăнтарать. Çур ĕмĕр каялла çак çулпа хальхи чухлĕ техника çÿреймен, йĕпе-сапара çуран утса тухма та хĕн пулнă. Ас тăвасса, çул тунă чухне пире те план панăччĕ: малтан икĕ аяккипе çереме пăсса хăпартрăмăр, унтан лавсемпе хăйăр турттарса сартăмăр. Кунта ĕçлесе илнĕ укçана пĕр пус та алла илсе кураймарăм - 50 тенкĕлĕх заем çырăнтарчĕç. Чăн та, Калининăри вăтам шкулта вĕреннĕ чухне, выляв таблици хаçатра пичетленсе тухсассăн, çак заемăн вунă процентне эпĕ те выляса илтĕм.

Нурăс çулĕ ачаран паллă пулнă. 1948 çулта пирĕн тăрăха çил-тăвăл аркатса кайрĕ. Çав кун çул хĕррипе ĕне касăвне пăхаттăмăр. Утă тиенĕ пĕр автомашина Кÿлхĕрри еннелле анатчĕ. Çил-тăвăл уйри çĕмелсене аркатса кайрĕ. Тавралăх уçăлса кайрĕ те, ураписемпе çÿлелле выртакан автомашина курăнчĕ.

1953 çул. Çĕр улми патне Бакуран килнĕ çар машинисем çак çул çинче кĕрсе ларнă. Вăрçа-вăрçа, усал сăмахсем каласа, буксирпа машинăсене сĕтĕреççĕ. Çавăнтанпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ ĕнтĕ. Хĕллехи çил-тăман юр хывса лартасран çул хĕррипе щитсем тăратма тахçанах пăрахнă, йывăçсем мăнаçланса ÿссе кайрĕç. Хайхи щитсене киле илсе кайса вут тунăшăн Назарин Ваçлине суд тенкелĕ çине лартрĕç, унăн тăкака саплаштарма ĕнине сутма лекрĕ. Çакă та асрах.

Çартан курма килтĕм те вокзалта тепĕр салтака - Нурăс енчи йĕкĕте - куртăм. Çĕр варринче тухса утрăмăр тăван килелле. Çавăн чухне самаях «савăнтарчĕç» салтак аттипе шинелĕ, кĕрхи пылчăкпа чĕркуççи таранчченех варалантăмăр.

Чылай кĕтме тиврĕ çак çула, асфальт сарса йĕркене кĕртиччен. Паян вăл çатма пек çап-çутă выртать, автомашинăсем çĕрĕн-кунĕн çил пек вашлаттарса иртеççĕ. Мăньял-хапăссем унччен Вăрнара тÿрĕрен çÿренĕ. Утма çул Салука вăрманĕнче тахçанах хупланнă ĕнтĕ. Çуран утасси те манăçра халĕ. Тепĕр тесен, питĕ шел. Уçă сывлăшра утнине нимĕн те çитмест.

Вăрçă хыççăн пурнăç самаях улшăнчĕ. Паллах, халăхăн сахал мар тар тăкма тивнĕ çакăншăн. Тепĕр чухне чун тарăхать пирĕн вăхăтри çынсен ĕçне харама янăшăн. Ăнăçсăр политиксене пула хăватлă та мăнаçлă çĕршыв арканчĕ. Çакă вара халăх умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Вĕсене çĕнме халĕ вăй-хал, укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Çакна яр-уççăн çирĕплетекен тĕслĕхсене Чăвашран Белоруссине кайнă корреспондентсем телевиденипе кăтартакан репортажсенче курма пулать. Япăх мар пурăнаççĕ белоруссем.

Чăн та, хамăр тăрăхра та ырă улшăнусем пулни савăнтарать. Сăмахран, Чăваш ен Президенчĕ çине тăнипе кăçал республикăри мĕнпур ялсене асфальтлă çулсемпе çыхăнтарас ĕçе вĕçлеççĕ. Çитес çул ялсен урамĕсене йĕркене кĕртсе асфальт сарма пуçлаççĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;