Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Куç курманнисем те ăста

Шупашкарта Республикăри куç курманнисем хушшинче шашка-шахмат турнирĕ иртрĕ.

Унта пурĕ 47 çын хутшăнчĕ. Вăрнар районĕнчи куç курманнисен организацийĕсенчен шахматла В.Порфирьев, шашкăлла Е.Никитин Хурăнсур Çармăс, С.Сотников (Йĕпреç), Г.Мясникова (Çĕрпел) тупăшрĕç.

Эпĕ çакăн пек турнира пĕрремĕш хутшăнтăм, питĕ тĕлĕнтĕм, мĕнле майпа куç курман çынсем шашкă-шахматла выляма пĕлнинчен. Пĕрремĕш ушкăнра пач курман çынсем те хутшăнчĕç. Эпĕ пысăк çитĕнÿсем тăваймарăм. Вăрнартан Е.Никитин питĕ лайăх вылярĕ. Ăна III степеньлĕ диплом тата медаль, укçан парне парса чысларĕç.

ООО «Мила» ертÿçине Ю.Иванова питĕ пысăк тав сăмахĕ калас килет. Вăл пулăшнипе çак турнира кайса килтĕмĕр.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;