Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕрлешсе ĕçлени ÿсĕмлĕ

Чăваш ен Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă «Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр» çырăвĕнче професси вĕрентĕвĕн ыйтăвне çивĕчрен те  çивĕч ыйтусен шутне кĕртнĕ. Унта вăл «ĕç рынокĕ енчен требованисем ÿссе пынине шута илсе эпир часах общественноç умне тăтăш вĕрентĕве йĕркелесе, унта професси вĕрентĕвне те кĕртсе, çын капиталĕн пахалăхне тата ытларах ÿстерес тĕллевпе республикăра вĕрентÿ аталанăвĕн малашлăхне тăрататпăр» тенĕ.

Президентăн Çырăвне, çавăн пекех çĕршыври малашлăхлă программăсене тĕпе хывса Вăрнарти 29-мĕш училищĕре професси вĕрентĕвне çÿллĕ шайра лартнă. Юлашки çулсенче ĕç рынокĕ ыйтнипе кĕртнĕ профессисем акă ял хуçалăхĕшĕн те шанчăклăх çуратаççĕ. Кунтан пурнăçа кирлĕ, ăста кадрсем тухаççĕ. Çакна чылай тĕслĕхпе çирĕплетме пулать. Паллах, вĕренекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе те. Училище практикине кĕртнĕ мел вĕсен пĕлĕвне ĕçре туллин туптама май парать - хĕрсемпе каччăсем производство вĕрентĕвне çулсерен вăйлă хуçалăхсенче ирттереççĕ. «Санары», «Гвардеец», «Победа», «Броневик» хуçалăхсем, «Агрохмель», «Вурнарская» агрофирмăсем килĕшÿ тăрăх ачасене хапăлласах йышăнаççĕ. Çакă икĕ еншĕн те усăллă: пĕрисем ĕç вăйĕпе пуянланаççĕ, техника пулăшăвне туяççĕ, теприсем опыт пухаççĕ.

- 29-мĕш училищĕпе эпир 2003 çултанпа çыхăну тытатпăр. Пулăшу кирлĕ вăхăтра вĕсем патне пĕрре кăна тухман: килĕшÿпе дирекци техникăпа та, ĕç вăйĕ парса та пулăшать, - каласа парать «Санары» хуçалăх ертÿçи Роберт Петров. - Вăхăтĕнче училищĕне эпир  çĕр те уйăрса панăччĕ. Кăçал акă вĕренекенсем çĕр улми кăларса пулăшрĕç, столовăйĕнче ĕçлерĕç, тырă вырса пуçтарчĕç, суха ĕçĕсем турĕç. Пирĕн патра ĕçлеме тивĕçлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен эпир чи çĕнĕ техникăпа усă куратпăр, технологисене пăхăнса ĕçлетпĕр. Парта хушшинче кăна ларнипе хуçалăхра ĕçлеймĕн, курса вĕренни çĕр хут лайăхрах.

Роберт Игнатьевич училище хуçалăхсемпе тачă çыхăнса ĕçлени тивĕçлĕ кадрсем хатĕрлесе кăларас ĕçре пысăк пулăшу панине уйрăммăн палăртрĕ.

«Гвардеец» хуçалăхри çĕр ĕçĕсен пысăк пайне кăçал пĕтĕмпех хăйсен техникипе Вăрнарти 29-мĕш училищĕре вĕренекенсем пурнăçланă. Иртнĕ кĕркунне 480  гектар суха тунă, кăçалхи вырмара икĕ комбайнпа 200 ытла гектар тырă çапса тĕшĕленĕ, 150 гектар кĕрхи тулăпа ыраш акнă, çĕр улми валли çĕр хатĕрленĕ, лартнă, çырнă, им-çамланă, кăларнă т. ыт. те.

- Производство вĕрентĕвĕ вăхăтĕнче пирĕн хуçалăхра нумай ача ĕçлерĕ. Вĕсене чăнах та механизаторсен шайне çитнĕ тесе хаклатăп. Паллах, вĕренмелли те пур. Анчах училищĕрен тухнă çĕре вĕсене техникăна туллинех шанса пама пулать. Акă Сергей Куприяновпа Саша Александровах илер. Вĕсем кирек мĕнле техникăна та хăвăрт алла илеççĕ. Пĕрлешсе ĕçлени ÿсĕмсем тума пулăшать, пирĕн, сăмахран, трактор-комбайн çитмест, вĕсене вара эпир çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе пулăшатпăр, укçа тÿлетпĕр, - тет «Гвардеец» хуçалăх ертÿçи Вениамин  Федоров та.

Нумаях пулмасть çак хуçалăх уйăхĕсенче пулса вĕренекенсем пысăк  хаваспа ĕçленине курма кăмăллă пулчĕ. Эппин, шанăç пĕтмен-ха - ял хуçалăхĕ кадрсемсĕр юлмĕ.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;