Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Шупашкарта - экскурсире

Чирлисен пурнăçне кăсăклăх, савăнăç кĕртесси - Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче тимлекенсен ĕçри тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çынна эмелпе кăна сыватаймăн, ăна ăшăлăх, тимлĕх те кирлĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ интернатра сипленекен-пурăнакансене хăйсен ăсталăхне аталантарма та, тĕрлĕ мероприятисенче хутшăнма та майсем туса параççĕ. Чирлисем хăйсем уйрăмрах  пулнине, пĕчченлĕхе ан туйччăр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ çĕрте экскурсире çÿресе çĕнĕлĕхсемпе паллашасси те ырă йăлана кĕнĕ кунта.

Нумаях пулмасть, акă, Калининăри психикăпа неврологи интернатĕнче сипленекен-пурăнакансен пĕр ушкăнĕ республикăн тĕп хулине çитсе курнă. Вĕсем Шупашкарăн чи хитре кĕтесĕнче - залив хĕрринче - уçăлса çÿресе илемпе килĕннĕ, фонтансене курса тĕлĕннĕ. Кунта вырнаçтарнă Ĕмĕт чулĕ те пурин чунĕсене тыткăнланă. Чул çинче чăваш тĕррин тĕрлĕ тĕсĕсене сăнланă, вĕсен пĕлтерĕшне те ăнлантарнă иккен. Кăмăл тăвакансем кашниех чул çине алăсене тытса хăй ĕмĕчĕсене вăрттăн пĕлтернĕ, вĕсене пурнăçлама ыйтнă.

«Чăваш наци музейĕнче пулса курни те яланлăхах асра юлĕ», - теççĕ пĕри те тепри. Вĕсем краеведени пайĕнчи тата Омск хулинчен илсе килнĕ «Шыв айĕнчи тĕнче» куравăн экспоначĕсемпе паллашнă. Интернатра сипленекенсем пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкарта курса çÿреме пурне те килĕшнĕ, кашниннех татах та тĕрлĕ вырăна экскурсие кайма кăмăлсем пур.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;