Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тÿсĕмлĕхре - ÿсĕмлĕх

Халĕ, кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынă май, уй-хир тупăшне пĕтĕмлетме те кăмăллă. Акă «Мураты» ял хуçалăх предприятинех илер. Çăкаллă-явăшсем  çĕр улми лаптăкĕпе унăн тухăçне ÿстерес, ăна сутса тупăш ытларах илес енĕпе районта малта пыраççĕ. Вĕсем «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне 140 гектара çити ÿстерчĕç, ăна çитĕнтерессине çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче йĕркелерĕç.

Çĕр улми туса илнĕ çĕрте тăкаксене чакарас, алă ĕçне механизацилесе пырас енĕпе те çăкаллă-явăшсем малтисен ретĕнче утаççĕ. Çакна çĕр улми кăлармалли «Гримме» йышши комбайнсене иккĕ таранах Германирен туянса килнинчен те яруççăн туйса илетĕн. «Иккĕмĕш çăкăра» инçе çула тиесе яма меллĕрех пултăр тесе кашни çулах ятарласа ещĕксем  туса хатĕрлеççĕ.

Çĕр улми лартас, ăна минераллă удобренисемпе апатлантарса тăрас, рет хушшисене кăпкалатас, çум курăксемпе хурт-кăпшанкăсене пĕтерес çĕрте механизаторсен тÿпи пысăк. Вĕсене ятранах ырăпа асăнса хăварни те вырăнлă. Г.Михайлов, В.Волков, М.Владимиров, П.Краснов механизаторсем уй-хир ĕçĕсенче пысăк тăрăшулăх кăтартрĕç. Ял хуçалăх продукчĕсене турттарса тăнă çĕрте О.Петров, А.Федоров, С.Петров водительсем те ырă енĕпе палăрчĕç.

Çĕр ĕçченĕсем уй-хир пуянлăхне алла илес енĕпе пĕлтĕрхинчен ăнăçлăрах, тухăçлăрах ĕçлерĕç, кашни гектартан 31,2 центнер тĕш тырă, 300 центнера яхăн çĕр улми туса илчĕç.

- Тимлĕхпе тÿсĕмлĕхсĕр ÿсĕм тума çук, - теççĕ кĕрхи ĕçсене вăхăтра, пысăк пахалăхпа, уй-хиртен ытларах тупăш илес енĕпе районта малта пыракан çăкаллă-явăшсем.



"Çĕнтерÿ çуле"
04 октября 2008
00:00
Поделиться
;