Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕç сыхлавĕн йĕркине пăхăнманшăн

Вăрнар район прокуратури районта строительство енĕпе тимлекен организацисенче ĕç сыхлавĕн саккунлăхне мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Район территорийĕнче нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене хăпартакан «Вурнарская» МСО» акционерсен хупă обществинче ĕç сыхлавĕн йĕркине, тĕпрен илсен, пăхăнаççĕ. Çапах та уйрăм нормăсемпе правилăсене пăснă тĕслĕхсем пулни палăрнă: тин çеç ĕçе кĕнĕ çынсене инструктаж витĕр вăхăтра кăларман, ĕç килĕшĕвĕсен хăш-пĕр положенийĕсем Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 67-мĕш статйинче ыйтнине тивĕçтермеççĕ. Ку çитменлĕхсене пĕтерме хушса общество директорĕ ячĕпе район прокуратури представлени çырнă. Тĕрĕслев результачĕсем тăрăх йĕркене пăхăнман тĕслĕхсене пĕтĕмпех пĕтернĕ.

Прокуратура çавăн пекех «Вурнарыагрострой» тулли мар яваплă обществăн ĕç-хĕлне те тишкернĕ. Кунта та ĕç сыхлавĕн саккунĕсене уяманни курăннă: ĕç вырăнĕсене аттестацилессине пурнăçламан, ĕçлекенсемпе инструктажа йĕркене пăсса ирттернĕ е уйрăм тĕслĕхсенче вуçех те ирттермеççĕ, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама вĕрентессине те йĕркелемен. Çакнашкал çитменлĕхсемех «Еврострой» тулли мар яваплă общество ĕç-хĕлĕнче те тупăннă. Кунсăр пуçне «Еврострой» общество ертÿçи хăй ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе вĕренмен.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсене кура, ку организацисен ертÿçисем тĕлĕшпе район прокуратури РФ административлă правăна пăсни çинчен калакан Кодексĕн 5.27-мĕш статйин 1-мĕш  чаçĕ тăрăх - ĕç тата ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăснăшăн - административлă ĕçсем пуçарнă. Вĕсене Чăваш Республикинчи Патшалăх ĕç инспекцине пăхса тухма ярса панă.

ЧР Патшалăх ĕç инспекцийĕн йышăнăвĕпе «Вурнарыагрострой» тата «Еврострой» тулли мар яваплă обществăсен ертÿçисене административлă явап тыттарнă - штраф хунă.



"Çĕнтерÿ çуле"
15 октября 2008
00:00
Поделиться
;